Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шыравсем

Республикӑра
Эвакуаци вӑхӑтӗнче
Эвакуаци вӑхӑтӗнче

Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче республикӑра шкулсене минӑсем хуни пирки анонимлӑ хыпар тӑтӑшах килнӗ. Хӑрушсӑрлӑхӑн федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ ҫак хыпарсем электронлӑ почтӑсене ӑҫтан килнине палӑртнӑ.

Ip-адрессем – Францирен, АПШран тата Швейцарирен. Хальхи вӑхӑтра ведомство ӗҫченӗсем суя хыпарсене сарма пулӑшнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ.

Хӑрушсӑрлӑхӑн федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ тата ШӖМ палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра бомба хуни пирки пӗлтерекен хыпарсем нумай килме тытӑннӑ. Юлашки икӗ эрнере кунашкал 15 ҫыру ҫитнӗ. Ятарлӑ служба ӗҫченӗсем кашнинчех вырӑна тухса тӗрӗсленӗ, нимӗнле сирпӗнекен хатӗр те тупман.

Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра бомба хуни пирки пӗлтернӗ суя 18 хыпар пулнине палӑртнӑ.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫухалнӑ арҫынна пиллӗкмӗш кун шыраҫҫӗ. Тӑванӗсем "Лиза Алерт" шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.

36 ҫулти Сергей Сергеевич Кислицын пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл килсе курӑнман. Тӑванӗсем вӑл ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ.

Сергей Кислицын 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ симӗс тӗслӗ.

Сергейӑн уйрӑм паллӑ пур: сулахай алли ҫине татуировка тунӑ.

Ҫухалнӑ кунхине хура куртка, хура ботинка, тӗттӗм кӑвак шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнӑ тӑк полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.pg21.ru/news/77705
 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑр хӗрачана пӗр талӑк шыранӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 16 сехетре ҫухалнӑ. Вӗсем урамра асламӑшӗпе /е кукамӑшӗпе/ уҫӑлса ҫӳренӗ. Тӑрук хӗрача унран тарнӑ.

Хӗрачана йӗрке хуралҫисем кӑна мар, нимеҫӗсем те шыранӑ. Ӑна пӗр талӑкран ҫеҫ тупнӑ.

Ирхине Шупашкар еннелле каякан водитель ҫул хӗрринче хӗрача ларнине асӑрханӑ. Вӑл ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Хӗрачана пульницӑна вырнаҫтарнӑ. Унӑн кӑмӑлне лӑплантармалла.

Ҫакӑ паллӑ: хӗрача тӗлӗшпе нимӗнле преступлени те туман.

 

Республикӑра
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн

Арҫын тӑванӗсемпе вӑрҫӑнса кайнӑ та Атӑл тӑрӑх, пӑр ҫийӗн, утнӑ. Вӑл шӑнкӑравласан та телефонне тытман. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, ҫавна май кун пирки ҫӑлавҫӑсене пӗлтернӗ.

Ҫӑлавҫӑсем патне ку шӑнкӑрав нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫитнӗ. Вӗсем аэрокимӗ ҫине ларса Атӑл тӑрӑх ҫав арҫынна шырама кайнӑ. Тӑванӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл сад юлташлӑхӗ еннелле кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем те ҫав еннелле шырама ҫул тытнӑ.

Арҫынна часах тупнӑ. Ӑна ҫӑлав станцине илсе ҫитернӗ.

 

Хулара

Шупашкарта 25 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» ушкӑнӑн страницинче пӗлтернӗ.

25 ҫулти Тимур Данилов кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ Пульница комплексне кайнӑ. Унтанпа унран сас-хура ҫук. Ӑна нимеҫӗсем, тӑванӗсем, полици ӗҫченӗсем шыраҫҫӗ. Тимурӑн хӑйӗн ҫумӗнче телефон пулман. Вӑл килсӗр йытӑсен приютӗнче нимеҫӗ пулни паллӑ.

Тӑванӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, унччен Тимур нихӑҫан та нумайлӑха тухса кайман. Ашшӗ-амӑшӗ, аппӑшӗ куляннипе пӗтӗм пульницӑна, моргсене шӑнкӑравланӑ. Тимур пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк 8 800 700 54 52 е 112 номерпе шӑнкӑравламалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/77005
 

Республикӑра

Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫул каҫхине арҫын ҫухалнӑ. Унтанпа ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ку хыпара «Лиза Алерт» шырав отрячӗн ушкӑнӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку хыпара ШӖМ те ҫирӗплетнӗ.

54 ҫулти Юрий Жигалев раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑннӑ. Нимеҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын республикӑри кирек хӑш районта е хулара пулма пултарать.

Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хура, шакла вырӑнсем пур, куҫӗ хӑмӑр. Килтен тухса кайнӑ чухне арҫын хура куртка тӑхӑннӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/76902
 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти каччӑна нимеҫӗсем, полицейскисем, тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл килтен тухса кайнӑ,унтанпа унран сас-хура ҫук.

"Лиза Алерт" шырав отрячӗ тата ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ килтен кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл таврӑнман, тӑванӗсене те хӑйӗн пирки нимӗн те пӗлтермен.

Ҫамрӑка 4 кун шыранӑ. Телее, ӑна тупнӑ. Вӑл чӗрӗ-сывах. Каччӑна тупни пирки паян пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.pg21.ru/news/76790
 

Республикӑра
chr.rbc.ru сайтри сӑн
chr.rbc.ru сайтри сӑн

Ҫак ҫамрӑка Чӑваш Енре 2 ҫул шыранӑ. Ӑна халь тин тупнӑ. Вӑл Чӗмпӗрте пулнӑ.

16 ҫулти каччӑ Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн общежитийӗнчен 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна шыранӑ. Ӑҫта кайса кӗнӗ вӑл? Тӗрлӗ верси пулнӑ. Вӗсенчен пӗри – преступлени витӗмне лекни.

Каччӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыранӑ. Вӑрнар районне айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарнӑ. Ахӑртнех, ӑна чӗрӗ тупас шанчӑк та юлман. Канализаци ҫӑлӗсене, путвалсене, чартаксене ухтарнӑ. Кӑлӑхах.

Каччӑ Чӗмпӗр хулинче тӑванӗсенчен ятарласа пытанса пурӑннӑ-мӗн. Халӗ вӑл Чӑваш Енре килте, унпа следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Канашра пурӑнакан Анна Сергеевна Александрова килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ.

22 ҫулти хӗр 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке, куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ, ҫӳҫӗ вӑрӑм. Килтен кайнӑ чухне вӑрӑм куртка, хура тӗттӗм джинс шӑлавар, хӑмӑр пушмак, кӗрен калпак тӑхӑннӑ пулнӑ, хура сумка йӑтнӑ.

Аннӑна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лизы Алерт» хастарӗ Ольга Хельга, 89196699991.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑма шыранӑ. Полицейскисем ӑс-тӑнӗпе арпашӑннӑскере вилӗмрен ҫӑлнӑ.

74 ҫулти хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехет ҫурӑра килтен тухнӑ та ҫухалса кайнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна вӗсем районтан хулана илсе килнӗ. Ватӑскер ӑс-тӑнӗпе арпашӑнма пултарнӑ.

Килте никам та ҫук чухне хӗрарӑм тухса кайнӑ. Вӑл ҫухалнине 2 сехетрен тин асӑрханӑ, тӳрех полицие пӗлтернӗ. Вокзалсенче, подъездсенче, лавккасенче шыранӑ – тупайман.

17 сехет те 40 минутра хӗрарӑма ҪҪХПИ ӗҫченӗсем хваттере илсе килнӗ. Экипаж патруль вӑхӑтӗнче пӗр ҫын промзона еннелле утнине курнӑ. Вӑл шӑпах ҫав хӗрарӑм пулнӑ. Взвод командирӗн ҫумӗ Алексей Васильев тата Николай Бардулин инспектор ун патне пынӑ та вӑл ҫухалнӑ ҫын пулнине ӑнланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75785
 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ... 38
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Пуш, 31

1899
126
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1926
99
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1976
49
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1981
44
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1985
40
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи