Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шыравсем

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнчи Энӗшхӗрри ялӗнче пурӑнакан 83 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Римма Платонова (Васильева) юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине никам та пӗлмест.

Римма Платонова ҫутӑ симӗс тӗслӗ камуфляж куртка, хура ҫӑматӑ тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 150 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ. Куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Ватӑ хӗрарӑма тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ.

Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр е ӑна курнӑ пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 88007005452.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75340
 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫамрӑк хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл ӑҫта кайнине никам та пӗлмест.

«Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 33 ҫулти Светлана Матвеева юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать. Хӗрарӑм килтен кайнӑ чухне хура куртка, тӗттӗм джинс шӑлавар, шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле хура сумка илнӗ.

Светлана Матвеева 160 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ. Куҫӗ хура, ҫӳҫӗ те хура. Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан, тархасшӑн, тӑванӗсене пулӑшӑр, ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 800 700 5452 е 112.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74939
 

Раҫҫейре

Алтайра 83 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Вӑл Чӑваш Ене килме пултарнӑ. Ҫапла пӗлтерне Чӑваш митрополийӗн сайтӗнче.

Евдокия Захарова Алтай Республикинчи Турочак районӗнчи Лебедское ялӗнче пурӑнать. Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл килтен кайнӑ та таврӑнман. Ывӑлӗ пулӑшу ыйтать.

Ватӑ хӗрарӑм нерв тытӑмӗн чирӗпе аптӑрать, ҫавӑнпа вӑл тӑван тӑрӑхне, Чӑваш Ене, килме пултарнӑ. Евдокия Захарова имшер кӗлеткеллӗ, 150 сантиметр ҫӳллӗш. Тухса кайнӑ чухне хӗрлӗ куртка, хура атӑ тӑхӑннӑ, симӗс тутӑр ҫыхнӑ. Ӑна куракансене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (800) 700-54-52.

 

Республикӑра
"Лиза Алер" тунӑ сӑн
"Лиза Алер" тунӑ сӑн

«Лиза Алерт» отряд хастарӗсем юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрӗпех 73 ҫулти арҫынна шыранӑ. Вӑл ҫухални пирки 21 сехет те 25 минутра пӗлтернӗ.

Ватӑ арҫын ӑс-тӑн енчен арпашӑннӑ. Вӑл кӑнтӑрла урама уҫӑлма тухнӑ та киле таврӑнман. Ҫӗрле ун чухне 3 градус таранах шӑнтмалла пулнӑ. Арҫын ҫумӗнче телефон та пулнӑ. Анчах шӑнкӑравласан вӑл ӑна тытман. Темле майпа арҫын телефона тытнӑ, темиҫе сӑмах каланӑ. Ҫӑкна пула нимеҫӗсем «ребус» хуравне тупнӑ. Вӗсем старике ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре тупнӑ.

Сӑмах май, нимеҫӗсем пӗлтӗр те ҫак арҫынна шыранӑ. Ун чухне те вӑл ӑс енчен арпашӑннӑ.

 

Республикӑра

Шупашкарта 16 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ пӗлтерет.

Кирилл Арменович Кондратьев (Чилингарян) юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ, халӗ те таврӑнман. Вӑл 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ чухне кӑвак шӑлавар, хура пушмак, сарӑ куртка тӑхӑннӑ пулнӑ.

Кирила курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112, +79170640057.

 

Республикӑра
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ялӗнче пурӑнакан Римма Волкова юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче килӗнчен тухса таҫта кайнӑ. Ҫакна никам та пӗлмест, ӑна шыраҫҫӗ.

Хӗрарӑма «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсем те шыраҫҫӗ. 51 ҫулти Римма Волкова 150 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ сӑрӑрах тӗслӗ.

Римма Валерьевнӑна кам та пулин курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700 54 52 е 112.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74839
 

Республикӑра

Ҫӗрпӳре пурӑнакан34 ҫулти Чернова Людмила Георгиевнӑна иккӗмӗш эрне шыраҫҫӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.

Ҫухалнӑ хӗрарӑмӑн пиччӗшӗ пулӑшу ыйтать. Людмила Черновӑна килте упӑшки тата 13 ҫулти хӗрӗ кӗтеҫҫӗ.

Людмила 155 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ хӑмӑр. Килтен вӑл сӑрӑ курткӑпа, тӗттӗм кӑвак джинс шӑлаварпа, хура кроссовкӑпа тухса кайнӑ.

Ҫак хӗрарӑма курнӑ тӑк 8 (800) 700-54-52 е 112 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74532
 

Республикӑра
kommunarmelenki.ru сайтри сӑн
kommunarmelenki.ru сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑм Когояр кӳлли патне кӑмпана кайнӑ. Кун иртнӗ, анчах вӑл таврӑнман. Тӑванӗсем пӑшӑрханма тытӑннӑ, пулӑшу ыйтнӑ.

Каҫхи 5 сехетре ҫӑлавҫӑсем Ҫурҫӗр поселокӗ патнелле ҫул тытнӑ. Вӗсем Мари Элти ӗҫтешӗсемпе пӗрле ҫав тӑрӑхра шыранӑ. Юрать-ха, хӗрарӑм 21 сехет те 25 минутра тупӑннӑ. Ӑна киле леҫсе янӑ.

Астӑвӑр: вӑрмана кайиччен кун пирки тӑвансене пӗлтерӗр, палламан вырӑнсенче ан ҫӳрӗр, телефона зарядка туса кайӑр, пӗрле ҫӗҫӗ, компас, шӑрпӑк, хунар илӗр. Паллах, ҫимеллипе ӗҫмелли те пулмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74487
 

Республикӑра
brestcity.com сайтри сӑн
brestcity.com сайтри сӑн

Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче 83 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Тӑванӗсем тепӗр кунхине нимеҫӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ватӑ арҫын вара чир-чӗрпе аптӑранӑ.

Ватӑскере хӑвӑртрах шыраса тупмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен каҫхине самай сивӗтет. Ҫитменнине, ҫумӑр ҫунӑ, ҫил кастарса вӗрнӗ. Арҫын хӑй ӑҫта ҫӳренине ӑнланмасть-мӗн, чирне пула эмелсем ӗҫсе тӑрать.

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна кӳршӗ ялта тупнӑ. Вӑл шӑнса хытнӑ, питӗ ывӑннӑ. Ватӑскер сивӗре, ҫумӑр айӗнче виҫӗ кун ҫухалса ҫӳренӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74322
 

Хулара

Шупашкарта шкул ачине шыраҫҫӗ. 11-мӗш класра вӗренекен 17 ҫулти каччӑ килтен тухса кайсан таврӑнман.

Тимур Мухамад Азадович Миа, 2004 ҫулта ҫуралнӑскер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче рюкзак, палатка йӑтнӑ та хӗрлӗ велосипед ҫине ларса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.

Тимур 182 сантиметр ҫӳллӗш, симӗс куртка, кӑвак джинс шӑлавар, хура кеда тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫӳллӗ, куҫлӑх тӑхӑннӑ каччӑна курсан 8 800 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, ... 38
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Пуш, 31

1899
126
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1926
99
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1976
49
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1981
44
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1985
40
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть