Шупашкарти полицейскисем 14 ҫулти хӗрачана шыраҫҫӗ. Надежда Столярова ҫухалнӑранпа вӑхӑт самаях иртнӗ. Ӑна 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе курман.
Надежда Столярова Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрӗнчен хӑй тӗллӗн туха тарнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача ӑҫта пулине халӗ те пӗлмеҫҫӗ.
Надежда Столярова 16 ҫулти пек курӑнать. Вӑл 160 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ тӗттӗм, хулпуҫҫи таран. Вӑл кӗрен куртка, кӑвак джинс тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӗрачана курсанах ШӖМе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче пурӑнакан Людмила Егоровна Спиридоновӑна тахҫантанпах шыраҫҫӗ. Ӑна юлашки хутчен ял ҫывӑхӗнчи ЯХПК патӗнче 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче курнӑ. Унтанпа вӑл киле таврӑнман.
Людмила Егоровна 1952 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 165 сантиметр ҫӳллӗш. Хӑй туллирех, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Унӑн уйрӑмлӑх палли те пур: сӑмси ҫинче ҫӗвӗ йӗрри курӑнать.
Людмила Егоровна килтен тухса кайнӑ чухне тӗттӗм хура тӗслӗ куртка, хура тӗслӗ резин атӑ тӑхӑннӑ, сарӑ тутӑр ҫыхнӑ пулнӑ.
Людмила Спиридоновӑна куракансене ШӖМе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (83548) 2-11-15.
Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Москакассинчи Дмитрий Гаврилов, 14 ҫулти шкул ачи, ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Телее, вӑл тупӑннӑ.
Халӗ республикӑра 13 ҫулти Виктория Березкинӑна шыраҫҫӗ. Вӑл, Шупашкарта пурӑнаканскер, шкула кайма тухнӑ та киле таврӑнман. Ӑна полицейскисем, тӑванӗсем шыраҫҫӗ.
Викторийӑна юлашки хутчен кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче кӑнтӑрла курнӑ. Вӑл шкулалла утнӑ.
Вика 13-ре кӑна пулсан та 15–16 ҫулсенчи пек курӑнать. Унӑн ҫӳҫӗ — хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ. Вӑл кӑвак куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача класри тепӗр тусӗн ушкӑнӗнче пулнӑ. Вика кӳршӗ республикӑра пулма пултарни пирки верси пур.
Вика Березкинӑна куракансене -- -- -- е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫул ҫитмен ҫамрӑка шыраҫҫӗ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Юлашки хутчен ӑна 21 сехетре «Илем» кафе патӗнче курнӑ.
Дмитрий Гаврилов – 14 ҫулта. Вӑл Муркаш районӗнчи Москакассинче пурӑнать. Нумаях пулмасть Дима амӑшӗпе ҫапӑҫса кайнӑ-мӗн. Ывӑлӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи каникул хыҫҫӑн уроксене сиктернӗшӗн аслисем ятланӑ.
Амӑшӗ Ирина Гаврилова каланӑ тӑрӑх, унччен вӑл килтен нихӑҫан та тухса кайман. Вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ял ҫумӗнче – федераци ҫулӗ. Амӑшӗ ывӑлӗ ӑҫта кайма пултарнине ӑнланмасть.
Полицейскисем Димӑна шырама тытӑннӑ. Вӑл хура-симӗс тӗслӗ куртка, хура калпак, джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна кам курнӑ – полицие шӑнкӑравлӑр.
Иркутск облаҫӗнче пурӑнакан Алена Юшинӑпа унӑн Улатӑр районӗнчи пиччӗшӗ Валерий Алешев ҫур ӗмӗр иртсен пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ.
Ҫемье пӑтӑрмахӗ ҫур ӗмӗр каялла Иркутск облаҫӗнче пулса иртнӗ. ...Алешевсен ҫемйине Кӑшарнинче йӗкӗреш килет. Анчах вӗсенчен пӗри, вӑл арҫын ача пулнӑ, тӳрех вилет. Хӗрача кӑна сывӑ юлать. Йӗкӗрешсене йывӑррӑн ҫуратнӑ хӗрарӑм, Валерий Алешев амӑшӗ, те кӗҫех куҫне хупать. Хӗрарӑмӑн упӑшки вӑл вӑхӑтра вӑрман хуралҫинче ӗҫленӗ. Тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ хӗр пӗрчӗкне ашшӗ ача ҫуртне вӑхӑтлӑха парать. Кӑштахран, вӑл ӳссен, ӑна каялла илес тенӗ. Анчах ҫулталӑкран арҫын вилет. Тӑлӑха юлнӑ виҫӗ арҫын ачана Патӑрьел районӗнчи тӑван асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-ши? Телесюжетра бабушка тенӗ) хӑй хӳттине илет. Хӗрачана ача ҫуртӗнчен илсе каяс тенӗ ҫӗре пӗчӗкскере такамсем усрава илсе ӗлкӗрнӗ.
Йӑмӑкне, Аленӑна, пиччӗшӗсем тупма тем пекех ӑнтӑлнӑ. Ҫак ӗмӗтпе Валерий Алешев ҫур ӗмӗр пурӑннӑ. Телекурав урлӑ та шыранӑ, йӑмӑкне шыракан статьясене Иркутск тӑрӑхӗнчи хаҫатсенче те пичетленӗ. Валерийӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Зоя Никитина та шырама пулӑшнӑ.
Нумаях пулмасть тӑвансем тӗл пулнӑ.
27 ҫулти Дмитрий Тюмерова раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен шыраҫҫӗ. Ҫав кун вӑл килтен урама тухнӑ та ҫухалнӑ.
Дмитрий Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни ялӗнчен. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул кунхине вӑл ирхине мунча хутма шыв йӑтнӑ. Кайран картишрен урама тухнӑ та ҫухалнӑ. Юлашки кунсенче вӑл хӑйне урӑхла тытнӑ: килте ларнӑ, сӑмах чӗнмен. Халӗ Дмитрие районӗпех шыраҫҫӗ, унӑн сӑнӳкерчӗкне ҫыпӑҫтарса тухнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ӑна кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче курнӑ.
Дмитрий хура калпак, хура куртка, тӗттӗм шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна куракансене тӑванӗсемпе ҫак номерсемпе ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ: 8-937-386-73-45, 8-937-386-73-46.
«Советская Чувашия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын хӑйӗн тӑван аппӑшне 50 ҫултан тупнӑ. Кӗркунне вӗҫӗнче вӑл «Жди меня» телекӑларӑмра хӑйӗн шӑпи пирки каласа кӑтартнӑ.
Валерий Алешин икӗ шӑллӗпе, ашшӗпе тата амӑшӗпе Иркутск облаҫӗнче пурӑннӑ. Ашшӗ Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ялӗнчен. Вӑл унта вӑрманпа ӗҫлеме килнӗ те ҫемье ҫавӑрнӑ. Валерий 9 ҫулта чухне ҫемьере йыш хушӑнмалла пулнӑ. Ҫут тӗнчене йӗкӗреш килмелле пулнӑ. Анчах амӑшӗ ача ҫуратнӑ чухне вилнӗ. Тин ҫуралнӑ ывӑлӗ те нумай сывлайман. Пӗчӗк хӗрачана вара, Алена ятлӑскере, ача ҫуртне панӑ.
Ҫулталакран ҫемье пуҫӗн Леонид Алешинӑн та чӗри тапма пӑрахнӑ. Тӑлӑха юлнӑ ачасене кукамӑшӗ Чӑваш Ене илсе килнӗ. Темиҫе ҫул иртсен Аленӑна шыраса тупма шухӑшланӑ.
Аленӑна вӗсем тахҫанах шыранӑ. Халӗ ав тупнӑ. Вӑл кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Канаша ҫитӗ. Валерий ӑна кӗтсе илӗ.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ватӑ хӗрарӑм чиркӗве кайнӑ та ҫухалнӑ. Людмила Арзамскинӑна тӑванӗсем шыраҫҫӗ.
Вӑл 76 ҫулта, Улатӑр хулинче пурӑнать. Мӑнукӗ Виктория Арзамскина каланӑ тӑрӑх, асламӑшӗ кӑнтӑрла чиркӗве тухса кайнӑ. Вӑл унччен пурӑннӑ ҫӗре — Ҫӗнтерӗвӗ: 40 ҫул урама — кайма пултарнӑ.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ватӑ хӗрарӑм унччен нихӑҫан та ҫухалман. Ку — пӗрремӗш хут. Тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем Людмила Арзамскинӑна шырама тытӑннӑ. Ӑна курнисене полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Пӑрачкавра пурӑнакан Вячеслав Анатольевич Малинин пулла авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна шыраҫҫӗ.
Ҫав кунранпа Вячеслав Малинина никам та курман. Вӑл ниҫта та куҫса кайма хатӗрленменни паллӑ. Пӗтӗм документа тата япаласене килте хӑварнӑ вӑл.
Арҫынна халӗ Раҫҫейри ытти регионта та шырама тытӑннӑ. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ хура, кӑштах шуралнӑ. Усси пур. Вӑл куртка, хура атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-835-36-2-69-40 тата 8-835-36-2-68-87.
Шупашкарта пурӑнакан Анатолий Дмитриевич Ухтеринова пӗр уйӑх шыраҫҫӗ. Николаев урамӗнче пурӑнаканскер килтен юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман.
Вӑл 75-80 ҫулсенчи пек курӑнать, ҫӳллӗшӗ – 150-155 сантиметр. Хӑй имшеркке, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Анатолий Дмитриевич хура сӑран карттус, камуфляж куртка, ҫутӑ кӑвак трико, тӗттӗм хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ӑна куракансене, вӑл ӑҫта пулнине пӗлекенсене 24-20-72 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |