Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти ача ҫуртӗнчен икӗ ҫамрӑк тухса кайнӑ. Вӗсем ӑҫтине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Тухса каякансем – 14-ри Семенов Егор Алексеевич тата 17 ҫулти Ксенофонтов Александр Сергеевич. Егор 156 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Хӑй ҫута олимпийка, трико, шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ.
Александр 161 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Тухса кайнӑ чухне капюшонлӑ кӑвак куртка, кӑвак шӑлавар тӑхӑннӑ.
Ҫак ачасене курнӑ пулсан ҫийӗнчех ШӖМе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ, телефон номерӗ – 02, 102.
Ӑмӑр ҫанталӑкра кӑмпа нумай тухать. Анчах вӑрмана кайсан асӑрханулӑх пирки манмалла мар. Кӑмпана кайса ҫухалса кайни пирки шӑнкӑравсем килме пуҫланӑ.
Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, вӑрманта ҫынсем ҫухалнӑ. Кун пирки вӗсем ҫӑлавҫӑсене пӗлтернӗ.
Ҫав кун Атӑл леш енче Астраханка кӳлли патӗнче виҫӗ ҫын ҫӗтсе кайнӑ. Икӗ хӗрарӑмпа пӗр арҫын кӑмпа татма кайнӑ, анчах каялла килме ҫул тупайман.
Ҫӑлавҫӑсем вӗсене шырама кайнӑ. Вӗсем ҫитиччен лешсем хӑйсемех ҫул ҫине тухнӑ, машини патне ҫитнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансем халӑх тетелӗсенче 7 ҫулти арҫын ача ҫухални пирки хыпар сарнӑ. Ача – Ҫӗнӗ Шупашкартан.
Арҫын ача 17 сехетре ҫухалнӑ, амӑшӗ кун пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ. Пӗчӗкскере Самарти патрульпе пост служби ӗҫченӗсем вокзалта асӑрханӑ. Мӗнле ҫитнӗ-ха вӑл унта? Ачан автобуспа ярӑнас килнӗ-мӗн. Вӑл транспорта ларса урӑх хулана кайнӑ.
Пӗчӗкскере киле тӗрӗс-тӗкелех илсе ҫитернӗ. Палӑртмалла: ача унччен те килтен тухса кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Владимир Счетчиков утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сосновкӑна пулла кайнӑ. Анчах вӑл килне таврӑнман. Ӑна тупнӑ. Шел те, вӑл чӗрӗ мар,шывра путнӑ.
63 ҫулти арҫынна нумай шыранӑ. Унта ҫӑлавҫӑсем те, нимеҫӗсем те хутшӑннӑ. Унӑн телефонӗ юлашки хутчен ирхи 5 сехетре ҫутӑ пулни паллӑ.
Арҫын виллине утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ишекен судно айне пулса вилнӗ. Халӗ Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе процессуаллӑ тӗрӗслев ирттерет.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 15 ҫулти хӗре ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ. Софья Бараева килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Хӗре тупнӑ. Вӑл чӗрӗ-сывах. Вӑл килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн Шупашкара ҫитнӗ. Унтан Хусана тухса кайнӑ. Софья унта тусӗсем патӗнче пураннӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, хӗре хур кӑтартнӑ паллӑсем ҫук. Ӑна киле ашшӗ-амӑшӗ патне илсе ҫитернӗ.
Аса илтерер: 15-ри хӗр ҫухалнӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Ӑна чарса лартнӑ.
Ҫӗмӗрлере 15 ҫулти хӗрача ҫухални пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ӑна халӗ те тупайман.
Аса илтерер: Софья Дмитриевна Бараева ҫӗртме уйӑхӗн варринче ҫухалнӑ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулинче, килӗнчен, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет хыҫҫӑн тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулни халӗ те паллӑ мар.
Хӗрачана полицейскисем шыраҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Амӑшӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Софья Шупашкарта пулма пултарать.
Ҫӗмӗрлере 15 ҫулти хӗрачана шыраҫҫӗ. Бараева Софья Дмитриевна ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле килтен тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.
Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл хӗрӗ патне шӑнкӑравланӑ, анчах телефонӗ унӑн сӳннӗ. Софьйӑн ҫывӑх тусӗ те вӑл ӑҫта пулнине пӗлмест.
Тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Ҫухалнӑ кунхине хӗр тӗттӗм джинс шӑлавар, хура кроссовка, ҫутӑ кӑвак джинс куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Софья 172 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ.
Софья пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан 89278689958, 89030654743 номерсемпе шӑнкаравласа пӗлтерӗр. Е полицие шӑнкӑравлама пулать.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан Яковлева Елизавета Леонидвнӑна ҫу уйӑхӗн 180-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ. 64 ҫулти хӗрарӑм ӑҫталла тухса кайни паллӑ мар.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм 156 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ (ӑна сӑрланӑ), куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ. Тухса кайнӑ кун вӑл ҫутӑ кӗрен тӗслӗ куртка, тӗттӗм джинс шӑлавар тӗттӗм кӑвак тапочка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Эсир ҫак хӗрарӑма курнӑ-и? Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр-и? Апла 8(800)700-54-52 е 112 (Роман), 89053435033 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнче 9 ҫулти арҫын ачана шыранӑ. Вӑл асламӑшӗпе (е кукамӑшӗпе) ҫӑва ҫине кайнӑ. Лешӗ вилтӑприне майланӑ вӑхӑтра арҫын ача вӑрман еннелле утнӑ та утнӑ.
Ачча ялӗ ҫӑви ҫинче пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки Канаш районӗнчи ШӖМе пӗлтернӗ. Полицейскисем вырӑна пӗр тӑхтамасӑр ҫитнӗ. Районти пай пуҫлӑхӗ Александр Шакшин та пӗрле пулнӑ.
Персей ятлӑ нимӗҫ овчарки ача йӗрне ҫӑва ҫинчи сак патӗнче тупнӑ та ӑна малалла йӗрленӗ. Михаил Андриянов кинолог ун хыҫҫӑн пынӑ.
Арҫын ача 1 ҫухрӑм ҫурӑ кайма ӗлкӗрнӗ. 9-ти ача шывлӑ вырӑна лекнӗ, пилӗкӗ таран шурлӑхра тӑнӑ. Унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта ӑс-тӑн енчен чирлӗ арҫын килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Тӑванӗсем ӑна шырама тытӑннӑ, пулӑшу ыйтнӑ.
Вӗсем ҫухалнӑ арҫынна пульницӑсене шӑнкӑравласан тупнӑ. Тӑванӗсем ӑна илме пульницӑна кайнӑ, анчах вӗсем ҫитнӗ тӗле лешӗ каллех ҫухалнӑ. Арҫын йышӑну уйрӑмӗнчен тухса кайнӑ, ӑна никам та чарман.
Хайхискер ҫӳхе тӑхӑннӑ пулнӑ, урамра вара каҫхине 3 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑнӑ. Ӑна ҫур ҫӗр иртсен ҫеҫ тупнӑ. Вӑл Шупашкарти пӗр картишре кӗтесе йӑпшӑнса ларнӑ. Сивӗ ҫанталӑкра ҫӳхе тӑхӑннӑскер шӑнса кайнӑ, хӑй вара ӑҫталла каймаллине пӗлмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |