Ҫӗнӗ Шупашкарта 7 ҫулти хӗрача килтен тухса кайнӑ. Юрать-ха, ӑна тупнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 12 ҫулти хӗрача 7-ри йӑмӑкӗпе Хӗвелтухӑҫ урамӗнчи вулавӑша кайнӑ. Унта кӗҫӗнни тепӗр хӗрачапа калаҫса кайнӑ та унпа пӗрле тарнӑ.
Аппӑшӗ вӗсем ҫурт хыҫнелле тарнине курса ӗлкӗрнӗ, анчах ӑна хӑй тупайман. 22 сехетре амӑшӗ кӗҫӗн хӗрӗ киле килменнине кура полицие пӗлтернӗ.
Полицейскисем хӗрачасем тарнӑ ҫуртри хваттерсене тӗрӗсленӗ. Пӗринче ачасен сассисене илтнӗ. Хайхи хӗрача ют хваттерте ҫывӑрма хатӗрленнӗ, аслисене ӑна ашшӗ-амӑшӗ ирӗк панине ӗнентернӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 19 сехетре ҫӑлавпа шырав пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: Атӑл леш енчи «Прометей» кану бази ҫывӑхӗнче арҫын ҫухалса кайнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна тӳрех тухнӑ. Пӗрисем юрҫӳренпе кайнӑ, тепӗр ушкӑн ҫынсене шырамалли ятарлӑ хатӗрпе каярахпа ҫитнӗ.
Ҫанталӑк сивӗ тӑрать те питӗ хӑрамалла. Шӑнса кӳтесси те инҫех мар-ҫке-ха. Юрать-ха, ҫухалнӑ арҫынна часах тупнӑ. Ӑна полици ӗҫченӗсем патне илсе ҫитернӗ. Арҫынна тухтӑрсене сывлӑхне тӗрӗслеттерме сӗннӗ. Анчах вӑл васкавлӑ медпулӑшу чӗнтерме хирӗҫ пулнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрача килтен тухса кайнӑ. Ӑна шырама пуҫланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хӗрача тупӑннӑ. Паян ӑна Шупашкарта шыраса тупнӑ. Софьйӑна следователь патне илсе ҫитернӗ.
Софья Савельева 13 ҫулта. Следовательсем каланӑ тӑрӑх, хӗрача килтен хӑйӗн ирӗкӗпе тухса кайнӑ, ятарласа таврӑнман. Халӗ ку лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнче машина вӑрланӑ. Кун пирки Патшалӑх автоиспекцийӗ паян, кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Ведомство ку хыпара Инстанграмри старницинче хыпарланӑ. «Кӗмӗл тӗслӗ «Лада Веста» машинӑна вӑрланӑ. Патшалӑх номерӗ – Е787ОР21. Ҫак машинӑна курсан пире ҫырса пӗлтерӗр е 102 номерпе шӑнкӑравлӑр», - пӗлтернӗ ҪҪХПИ Инстаграмри страницинче.
Ведомство халӗ «Лада Вестӑна» вӑрласа тарнӑ ҫынна шырать.
Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Ярославль урамӗнче тин ҫуралнӑ ача виллине тупни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ҫак тискер ӗҫе тунӑ ҫынна ҫийӗнчех шырама пуҫланӑ.
Хальлӗхе йӗрке хуралҫисем тин ҫуратнӑ ачине вӗлернӗ хӗрарӑма тупайман-ха, ӑна шыраҫҫӗ. Следстви органӗсем ку ӗҫре пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Ача кӗтнӗ, пепкене ҫуратсан унран хӑтӑлма пултарнӑ хӗрарӑма пӗлетӗр-и? Кун пирки йӗрке хуралне пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Анонимлӑ пулӗ ку, сирӗн ят-шывӑра никама та каламӗҫ.
Аса илтерер: следстви версийӗ тӑрӑх, амӑшӗ тин ҫуралнӑ ачине наушникпе пӑвса вӗлернӗ, унтан полиэтилен хутаҫпа чӗркенӗ те йывӑҫлӑ вырӑнта пӑрахса хӑварнӑ.
Шупашкарта 19 ҫулти каччӑна шырани пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна тӑванӗсем юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе тупаймаҫҫӗ. Видеокамерӑна пӑхсан вӑл юлашки хутчен алкомаркета кӗнине палӑрнӑ. Каччӑ «Волжский» микрорайонта пурӑннӑ.
Эрех туяннӑ хыҫҫӑн каччӑ телефонне сӳнтернӗ, тусӗсем те вӑл ӑҫтине пӗлмен. Ҫӑлавҫӑсемпе водолазсем Атӑлта та шыранӑ ӑна. Ҫывӑх тӑванӗсем, нимеҫӗсем те каччӑна тупма тӑрӑшнӑ.
19-ти ҫамрӑка тупнӑ. Шел те, вӑл чӗрӗ мар. Унӑн виллине хӑй пурӑнакан ҫуртрах кӳршӗ подъездра техника хутӗнче тупнӑ. Следовательсем криминал ҫуккине пӗлтереҫҫӗ.
Иртнӗ канмалли кунсенче 66 ҫулти хӗрарӑм Ҫӗрпӳ районне кил хуҫалӑхне тӗрӗслеме кайнӑ. Анчах хайхискер ҫула кӗскетме шутланӑ та уй урлӑ утнӑ. Таврара тӗттӗмленнӗ, хӗрарӑм вара ниепле те ял патне тухайман, ҫухалса кайнӑ.
23 сехет те 40 минутра ватӑ хӗрарӑм полицие шӑнкӑравланӑ. Ӑна шырама ҪҪХПИ нарячӗ, следствипе оперативлӑ ушкӑн кайнӑ. Шырав ҫӑмӑлах пулман, уйра ҫырма-ҫатра, йывӑҫлӑ вырӑнсем пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑма ҫыхӑну тытсах тӑнӑ. Йӗрке хуралҫисем сирена, фарӑсем ҫутнӑ. Апла пулин те хӗрарӑма ирхи 3 сехет тӗлнелле ҫеҫ тупма май килнӗ.
Ватӑ хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ йӗркеллех пулнӑ. Вӑл шыв кӑна пама ыйтнӑ. Тепӗр кунхине хӗрарӑмӑн ҫухалнӑ япалисене те тупнӑ.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 19 ҫулти Артем Павлов килӗнчен, Шупашкарти «Волжский» микрорайонти Ильенко урамӗнчен, тухнӑ та ҫухалнӑ. Юлашки хутчен ӑна лавккара курнӑ.
Артем лавккара 4 кӗленче эрех туянни паллӑ /камера пӑхнӑ хыҫҫӑн пӗлнӗ/. Тӑванӗсем сотовӑй оператортан пулӑшу ыйтнӑ – Артемӑн телефонӗ 19.30 сехетре сӳнни паллӑ. Халӑх тетелӗсенче те пулман вӑл.
Пиччӗшӗ Дмитрий каланӑ тӑрӑх, Артем унччен эрехпе айкашман. Вӑл коопераци институтӗнче дистанци мелӗпе вӗренет, спортзала ҫӳрет.
Артем тӗреклӗ кӗлеткеллӗ, 185 сантиметр ҫӳллӗш. Куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура. Артема курсан полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Роза Иванова юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен килтен тухса кайнӑ та тек ӑна никам та курман. 2003 ҫулта ҫуралнӑ хӗр ҫухални тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Роза аппӑшӗн хваттерӗнчен кайнӑ. Вӑл килтен 11 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Хӗр ӑҫта кайни паллӑ мар. Тӑванӗсем пӑшӑрханаҫҫӗ, ӑна шыраҫҫӗ. Вӗсем полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Роза Иванов 17 ҫулти пек курӑнать, 160-165 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, хулпуҫҫи таран. Сылтӑм куҫ харши тӗлӗнче суран йӗрӗ пур. Килтен кайнӑ чухне хӑмӑр куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче пурӑнакан 17 ҫулти Дмитрий Нелюбовской нарӑс уйӑхӗн 22-мешӗнче тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫтине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки полицие ӑна опекӑна илнӗ ҫын пӗлтернӗ.
Дима ҫухалнӑ кун кӑвак куртка, тӗттӗм трико, хура кроссовка, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 15-16 ҫулти пек курӑнать, имшеркке, ҫӳҫӗ кӗске, куҫӗ кӑвак. Сылтӑм алли ҫинче медуза ӳкернӗ татуировка пур.
Полици арҫын ачана курнисене шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |