Кӑмпа пуҫтармалли вӑхӑт ҫитрӗ. Чӑваш Енре пӗр хӗрарӑм вӑрмана кайсан киле таврӑнман.
Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче виҫӗ хӗрарӑм Атӑл леш енне — Йӑлӑма — кӑмпа татма кайнӑ. Ҫав кун вӗсенчен пӗри киле таврӑнман. Тӑванӗсем ӑна талӑкран тупнӑ, анчах кун пирки ҫӑлавҫӑсене пӗлтермен.
Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем вара хӗрарӑма малалла шыранӑ. Кӑлӑхах.
Хӗрарӑм ҫӗрӗпех вӑрманта пӗччен пулнӑ. Ӑна аппӑшӗпе тӑванӗсем шыраса тупнӑ. Кирлӗ ҫӗре кун пирки пӗлтерменрен ҫӑлавҫӑсем темиҫе сехет ахалех вӑрмана ухтарнӑ.
МЧС вӑрманта асӑрхануллӑ пулмалли пирки тепӗр хутчен аса илтерет. Унта кайнӑ чухне пӗрле шӑхлич, телефон илме сӗнеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 13 ҫулти Никита Флегонтов 7-мӗш класра вӗренет. Анчах арҫын ачан темшӗн шкула каяс килмен. Вӑл амӑшӗн аллинчен вӗҫерӗнсе тарнӑ.
Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ килтен пӗрре мар тухса кайнӑ. Хальхинче вӑл полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Авӑнӑн 3-мӗшӗнче арҫын ача шкула кайма хирӗҫленӗ, ҫавна май амӑшӗ ӑна унта ӑсатма шухӑшланӑ.
Ҫул ҫинче Никита вӗренес килменнине, шкулта япӑх пулнине, ӑна никам та ӑнланманнине каланӑ. Класс тӗлне ҫитсен арҫын ача алӑран вӗҫерӗнсе тарнӑ. Амӑшӗ – хыҫран, анчах хӑваласа ҫитеймен. Телефонӗ тата хваттер уҫси килте юлнӑ.
Амӑшӗ ывӑлӗ мӗншӗн хӑйне ҫапла тытнине ӑнланмасть. Килте йӑлтах йӗркеллӗ. Никитӑна курсан полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енре Тутар Республикинче пурӑнакан Эльвира Ефремовӑна шыраҫҫӗ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗр эрне каялла Ҫӗмӗрле каччи патне урапана ларнӑ та ҫухалнӑ.
Унччен хӗр нихӑҫан та ҫухалса ҫӳремен. Халӗ ӑна полицейскисем те шыраҫҫӗ. Тӑванӗсен шухӑшӗпе, ӑна Ҫӗмӗрле каччи вӑрланӑ. Лешӗ нумаях пулмасть Чечняран таврӑннӑ.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Эльвира патне «Лада» маркӑллӑ урапапа каччӑ килнӗ. Номерне пӑхсан вӑл Чӑваш Енрен пулни паллӑ. Кун хыҫҫӑн хӗр ҫыхӑнӑва тухман. Эльвира ҫурлан 27-мӗшӗнче ют ҫӗршыва канма кайма шухӑшланӑ пулнӑ. Путевкӑна ӑна амӑшӗ парнеленӗ.
Эльвира 22-ри Константинпа, Ҫӗмӗрлере пурӑнаканскерпе, халӑх тетелӗнче паллашнӑ. Икӗ уйӑх вӗсем ҫырӑннӑ, унтан тӗл пулма шухӑшланӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарти Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнчи чарӑнура пӗр арҫын ача 20-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса ларнӑ. Кондуктор вӑл пӗччен пынине асӑрхасан кун пирки полицие пӗлтернӗ.
12 сехет ҫурӑра арҫын ачана полицейскисем илсе кайнӑ. Арҫын ача троллейбуса лариччен, тен, ашшӗ-амӑшӗпе пулнӑ. Тен, аслисем ача троллейбуса ларнине асӑрхаса ӗлкӗреймен.
Халӗ арҫын ачан ашшӗ-амӑшне шыраҫҫӗ. Вӗсене пӗлекенсене Шупашкарти 1-мӗш полици уйрӑмне 62-00-02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи полици уйрӑмне 25 ҫулти каччӑ пынӑ, вӑл 78-ти аслашшӗ ҫухални пирки пӗлтернӗ. Ватӑ ҫын ӑсӗпе арпашӑнать-мӗн, хайхискер килтен тухса кайнӑ, ӑна никам та курман.
Ял халӑхӗ ватӑскер ирхине пӗве хӗррипе парк еннелле утнине курнӑ. Ку вӗсене сисчӗвлентермен. Ара, ватӑ ҫын унччен те ял тӑрӑх ҫӳренӗ.
Вӑл киле таврӑнмасан ӑна тӑванӗсем, полицейскисем кӑна мар, ял ҫыннисем те шырама тытӑннӑ. Ку хыпара вырӑнти хаҫата пӗлтернӗ, районти стендсем ҫине ҫакса тухнӑ. Полицейсем йытӑпах шырава тухнӑ.
Виҫӗ кунран старике 16-ри каччӑ, кӳршӗ ялта пурӑнаканскер, тупнӑ. Ватӑскер йывӑҫсен хушшинче пулнӑ, хӑй вӑйсӑрланнӑ. Ӑна тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Халӗ вӑл районти пульницӑра сывлӑхне ҫирӗплетет.
Марина Грудочкина, виҫӗ ача амӑшӗ, пӗр уйӑх каяллах ҫухалнӑ. Ҫӗмӗрлере пурӑнаканскер килтен ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Упӑшки Михаил каланӑ тӑрӑх, арӑмӗ унччен те 10-шар кунлӑха ҫухалнӑ. Юлашки хутчен вӑл пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче тухса кайнӑ. Анчах кайран таврӑннӑ вӑл. Хальхинче Михаил сисчӗвленнӗ. Ара, арӑмӗ пӗр уйӑх килсе курӑнмасть-ҫке-ха.
Маринӑна ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Ясное ялӗнче курнӑ. Унтанпа вӑл ӑҫта иккенне никам та пӗлмест. Телефонӗ сӳннӗ, ҫыхӑнӑва тухмасть.
Михаил каланӑ тӑрӑх, аслӑ хӗрӗ амӑшӗ юлташӗпе урапана ларнине курнӑ. Часах таврӑнассине пӗлтернӗ те ҫухалнӑ вӑл. «Пирӗн виҫӗ ача: икӗ хӗр тата пӗр ывӑл. Маринӑна пурте кӗтетпӗр, чӗрӗ пултӑр кӑна», - тенӗ Михаил.
Арӑмӗ ҫухални пирки Михаил йӗрке хуралне утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Марина пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 88319343608 номерпе шӑнкӑрлавлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта икӗ хӗр ҫухалнӑ. Иккӗшӗ те — пӗр вӑхӑтра. Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Анна Исаева тусӗпе Яна Шпачекпа уҫӑлма тухнӑ. Тепӗр кунхине тӑванӗсем иккӗшне те шырама пикеннӗ.
Анна Исаева — 17 ҫулта. Яна — 16-ра. Вӗсем шкулта пӗрле вӗренеҫҫӗ, туслӑ ҫӳреҫҫӗ. Хӗрсем киле килмен, телефонпа шӑнкӑравласан тытмаҫҫӗ, халӑх тетелӗнче ҫырусене хуравламаҫҫӗ. Тӑванӗсем ним тума пӗлменрен полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Аня хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ хыҫҫӑн тепӗр кунхине ҫухалнӑ. Урама ҫеҫ тухнӑ вӑл. Пӗррехинче Аня пӗр кунлӑха ҫухалнӑ. Ун чухне вӑл тусӗсемпе пулнӑ. Ҫак хӗрсене курнӑ ҫынсене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 70 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл иртнӗ канмалли кунсенче килтен тухса кайнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер психика чирӗпе аптӑрать.
Ывӑлӗ ҫывӑрнӑ вӑхӑтра ашшӗ Иван Беспалов хваттертен тухса тарнӑ. Ҫӑраҫҫине алӑк ҫинчех хӑварнӑ. Вӗсем Винокуров урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра пурӑнаҫҫӗ.
Ывӑлӗ тӳрех ашшӗне шырама чупнӑ. Ватӑскер психика тӗлӗшӗнчен сывах мар, хӑлхи илтмест. Хӑй кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ. Сухалӗ пур. Арҫыннӑн ӑс-тӑнӗ хавшак. Чылай вӑхӑт апат ҫимесен вӑл ҫынсене те, хӑйне те сӑтӑр кӳме пултарать. Ӑна курнисене 8-953-019-10-98 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта хула варринче хӗре тапӑннӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра инҫех мар икӗ каччӑ иртсе пынӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Каччӑсем хӗре ҫӑлнӑ. Йӗксӗк тарнӑ. Халӗ полицейскисем паттӑр каччӑсене те, йӗксӗке те шыраҫҫӗ.
Аса илтерер: ку ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 21 сехет те 40 минутра Ял хуҫалӑх академийӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Хӗре тапӑннӑ арҫыннӑн фотороботне хатӗрленӗ. Вӑл 25–30 ҫулсенчи пек курӑнать, 170–175 сантиметр ҫӳллӗш. Пуҫне бейсболка тӑхӑннӑ. Ӑна паллакансене, курнисене 62-05-91 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ӑсан Уҫӑпне (Осип Алексеев ҫыравҫа) паян Гремячево сали ҫывӑхӗнче курнӑ. Хӗрне те, полицине те пӗлтернӗ, анчах вӗсем унта ҫитнӗ ҫӗре ватӑ ҫын каллех ҫухалнӑ. Ыран ытларах йыш пухса ҫав тӑрӑха ҫитсе шырасшӑн. Сирӗн пулӑшас кӑмӑл пур пулсан тӑванӗсемпе ҫыхӑнма пултаратӑр: 89176589139 (Марина), 89876662061 (Наталия), 89276478573 (Александр).
Осип Алексеев Красноармейски районӗнчи Санькасси ялӗнче 1944 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, районти тата ытти хаҫатсенче ӗҫленӗ. 1985–2004 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ» тата «Ҫилҫунат» редакцийӗсенче вӑй хунӑ. Очерксем ҫырнипе ытларах палӑрнӑ. Унӑн тӗп кӗнекисем: «Чӑваш вӑрманӗ», «Ӑсан Уҫӑпӗ — сунарҫӑ», «Сатурн ҫинчи ӑсан», «Ӑсан Уҫӑпӗ сунарҫӑ курни-илтни» тата ыттисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |