Белгород облаҫӗнче Чӑваш Енри ҫар ҫыннине шыранине пӗлтернӗччӗ. Вӑл пӗрле ҫар службине пурнӑҫлакансене автоматран пенӗ, кайран тарса ҫухалнӑ. Регионта «Перехват» план ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Аса илтерер: ӗнер каҫхине 29 ҫулти ҫар ҫынни, Чӑваш Енрен килнӗскер, Белгород облаҫӗнчи ҫар дислокацийӗнче пеме тытӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ ҫын вилнӗ, тепри аманнӑ.
Малтан вӑл пӗрле Калашников автоматне илнине пӗлтернӗ. Ӑна кайран инҫех мар тупнӑ.
«На связи» портал хыпарланӑ тӑрӑх, ку ӗҫе контракт службинчи рядовой Алексей Журавлев, 1995 ҫулта ҫуралнӑскер, тунӑ.
Шупашкарта 15 ҫулти арҫын ачана шыраҫҫӗ. Вӑл киле ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнченпе таврӑнман. Паянхи кун та ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ.
Николай Петрович Кошкин 185 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ҫав кун хура пиншак, шурӑ кӗпе, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ, хӑйӗнпе пӗрле сӑрӑ тӗслӗ спорт сумки пулнӑ.
Николай ӑҫтине пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 тата 89520203557 (Елена Касатка).
Архангельск облаҫӗнче Чӑваш Енри ҫухалнӑ арҫынна тупнӑ. Вӑл унта машинӑпа тиевпе кайнӑ та ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Тӑванӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем арҫын тиевпе вырӑна ҫитнине палӑртнӑ. Кайран вӑл малалла кайнӑ. Кӗҫех унӑн машинине вӑрман ҫывӑхӗнче тупнӑ. Арҫынна вӑрманта шыранӑ.
Тупнӑ. Вӑл апат ҫименнипе хавшанӑ, ӑна вӑрӑм тунасем ҫыртса пӗтернӗ. Арҫын хӑй ӑҫтине те, кам пулнине те ӑнланман.
Каярахпа вӑл Чӑваш Енрен пулнине, кам иккенне аса илме пуҫланӑ. Ҫул ҫинче унӑн пуҫӗ вӑйлӑ ыратма пуҫланӑ иккен, ҫавӑнпа вӑл тӑна кӗме ҫулран пӑрӑннӑ. Арҫынна илме тӑванӗсем килнӗ.
Ака уйӑхӗнче Мускаври «Центр» шырав отрячӗн хастарӗсем Ржев хули ҫывӑхӗнче каска тата медальонри документсен пӗр пайне тупнӑ. Вӗсем тӑрӑх салтакӑн ятне-шывне палӑртнӑ. Вӑл - Вӑрнар районӗнчи Эпшик ялӗнче ҫуралнӑ Михаил Игнатьевӑн. 1942 ҫулта 19-ти Михаил фронта кайнӑ, тӳрех «Ржев мясорубкине» лекнӗ, унта пуҫ хунӑ.
Чӑваш Енри «Веда» отряд шыравҫисем салтак виллин юлашкине республикӑна илсе ҫитерме пулӑшнӑ. Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паттӑр салтака тӑван ялӗнче чыслӑн пытарнӑ. Палӑртмалла: Эпшик ялӗнчен 77 ҫын Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫине тухса кайнӑ. Вӗсенчен 38-шӗ каялла таврӑнман.
Халӗ чӑваш шыравҫисем Волгоград облаҫӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем 5 салтак юлашкине тупнӑ. Хальлӗхе вӗсен ятне-шывне палӑртайман-ха.
Шупашкарта пурӑнакан 40 ҫулти Денис Николаевич Аркадьев ҫухалнӑ. Вӑл килтен ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Вӑл 180 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, куҫӗ симӗс, ҫӳҫӗ тӗттӗм ҫырӑ. Ҫав кун тӗттӗм кӑвак куртка, ҫутӑрах кофта, тӗттӗм кӑвак джинс шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ӑна куракансене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52, 89196666680.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Заволжье» СНТра пурӑнакан 70 ҫулти арҫын ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Леонид Георгиевич Иванова ҫав кунах шырама тытӑннӑ.
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ӑҫталла кайни паллӑ мар. Вӑл хӑй 180 сантиметр ҫӳллӗш, ырханкка кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ хӑмӑр. Ҫав кун Леонил Иванов хӑмӑр куртка, хура шӑлавар, хура ҫӑматӑпа калуш, сӑрӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ун пирки кирек мӗнле информаци те хаклӑ халӗ. «Лиза Алерт» хастарӗсем ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-800-700-54-52 е 112.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнче 1931 ҫулта ҫуралнӑ кинемее шыраҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ.
Вера Григорьевна Хмелева кӑвак халат, атӑ-дутик, тӑхӑннӑ, тӗрлӗ тӗслӗ тутӑр ҫыхнӑ пулнӑ. Кинемей икӗ патакпа утать.
Ҫак ватӑ хӗрарӑма кам та пулин курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (83547) 2-22-74, 102 е 112.
Хӗрлӗ Чутайра пурӑнакан 57 ҫулти Ольга Валерьевна Воротынцева (Шадрина) ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫта пулнине пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.
Килтен кайнӑ кун вӑл сӑрӑ куртка, хура шӑлавар, сӑрӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 150 сантиметр ҫӳллӗш, ырханкка кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр.
Ҫак хӗрарӑма куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-800-700-54-52 е 112.
Шупашкарта 36 ҫулти арҫынна пӗр уйӑха яхӑн шыраҫҫӗ. Евгений Соколов килтен нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа унран хыпар ҫук. Вӑл мӗнле майпа ҫухални те паллӑ мар.
Евгений - ҫӳллӗ, хыткан арҫын. Ҫӳҫӗ хура, куҫӗ симӗс. Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 8-800-700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Сӑмах май, пушӑн 15-мӗшӗнче «Лиза Алерт» Наци вулавӑшӗнче ҫынсене шырама пулӑшас текенсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Мероприяти 18 сехет ҫурӑра пуҫланать.
Шупашкарта 33 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл килтен пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман.
Парамонова Алиса Михайловнӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл 150 сантиметр ҫӳллӗш, ырханкка, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ кун сӑрӑ тӗслӗ куртка, хура кроссовка, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫак хӗрарӑма куракансене е ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |