Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шыравсем

Республикӑра

Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче пурӑнакан 79 ҫулти арҫын вӑрманта 2 талӑк ҫурӑ пулнӑ. Хайхискер ҫухалса кайнӑ. Ҫитменнине, вӑл сахӑр диабечӗпе аптӑрать.

Телее, ватӑскере тупнӑ, вӑл чӗрех. Ку чӑннипех те тӗлӗнтермӗш. Ара, ун чухне кӑнтӑрла 12 градус ӑшӑ, ҫӗрле 3 градус ӑшӑ ҫеҫ пулнӑ.

Арҫынна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыранӑ. Кинологсем те айккинче юлман: 2 йытӑ тата 6 ҫын шырама пикеннӗ. Ахаль ҫынсем те пулӑшма тӑрӑшнӑ.

Пӗр йытӑ арҫын йӗрне шӑршласа тупнӑ, анчах вӑл сукмак ҫинче татӑлса кайнӑ. Вӑхӑт шунӑ, ватӑскер вара ҫаплах тупӑнман. Пӗр каҫхине иртсе пыракан водитель ҫавнашкал ватӑ ҫынна курнине каланӑ. Ҫур сехетрен арҫынна тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/57273
 

Пӑтӑрмахсем

Елчӗкре хӗрача ҫухални пирки сайтра ӗнер хыпарланӑччӗ. Шел те, паян «Контактра» «Подслушано Яльчики» (чӑв. «Елчӗкре итленӗ») ушкӑнра хурӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ: Дана Сергеевна Черневӑн виллине тупнӑ.

Аса илтерер: Дана 2003 ҫулта Елчӗкре ҫухалнӑ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра килтен тухса кайнӑ, унтанпа ӑна тек никам та курман. Дана ун чухне хура сӑран куртка, хура футболка, хура джинс шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ.

Дана Черневӑна тӑванӗсем, тусӗсем, полици шыранӑ. Паян унӑн виллине тупнӑ. Хӗрача мӗншӗн вилнине хальлӗхе пӗлтермен, следовательсем ӗҫлеҫҫӗ, экспертизӑсем ирттереҫҫӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ушкӑнра ҫынсем тӑванӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтерсе ҫыраҫҫӗ. «Мӗн пулнӑ?» - тесе ыйтакансем пур, анчах хальлӗхе татӑклӑ хурав никам та параймасть.

 

Республикӑра

Республикӑри шырав отрячӗсем ҫулсеренех ЧР Элтеперӗн грантне тивӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал субсидисене камсем илнӗ-ха?

Шупашкарти 37-мӗш шкул «Ку вилнисене мар, чӗррисене кирлӗ» проектшӑн 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкул вӗренекенӗсем «Историе пӗрле ҫыратпӑр: Ҫар Мухтавӗн музейӗ» проект хатӗрленӗ. Куншӑн вӗсене те 100 пин тенкӗ грант панӑ.

Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗнчи ачасем те хастар: вӗсем те 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Ачасемпе вӗрентекенсем «Раҫҫейре паттӑр ҫитӗнтермен ҫемье ҫук» проект хатӗрленӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем «Чӗррисем, пире ан манӑр!» проектшӑн 75 пин тенкӗ илнӗ. «Студентсен канашӗ» «Георги хӑйӑвӗ» проектшӑн 75 пин тенке тивӗҫнӗ. «Хӗрлӗ мӑкӑнь» шырав пӗрлешӗвӗ «Манӑн ҫӗршыв паттӑрӗсем» проект ҫырса 75 пин тенкӗ илнӗ.

 

Республикӑра

Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑма икӗ эрне шыранӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ.

Ҫамрӑк хӗрарӑма ҫывӑх тӑванӗсем, юлташӗсем тата нимеҫӗсем шыранӑ, унӑн сӑнӳкерчӗкне, вӑл мӗнлерех пулнине халӑх тетелӗсенче вырнаҫтарнӑ.

Пӑшӑрханса ӳкнӗ тӑванӗсем хӗр ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Юрать, ҫухалнӑскер чӗрӗ-сывах тупӑннӑ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канашра пурӑнакан хӗрарӑм тупӑннӑ. Нимеҫӗсем те, шырав отрядӗнче тӑраканскерсем, вӑл тупӑннине пӗлтернӗ: «Тупӑннӑ. Чӗрӗ. Шырава хутшӑннисене пурне те тав», - тесе ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55916
 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан Авва Ильинична Ерженинӑна (Анисимова) тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. 80 ҫулти кинемей килтен кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсем те шыраҫҫӗ.

Кинемей 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, шуралнӑ ҫӳҫӗ кӗске. Килтен кайнӑ чухне Авва Ильинична хура куртка, хура сӑран атӑ, калпак тӑхӑннӑ пулнӑ, хӗрарӑм сумки йӑтнӑ.

Ҫак хӗрарӑма курнӑ пулсан «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав хастарӗсем шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: Светлана Сорокина инфорг - 89053435010.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54993
 

Республикӑра

«Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑма шырать. Марина Кондратьева кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, вырсарникун, килтен тухса кайнӑ та халӗ те таврӑнман.

Марина Александровна 162 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткелле. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, хулпуҫҫи таран. Килтен кайнӑ чухне вӑл ҫыхнӑ калпак, ҫутӑ хӑмӑр кӗске кӗрӗк, хура колготка, хура сӑран атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ.

Тен, эсир Марина Кондратьевӑна курнӑ е вӑл ӑҫта пулнине пӗлетӗр? Пӗр тӑхтамасӑр 112 номерпе шӑкӑравласа пӗлтерӗр.

 

Республикӑра

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Ольга Васильевна Краснова кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен ӗҫе тухса кайнӑ та тек таврӑнман. Хӗрарӑм хушӑран ӑс-тӑнӗпе арпашӑнма пултарать, ҫавна май хӑй ӑҫта пулнине пӗлмест.

Ольга Краснова килтен тухса кайнӑ чухне ҫыхнӑ калпак, тӗттӗм кӑвак куртка, хура атӑ, хура джинс шӑлавар тӑхӑннӑ, хӗрарӑмсен хура сумкине йӑтнӑ. Хӑй 165 сантиметр ҫуллӗш, ҫӳҫӗ хулпуҫҫи таран.

Ҫак хӗрарӑма курнӑ тӑк ҫак телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлӑр: Роман Коломийцев координатор 89053435033, Светлана Сорокина инфорг 89053435010.

 

Республикӑра

«Лиза Алерт» шырава ҫӑлав отрядне нимеҫӗсем кирлӗ. Ҫавна май кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче 16 сехетре Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра тӗлпулу иртет. Йӗркелӳҫӗсем отряд мӗнле пуҫланса кайнине, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, шыравсем мӗнле иртни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.

Нимеҫӗсем питӗ кирлӗ. Кашни ҫулах ачасем, ваттисем, ахаль ҫынсем ҫухалаҫҫӗ. Вӗсене тупмашкӑн ҫӑмӑл мар, ыттисем те айккинче юлмасан ӗҫ кал-кал кайӗ.

Нимеҫӗ пулмашкӑн ятарласа вӗренмелле мар. Чи кирли – пулӑшас туртӑм пулни. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрядне кӗрес килсен «Контактра» халӑх тетелӗнче вӗсен ушкӑнӗнче хӑвӑрӑн ят-шыва тата телефон номерне ҫырмалла.

Каласа хӑвармалла: «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ 2010 ҫулта йӗркеленнӗ.

 

Хулара

Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта 7 ҫулти арҫын ача ҫухалнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӳрех пӑшӑрханса ӳкнӗ, полицие пӗлтернӗ. Телее, ача чӗрӗ-сывах тупӑннӑ.

Кӑнтӑрла хыҫҫӑн арҫын ача урама тухнӑ, ытти чухне вӑл картишрех выляса ҫӳренӗ, инҫе кайман. Ашшӗ-амӑшӗ вӑл картишре курӑнма пӑрахнине асӑрханӑ, шӑнкӑравлас – ача телефонне илмен.

19 сехетре 1-мӗш полици участокӗн ӗҫченӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Ача ҫухални пирки халӑх тетелӗсенче те хыпар ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сарӑлнӑ. Полицейскисемпе пӗрле нимеҫӗсем, ытти ҫынсем картишре, подъездсенче ачана шыранӑ.

Ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен инспекторсем Елена Янорова тата Ольга Катякова хваттерсем тӑрӑх кайнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне тупнӑ та ачана. Хайхискер уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗн пӗлӗшӗсем патне хӑнана кӗме шутланӑ, хуҫисене ҫывӑх ҫыннисене кун пирки пӗлтернине каланӑ. Арҫын ача хӑнара ҫывӑрса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54552
 

Республикӑра

Нимеҫӗсем Улатӑрта пурӑнакан Кудашкина Елена Даниловнӑна шыраҫҫӗ. Улттӑмӗш кун ӗнтӗ унран сас-хура ҫук.

Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 60 ҫулти Елена Кудашкина килтен тухса кайнӑ та халӗ те таврӑнман. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, халӗ ӑна нимеҫӗсем шыраҫҫӗ. Вӗсем ыттисене те пулӑшма ыйтаҫҫӗ: тен, тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма кам та пулин курнӑ?

Елена Кудашкина 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Унӑн куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ – хура, кӑштах кӑвакарнӑ. Ҫак хӗрарӑм пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8-800-700-54-52.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54469
 

Страницӑсем: 1 ... 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, [24], 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, ... 38
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Ака, 01

1924
101
Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
69
Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1990
35
Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть