Шупашкарта пӗр арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл пирӗн патри ҫын мар, кӳршӗ регионтан. Анчах тӑванӗсем пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Чӑваш Енре ҫухалнӑ.
Краснов Кузьма Константинович, 28 ҫултискер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мускавран Чӗмпӗр облаҫне таврӑннӑ. Пиччӗшӗ мӗн пӗлнине каласа кӑтартнӑ: тӑванӗ Шупашкарта автобусран аннӑ, киле ҫитмен. Вӗсем ун патне шӑнкӑравланӑ – сӳнсе ларнӑ. Тепӗр кунхине, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, тӑванӗсем Шупашкара килсе полицие кайнӑ, вӑл ҫухални пирки заявлени ҫырнӑ.
Кузьма Краснов 172 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке кӗлеткеллӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ҫухалнӑ кунхине хаки тӗслӗ ветровка, кӑвак джинс шӑлавар, кӑвак кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан, ун пирки мӗн те пулин пӗлсен полицие е пиччӗшӗ патне (89278241543) шӑнкӑравлӑр.
Канаш хулинче пурӑнакан ҫамрӑк арҫынна виҫӗ кун шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хасатарӗсем пӗлтереҫҫӗ.
27 ҫулти Алексей Геннадьевич Зайцев ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнченпе киле таврӑнман. Ӑна полици, тӑванӗсем, нимеҫӗсем шыраҫҫӗ.
Алексей ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳллӗ – 172 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ тӗттӗм, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ кун вӑл хура куртка, кӑвак джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Алексей пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 951-998-69-35 (Игорь Каспер) е 800) 700-54-52, 112.
Шупашкарта пурӑнакан Александрова Виктория Валерьевна ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 40 минутра килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл киле килмен. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, унччен хӗрӗ капла тухса кайман, ҫухалса ҫӳремен.
Хӗрӗ кайсан 3 сехет иртсенех хӗрарӑм полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Виктория килтен кайнӑ чухне симӗс куртка, хура лосина, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле рюкзак пулнӑ.
Хӗр 157 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Ӑна курнӑ тӑк 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Кӳршӗ республикӑра, Мари Элта, пуҫа вырнаҫман япала пулса иртнӗ. Паян кӑнтӑрла Йошкар-Олари Пепкелӗх центрӗнчен тин ҫуралнӑ ачана вӑрланӑ.
Хӗрача паян, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, кун ҫути курнӑ. Вӑл 48 сантиметр ҫӳллӗш ҫуралнӑ. Вӑрласа кайнӑ вӑхӑтра пепкене сирень тӗслӗ чечексем ӳкернӗ шурӑ распашонка тӑхӑнтартнӑ пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗ тӳрех икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ: ачана вӑрланӑшӑн тата тухтӑрсем тимлесе ҫитерейменшӗн. Ачана йӗрке хуралҫисемпе пӗрле «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем шыраҫҫӗ.
Шупашкарта ватӑ ҫынна шыраҫҫӗ. Ӑна тӑванӗсем ҫухатнӑ, арҫын килтен тухса кайсан таврӑнман.
Паян, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарти Миттов бульварӗнчи ҫурта пурӑнакан Леонид Тимофеевич Петров килтен тухса кайнӑ. Хӗрӗ Надежда каланӑ тӑрӑх, ашшӗ ӑс-тӑн енчен арпашӑнма, ҫавӑнпа ҫухалса кайма пултарать.
Леонид Тимофеевич 67 ҫулта, 177 сантиметр ҫӳллӗш, тӗркелӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Килтен кайнӑ чухне хура шӑлавар, хура куртка, хура пушмак тата карттус тӑхӑннӑ пулнӑ.
Арҫынна курнӑ тӑк 8 903 345 78 78, 02 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енре 16 ҫулти каччӑна виҫӗ эрне шыраҫҫӗ. Вӑл хӑй вӗренекен заведенийӗн общежитийӗнчен тухса кайнӑ та каялла таврӑнман.
Нелюбовский Дмитрий Владиленовича юлашки хутчен нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче курнӑ. Вӑл 12 сехет ҫурӑра Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн общежитийӗнчен тухса кайнӑ. Вӑл таврӑнман, Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫамрӑка Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем, полици, нимеҫӗсем, Росгварди шыраҫҫӗ. Дмитрий 168 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ кӑвак. Общежитирен кайнӑ чухне калпак, кӑвак куртка, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Анна Геннадьевна Артемьева нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ку таранччен те вӑл киле таврӑнман. Тӑванӗсем ӑна шырама тытӑннӑ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем те, полицейскисем те ӑна шыраҫҫӗ.
Ҫав кун Анна Артемьева хура куртка, кӑвак джинс шӑлавар, хура сӑран атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ, пӗрле хура пӗчӗк сумка йӑтма пултарнӑ.
Эсир ҫак 30 ҫулти хӗрарӑма курнӑ-и? Е ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр-и? Апла 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр. 89053435010 (Светлана Птица) номерпе те ҫыхӑнма пулать.
Шупашкарта пурӑнакан Андрей Николаевич Захарова тӑванӗсем пӗр уйӑха яхӑн курман. Вӑл сывлӑх енчен хавшак, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Арҫын ӑс-тӑн енчен арпашӑнса кайма пултарать.
47 ҫулти Андрей Захаров килтен кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл унччен ун пек вӑрахлӑха ҫухалса курман. Вӑл авланман, ачи-пӑчи ҫук,сусӑрскер ниҫта та ӗҫлемест.
Андрей Захаров 161 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хура ҫӳҫлӗ, куҫӗ хӑмӑр. Сулахай алӑ ҫинче якорь ӳкернӗ татуировка пур.
Ӑна курнӑ тӑк 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкаравлӑр.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, сывлӑх енчен хавшак каччӑ нарӑсӑн 4-мӗшӗнче килтен тухса кайни пирки, амӑшӗ, нимеҫӗсем тата полици ӑна шырани ҫинчен нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ¬¬. Амӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, 23-ри ывӑлӗ Шупашкара кайма пултарнӑ. Ҫамрӑка вара унта мар, пачах урӑх ҫӗрте тупнӑ.
Каччӑна 30 нимеҫӗ, 20 полицейски шыранӑ. Вӗсем вӑрмансенче, ҫырма-ҫатрара тӗплӗн шыранӑ. Ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, каччӑ чӗрӗ мар. Унӑн виллине нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ӗнер, 18 сехет ҫурӑра уйра тупнӑ.
Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал палли ҫук. Каччӑ уйра шӑнса вилнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти Сергеев Владимир Сергеевич нарӑсӑн 4-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Вӑл – чирлӗ, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Каччӑ ҫав кунранпа киле килмен. Амӑшӗ кулянать. Ара, унччен вӑл кун пек нумайлӑха ниҫта та кайман.
Владимирӑн телефонӗ сӳннӗ, ҫавӑнпа геолокаципе ӑна тупма ҫук. Амӑшӗ ывӑлӗ ӑҫта кайма пултарни пирки нумай пуҫ ватнӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх, Владимир Шупашкара кайма пултарнӑ.
Каччӑ 182 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ симӗс. Ӑна янахӗ ҫинчи суран йӗрӗпе те паласа илме пулать. Владимир куҫ тӗлне пулсан 8(800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |