Шупашкарта Снежанна Князевӑна шыраҫҫӗ. Вӑл 20 ҫулта. Хӗр ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Хӗре «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӗсем каҫхине пухӑнаҫҫӗ. Ҫак адреспа пымалла: Хӗвеллӗ бульвар, 6-мӗш ҫурт. Вӑрманта ҫӳремелли тум тӑхӑнмалла. Ку ӗҫре ытти ҫынсем те айккинче юлмасса, пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Снежанна 165 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ симӗс тӗслӗ. Ӑна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (800) 700-54-52 е 112.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Эльмен урамӗнче пурӑнакан арҫын картишре ларакан машини ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. «Ауди 80» машинӑна «КамАЗ» маркӑллӑ манипуляторпа илсе кайнине палӑртнӑ. Унӑн номерӗсем те пулман.
Каярахпа йӗрке хуралҫисем ҫакна палӑртнӑ: машина Ишлей тӑкӑрлӑкӗнчи пӗр базӑра ларать. Эвакуаторӑн 47 ҫулти хуҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн та ҫавнашкал машина пур. Леш иномарки вара картишре чылай вӑхӑт ларнӑ, ҫавӑнпа вӑл хуҫасӑр тенӗ те ӑна илсе кайма шутланӑ, запчаҫ вырӑнне усӑ курма палӑртнӑ.
Машинӑна хуҫине тавӑрса парӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла Кӳкеҫре пурӑнакан 13 ҫулти чикан хӗрачин асламӑшӗ полицие пынӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн мӑнукӗ тӑванӗсем патӗнче Шупашкарта пулнӑ. Ҫав вӑхӑта ӑна палламан ҫын машинӑна лартса кайнӑ.
Полицейскисем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрача машинӑна хӑйӗн ирӗкӗпех ларнӑ. Ҫав каҫах автозапчаҫ лаккин сутуҫи Етӗрне районӗнчи шырав уйрӑмӗн пуҫлӑхне шӑнкӑрлавласа хыпар пӗлтернӗ: хӗрача такама кӗтсе тӑнӑ май телефонпа калаҫнӑ, килтен тарнине, Чӑваш Енрен тухса каяссине пӗлтернӗ.
Ҫывӑхри ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем лавккана часах ҫитнӗ. Чӑнах та ҫав хӗрача пулнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, арҫынпа тӗнче тетелӗнче пӗлтӗр паллашнӑ, ун патне урӑх региона хӑнана кайма пуҫтарӑннӑ-мӗн. Водитель вара хӗрачана шыранине пӗлнӗ, ҫавӑнпа ӑна Етӗрне районӗнчи Сӑрҫи ялӗ патӗнче антарса хӑварнӑ.
Кола ҫур утравӗнче, Баренц тинӗсӗнчи Кильдин утравӗнче иртекен шырав экспедицине Чӑваш Енри ҫамрӑксем те тухса кайнӑ.
Шыравҫӑсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Кильдин утравӗнче ҫапӑҫусем пулнӑ вырӑнсене тишкерӗҫ.
Мурманск облаҫӗнчи экспедицие Вырӑс географи обществипе Раҫҫейӗн Оборона министерствин Ҫурҫӗр флочӗ ирттерет. Экспедицие Раҫҫей географи обществин Чӑваш Енри уйрӑмӗ ҫумӗнче ӗҫлекен Экспедици отрячӗн ертӳҫи Дмитрий Алексеев ертсе пырать.
Шырав ӗҫне Вырӑс географи обществин шырав ушкӑнӗ, «Север» шырав пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗ, Мурманск облаҫӗн ҫар комиссариачӗн ӗҫченӗсем, Чӑваш телекуравӗн медиа-ушкӑнӗ, Ҫурҫӗр флочӗн ҫар ҫыннисем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Георгиевская лента» шырав отрячӗ, Чӑваш Республикин шырав отрячӗн ҫыннисем хутшӑнӗҫ.
Сӑр юханшывӗнче 25 ҫулти каччӑ виллине шыранине пӗлтернӗччӗ. Вӑл Ҫӗмӗрлере пурӑннӑ. Водолазсем унӑн виллине 3 кун шыранӑ.
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Сӑрта пляжра каччӑ путнине ҫынсем курнӑ. Вӗсем ҫийӗнчех ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑравланӑ. Анчах водолазсем унӑн виллине тупайман.
Путнӑскере тепӗр кун та шыранӑ. Каллех тупайман. Виҫӗ кунран тин, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, водолазсем унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, ӑна полицейскисене панӑ.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти пульницӑран пациент ҫухалнӑ. Вӑл неврологи уйрӑмӗнче сипленнӗ.
63 ҫулти арҫынна ҫав кун киле ямалла пулнӑ. Анчах 11-12 сехетсенче вӑл ҫуккине асӑрханӑ. Тӑванӗсем «Лиза Алерт» шырав отрядӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.
Арҫын психика тӗлӗшӗнчен сывах пулман, хӑй мӗн тунине ӑнланман. Пульница ҫумӗнче – вӑрман, ҫырма-ҫатра, никама кирлӗ мар дачӑсем. Ҫакӑ хӑратнӑ та тӑванӗсене, мӗншӗн тесен арҫын ӑҫта кайнине ӑнланмасть.
Арҫынна ҫур ҫӗр иртни 3 сехет те 45 минутра тупнӑ. Автопатруль ӑна Шупашкарта асӑрханӑ. Ӑна тухтӑрсем каялла ҫав пульницӑна илсе кайнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашра 18 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Вӑл 11 кун каялла килтен тухса кайнӑ. Унӑн хӑйӗнпе пӗрле ҫула тухмалли сумка пулнӑ.
Семенов Владимир Вячеславович – 2003 ҫулта ҫуралнӑскер. Вӑл килтен ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Каччӑ 169 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ.
Хӑйӗнпе пӗрле вӑл сумка йӑтнӑ. Владимир хӗрлӗ футболка, тӗттӗм кӑвак шорты, хура сандали тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан 8 800 700 54 52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Чӑваш Енре 35 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл Питӗртен Шупашкара килме тухнӑ та ҫухалнӑ. Хӑй вӑл – Комсомольски районӗнчи Тукай Мишертен.
Арҫын Питӗртен ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килме тухнӑ. Анчах паянхи кун та Шупашкара ҫитеймен. Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче вӑл аппӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ, Шупашкара ҫитсе пыни пирки пӗлтернӗ. Ҫавӑнтанпа унран сас-хура пулман.
Зайнуллин Рестем Минсаеетович 180 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хура, пичӗ тӑрӑхлӑ. Ҫухалнӑ кун кӑвак тӗслӗ спорт костюмӗ, калуш тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлсен 89603060411, 89278584734 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Пӗчченхыр ялӗнче 79 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл кӑмпа татма кайнӑ та таврӑнман. Тӑванӗсем ӑна 3 кун курман.
Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм кӑмпана утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче кайнӑ. Ҫӗрле тӑванӗсем вӑл таврӑнманнине кура ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хӗрарӑма «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыраҫҫӗ.
Игнатьева Валентина Филипповна 160 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ. Кӑмпана кайнӑ кун хӑмӑр куртка, ҫавӑн тӗслех шӑлавар тата хура атӑ тӑхӑннӑ, хура витре йӑтнӑ. Ӑна курнӑ тӑк 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта 35 ҫулти арҫынна икӗ кун шыранӑ. Вӑл психика тӗлӗшӗнчен сывах мар. Арҫын ҫухални пирки тӑванӗсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Кирпач Руслан Дмитриевич, 1985 ҫулта ҫуралнӑскер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирхи 8 сехет ҫурӑра килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Юлашки хутчен ӑна аэропорт ҫывӑхӗнче курнӑ.
Тӑванӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр, шизофренипе аптӑрать. Килтен кайнӑ чухне хӗрлӗ-кӑвак тӗслӗ футболка, хура шӑлавар, резина тапочка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Арҫынна тупнӑ. Вал вӑрманта икӗ ҫӗр каҫнӑ. Хайхискер эмелсене ӗҫмен-мӗн, тӑванӗсем парсан кӑларса ывӑтнӑ. Халӗ хӑйне лайахах туять. Ӑна психиатри пульницине илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |