Юлашки вӑхӑтра Шупашкарта тата ун ҫывӑхӗнче ӑнланмалла мар шӑршӑ тӑнине кашниех сисрӗ-тӗр. Тислӗк тес, тислӗк шӑрши мар. Пӗр-пӗр савутран тухакан тӗтӗм-сӗрӗм теме те йывӑр. Хулара ырӑ мар шӑршӑпа «киленсе» ывӑннӑ ҫынсем Роспотребнадзора пӗлтернӗ, шӑршӑ саракан предприятие шыраса тупма ыйтнӑ.
Ӗнер Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ «Юрма» агрохолдинг ҫывӑхӗнчи (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ун пек шӑршӑ сапалать тесе пӗтӗмлетнӗччӗ) сывлӑша тӗрӗсленӗ. Лапсара ҫитнӗ. Ӑҫта мӗн чухлӗ сероводород, аммиак, азот диоксичӗ пулнине палӑртма кашни тӑваткал метр пуҫне миҫе миллиграмм тивнине виҫнӗ. Роспотребнадзорта «Юрма» предприятин кайӑк-кӗшӗк тислӗкӗ упранакан Ассакасси ҫывӑхӗнчи территорие эрнесерен тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Хальхинче шӑршӑшӑн «Юрма» айӑплӑ маррине палӑртнӑ.