Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.5 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шыравсем

Республикӑра

Вӑрнар районӗнче 49 ҫулти арҫын Мускава кайсан ҫухалнӑ. Вӑл килтен авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кайнӑ.

Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре Сергей Геннадиевич Васильев тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ та Чӑваш Ене килме тухнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл телефонне метрора хӑварнӑ. Арҫын киле таврӑнманнине кура тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Арҫын хура куртка, хура шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.

Хӑй шакла, 175 сантиметр ҫӳллӗш. Мӗн те пулин пӗлсен полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82493
 

Республикӑра

Етӗрнере 91 ҫулти кинемее шыраҫҫӗ. Кокоринова (Захарова) Валентина Николаевна килтен юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Киле таврӑнман.

Вӑл ӑс-тӑнӗ арпашӑннипе аптӑрама пултарать. Валентина Николаевна килтен кайнӑ чухне тӗттӗм симӗс тӗслӗ ветровка, сӑрӑ кофта, ҫутӑ кӑвак жилетка, хура атӑ тӑхӑннӑ, хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ тата ҫӑм тутӑрсем ҫыхнӑ.

Кинемее куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (800) 700-54-52 е 112.

 

Республикӑра

Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче арҫын ҫухалнӑ. Вӑл вӑрмана кайнӑ та таврӑнман.

Владимир Нагоров хӑмӑр куртка, сӑрӑ-ҫутӑ кӑвак кӗпе, сӑрӑ тӗслӗ футболка, хура шӑлавар, хура калуш, ҫутӑ кӑвак карттус тӑхӑннӑ. Хӑйӗнпе пӗрле шурӑ витре илнӗ.

Арҫынна «Лиза Алерт» отряд хастарӗсем те, полицейскисем те шыраҫҫӗ.

Владимир Нагорова шырамашкӑн татах ҫынсем кирлӗ. Хӑйирӗкҫӗсене хапӑлласах кӗтеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82166
 

Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Ӗнер каҫхине ҫӑлавпа шырав службине вӑрманта икӗ хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Хайхискерсем, Атӑл леш енчи Сосновка поселокӗнче пурӑнаканскерсем, кӑмпана кайнӑ та киле каймалли ҫула тупайман.

39 ҫулти тата 60-ти хӗрарӑмсене "Лиза Алерт" хастарӗсем те шыранӑ. Вӗсем киле таврӑнманнине кура мӑнукӗ сехӗрленсе ӳкнӗ. Шырав вӑхӑтӗнче вӑл вӗсемпе ҫыхӑнура пулнӑ. Хӗрарӑмсем ӑшӑнас тесе пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗннӗ.

Ҫухалса кайнӑскерсене пӗр талӑкран тупнӑ. Вӑрмантан илсе тухса вӗсене вӗри чей ӗҫтернӗ, унтан киле ӑсатса янӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре 43 ҫулти хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вал паянхи кун та килте ҫук.

Светлана Андреева ҫав кун Муркаш районӗнчи усламҫӑ патӗнче ҫӗр ҫырли пуҫтарнӑ. Ун чухне вӑл тӗттӗмрех куртка, сарӑ кофта, тӗттӗм кӑвак тӗслӗ шӑлавар, хура кеда тӑхӑннӑ пулнӑ, хура кутамкка ҫакнӑ.

Хӗрарӑма «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл ҫухалнине ШӖМ те ҫирӗплетет.

Светлана Андреева пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк 112 номерпе шӑнкӑравламалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81922
 

Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Чӑваш Енре 38 ҫулти Людмила Ивановӑна вуннӑмӗш кун шыраҫҫӗ. Тӑванӗсем "Лиза Алерт" шырав отрядӗнчен, полицирен пулӑшу ыйтнӑ.

Унччен хӗрарӑм пӗрре те ҫухалман. Халӗ вара унӑн телефонӗ ҫине шӑнкӑравласа ҫитме ҫук - ӑна сӳнтернӗ.

Людмила Иванова ҫухалнӑ кун сӑрӑ тӗслӗ пальто, кӑвак кофта, тӗттӗм кӑвак шӑлавар тата хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 180 сантиметр ҫӳллӗш, хӑмӑр куҫлӑ, тӗттӗмрех ҫӳҫлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81862
 

Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле районӗнчи Малиновка ялӗнче пурӑнакан 75 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ.

Анна Петрова ҫухални пирки хӗрӗ полицие пӗлтернӗ. Ватӑ хӗрарӑма "Лиза Алерт" ушкӑн хастарӗсем те шыраҫҫӗ.

Кинемей килтен тухса кайнӑ чухне мӗн тӑхӑнни паллӑ мар. Вӑл ӑс-тӑнӗ арпашӑннипе аптӑрама пултарать. Хӑй ҫӳллех мар, туллирех кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ тата кӗске.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.vk.com/wall-134917368_13279
 

Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Шупашкарта пӗр каччӑна 12-мӗш кун шыраҫҫӗ. Вӑл килтен авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухса кайнӑ та текех таврӑнман.

Ҫав каччӑ Данил Герасимов ятлӑ, вӑл 23 ҫулта. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Данил ҫав кун мӗн тӑхӑнни паллӑ мар. Унӑн хӑйӗнпе пӗрле тӗттӗм кӑвак тӗслӗ кутамкка пулнӑ.

Данил 190 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗ кӑвак тӗслӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 8 800 700 54 52 е 112.

 

Республикӑра

Унӑн виллине 2006 ҫултах тупнӑ. Анчах ҫав арҫын кам пулнине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пулӑшу ыйтать.

Вилене Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчи кивӗ ҫӑва ҫинче тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Арҫын 25-45 ҫулти пек курӑннӑ. Хӑй 165-173 сантиметр ҫӳллӗш.

Кам та пулин ҫак арҫынна паларӗ тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтермелле: 8(8352)-66-24-31 8-(83533)-2-35-98 е 02.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81364
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта 22 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Вӑл – артистка. Балерина.

Театрта ӗҫлекен хӗре волонтёрсем те, йӗрке хуралҫисем те шыраҫҫӗ. Балеринӑна шырани пирки «Лиза Алерт» ушкӑн пӗлтернӗ.

Милана Ишуткина балерина ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирпе ӗҫе кайма тухнӑ, анчах унта вӑл ҫитеймен.

Хӗр хура майка, тӗксӗм кӑвак джинс шорты тӑхӑннӑ, урине – сандали. Хӑй вӑл хура сумкӑпа пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21-ru.turbopages.org/pg21.ru
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 38
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 13

1940
85
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та