Республикӑра
![]() Дмитрий Игнатьев Чӑваш Енре 16 ҫулти ҫамрӑка шыраҫҫӗ. Амӑшӗ Ольга Игнатьева пӗлтернӗ тӑрӑх, Дмитрий килтен уҫӑлма тухна та таврӑнман. Ку Канаш хулинче утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Полицейскисем, волонтерсем ӑна виҫӗ кун шыранӑ. Дима килтен 2-3 сехетлӗхе тухатӑп тесе кайнӑ. Унпа ун умӗн никам та вӑрҫӑнман. Унччен вӑл ун пек ҫухалса ҫӳремен. Ҫамрӑка хулара та, ун тулашӗнче те шыраҫҫӗ. Икӗ кинолог йытӑпа ӗҫлет. Шупашкартан, районсенчен волонтерсем килнӗ. Кӗҫех Мускавран пулӑшу ҫитмелле. Дмитрий Игнатьева кам та пулин курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 102 е 8 937 39 8339 (амӑшӗ Ольга Петровна Игнатьева). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |