Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Эльвира Филиппова ҫухалнӑ. Вӑл нумаях пулмасть, ҫурлан 30-мӗшӗнче, килтен тухса кайнӑ.
Упӑшки пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм «Альцгеймер чирӗпе», ӑс-тӑн арпашӑннипе, аптӑрать. Эльвира Филиппова Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Новинское» сад юлташлӑхӗнчен ҫав кун 11 сехетре тухса кайнӑ. Ку таранччен унран хыпар ҫук.
Упӑшки арӑмӗ ҫухалнӑшӑн питӗ кулянать. Ним тума аптӑранӑ енне арҫын чикансенчен пулӑшу ыйтма кайнӑ-мӗн. Лешсем карт пӑхнӑ: хӗрарӑм чӗрех-мӗн. Чикансем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл темӗнле пӳлӗмрен тухаймасть имӗш.
Ҫак хӗрарама курнисене 8-917-672-37-05 е 02 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан 14 ҫулти Анна Макаренкӑна шырани пирки хыпар вырнаҫтарнӑ. Хӗрача ҫурлан 27-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Паллах, ашшӗ-амӑшӗ кулянса ӳкнӗ, ӑна пӗр тӑхтамасӑр шырама пуҫланӑ. Юрать-ха, хӗрачана виҫӗ кунран шыраса тупнӑ. Вӑл Шупашкарта пулнӑ иккен.
Хӗрача патне амӑшӗ тата тӑван мар ашшӗ Шупашкарти полицин ҫул ҫитменнисен пӳлӗмне килнӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана вӑрҫман. Аня Чӗмпӗрти вокзалта билет туяннине камера ӳкерме илнӗ. Вӑл унта каччӑпа пулнӑ.
Хӗрачана шыраса тупма телефон та пулӑшнӑ. Вӑл амӑшӗн телефонне илсе ҫула тухнӑ, симка лартнӑ. Телефонӑн курупки ҫинчи кодпа вӑл ӑҫтине тӳрех шыраса тупнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑма шыраҫҫӗ. 32 ҫулти Ольга Лаврентьева килтен ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа тӑванӗсем вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ.
Ольга Сергеевна Лаврентьева 164 сантиметр ҫӳллӗш, кӑвак куҫлӑ, тӗттӗм ҫӳҫлӗ. Хӗрарӑм киле виҫӗ эрне килсе курӑнман. Тӑванӗсем пӑшӑрханаҫҫӗ, ӑна тупмашкӑн пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Эсир ҫак хӗрарӑм пирки мӗн те пулин пӗлетӗр, ӑна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе пӗр тӑхтамасӑр шӑнкӑравлӑр: (8352) 39-40-94 или 102..
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Инна Емельянова упӑшкипе ывӑлне шырать. Лешсем шапаша кайнӑ та ҫухалнӑ.
44 ҫулти Андрей тата 22-ри Яков Калининграда ӗҫлеме кайнӑ. Унта вӗсем утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Малтанах ашшӗпе ывӑлӗ хваттер тара тытнӑ, анчах кайран, укҫи-тенки пӗтсе ҫитсен, палаткӑра пурӑнкаланӑ.
Амӑшӗ ывӑлӗпе юлашки хутчен ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче калаҫнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫав кунранпа мӑшӑрӗн телефонӗ сӳннӗ.
Инна Емельянова тӑванӗсене тупмашкӑн пулӑшу ыйтать. Тен, эсир мӗн те пулин пӗлетӗр вӗсем пирки? Апла Инна патне шӑнкӑравлӑр: 8-919-971-64-77.
Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти хӗр пирки тӑванӗсем темиҫе кун нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Гасанова Эльнара Эльшановна утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Хӗрӗн тӑванӗсем «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Эльнара киле пиллӗкмӗш кун таврӑнманни вӗсене пӑшӑрхантарать.
Пике 160 сантиметр ҫӳллӗш, хура ҫӳҫлӗ, куҫӗ кӑвак. Юлашки хутчен килтен тухса кайнӑ чухне Эльнара джинсовка, хура комбинезон, шурӑ кроссовкӑ тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫак хӗр пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 8 (800) 700 - 54 - 52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Утӑ уйахӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Якимов урамӗнче вырнаҫнӑ 4-мӗш юсанмалли колонирен айӑпланнӑ арҫын тухса тарнӑ. 41 ҫултискер тарни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ, йӗрке хуралҫисем ӑна шыранӑ.
Айӑпланнӑ арҫынна ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта тытса чарнӑ. Унччен пӗрре те айӑпланман арҫын монтажникре Мускав хулинче ӗҫленӗ. Унӑн пӗр ача пур.
Хайхискере Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче 10 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Унӑн 2023 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче ирӗке тухмалла пулнӑ. Ӑна ҫаратнӑшӑн, ҫыннӑн паспортне е ытти пӗлтерӗшлӗ документа вӑрланӑшӑн, ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпланӑ.
Чӑваш Енре ватӑ хӗрарӑм вӑрманта ҫухалса кайнӑ. Вӑл икӗ талӑк шывсӑр, апатсӑр пурӑннӑ. Юрать, ватӑскере тупнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарлать.
Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑмӑн тӑванӗсем полицие ҫитнӗ. Вӗсем пӗччен пурӑнакан ватӑ килте ҫуккине асӑрханӑ та пӑшӑрханса ӳкнӗ. Кӗсье телефонне вара вӑл килте хӑварнӑ.
Полицейскисем кӳршисенчен ыйтса пӗлнӗ. Ватӑ хӗрарӑм килӗнчен утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑрмана милӗк хуҫма кайнӑ-мӗн. Унтанпа вӑл килте курӑнман. Ҫитменнине, ҫав кунсенче ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ, ҫумӑр ҫунӑ.
Кинемее икӗ сехетрен ҫултан икӗ ҫухрӑмра тупнӑ. Халтан кайнӑскере наҫилккапа йӑтса тухнӑ. Кайран ӑна тухтӑрсем пулӑшу панӑ.
Кӳршӗ республикӑра Йошкар-Ола хулинче пурӑнакан Яшметов Андрей Сергеевич Шупашкар хулине автостоп мелӗпе кайма тухнӑ та ҫухалнӑ. Вӑл ҫӗртмен 28-мӗшӗнченпе телефонне тытмасть. Амӑшӗ пӑшӑрханса ӳкнӗ, полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Андрей амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ та машина тытса Шупашкар еннелле кайнине пӗлтернӗ. Унтанпа 20 ҫулти каччӑран хыпар ҫук. Вӑл килӗнчен икӗ эрне каялла тухса кайнӑ.
Яшметов Андрей 175 сантиметр ҫӳллӗш, хыткан кӗлеткеллӗ. Ҫӳҫӗ тӗттӗм, кӗске. Вӑл куҫлӑх тӑхӑнма пултарнӑ. Килтен кайнӑ чухне джинс шӑлавар, тӗттӗм кофта, хура карттус, ботинка тухӑннӑ пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти нимеҫӗсем тивӗҫлӗ канури ватӑ ҫынна тупма пулӑшнӑ. Ку «Лиза Алерт» историйӗнче ҫынна чи хӑвӑрт шыраса тупнӑ тӗслӗх пулнӑ.
Ҫак старик икӗ ҫул каялла та ҫухалнӑ пулнӑ. Ӑс-тӑнран хавшакскер ӑҫталла тухса утнине пӗлмест. Хальхинче вӑл килӗнче 12 сехет курӑнман. Ял тавра – уй-хир, йывӑҫ-тӗмпе хупланнӑ икӗ тарӑн ҫырма.
Ватӑ ҫынна ҫӗрле, 2 сехетре, шырама тытӑннӑ. Нимеҫӗсенчен чылайӑшӗн ирхине ӗҫе каймалла пулнӑ, анчах вӗсем ҫакна пӑхса тӑман. 2 сехет 54 минутра пӗри уйра ҫын кӗлеткин ӗмӗлкине асӑрханӑ. Вӑл шӑпах ҫав старик пулнӑ.
Ватӑ ҫын шӑнса кӳтнӗ, вӑйран кайнӑ. Ҫапах хӑй ним ӑнланмасӑр таҫталла утнӑ. Ватӑ арҫынна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем пулӑшнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта полицейскисем ҫухалнӑ икӗ ачана шыранӑ. Юрать, ку пӑтӑрмах лайӑххипе вӗҫленнӗ – вӗсене тупнӑ, чӗрӗ-сывах.
Кӑнтӑрла ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче хӗрача ҫухалнӑ. Вӑл килтен телефонне илмесӗрех тухса кайнӑ. Хӗрачана опекун воспитани парать. Вӑл полицейскисен куҫӗ тӗлне унччен те леккеленӗ-ха. Хӗрачана ӗнере общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче тупнӑ.
Ҫак кунах кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче 8 ҫулти арҫын ачана шыранӑ. 16 сехетре Матэ Залка урамӗнче ача ҫухални пирки халӑх тетелӗсенче хыпар сарӑлнӑ. Ӑна та ӗнерех тупнӑ. Вӑл тусӗ патӗнче хӑнара ларнӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |