Алтайра 83 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Вӑл Чӑваш Ене килме пултарнӑ. Ҫапла пӗлтерне Чӑваш митрополийӗн сайтӗнче.
Евдокия Захарова Алтай Республикинчи Турочак районӗнчи Лебедское ялӗнче пурӑнать. Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл килтен кайнӑ та таврӑнман. Ывӑлӗ пулӑшу ыйтать.
Ватӑ хӗрарӑм нерв тытӑмӗн чирӗпе аптӑрать, ҫавӑнпа вӑл тӑван тӑрӑхне, Чӑваш Ене, килме пултарнӑ. Евдокия Захарова имшер кӗлеткеллӗ, 150 сантиметр ҫӳллӗш. Тухса кайнӑ чухне хӗрлӗ куртка, хура атӑ тӑхӑннӑ, симӗс тутӑр ҫыхнӑ. Ӑна куракансене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (800) 700-54-52.