Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗнче (вӑл Трактор тӑвакансен культура керменӗнче вырнаҫнӑ) харӑсах икӗ мероприяти иртмелле. Юрлакан ушкӑнсем ҫав кун
«Хавхаланса юрлать чӗре» республикӑри фестиваль-конкурсра хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ, хореографи ушкӑнӗсем — «На Волге широкой…» (чӑв. Аслӑ Атӑл шывӗнче...) ятлинче. Мероприятие Халӑх пултарулӑхӗн центрне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ.
Фестивале 19 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти 33 ушкӑн хутшӑнмалла.
«Хавхаланса юрлать чӗре» республикӑри фестивальне юрлакан ушкӑнсене зонӑри тапхӑрпа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 30-мӗшӗччен суйланӑ. Унта 38 хор тата 41 вокал ансамблӗ хутшӑннӑ. Ҫавӑнта суйласа илни чи лайӑх ушкӑнсем гала-концертра куракана савӑнтарӗҫ.
Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑрккӑ пӗрремӗш хут иртет. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Мӗн кӑна ҫук-ши унта: теттесем, канихвет, мӑйӑр, типӗтнӗ улма-ҫырла…
Ярмӑрккӑри хӑш-пӗр тавара пирӗн патра курма ҫук. Чавыча, кижуч аминойӳҫексемпе, витаминсемпе пуян. Ӑна Камчаткӑра тата Сахалинра хатӗрлеҫҫӗ.
Ярмӑрккӑ 2008 ҫулта Удмурт Республикинче пӗрремӗш хут иртнӗ. 2014 ҫултанпа ӑна ытти регионта та ирттереҫҫӗ. Унта сутӑнакан тавар пирки нимӗнле иккӗленӳ те ҫук: пахалӑхӗ лайӑх.
Хӑйсен аллипе лукум, халва хатӗрлеҫҫӗ, вӗсене те ярмӑрккӑра сутаҫҫӗ. Ав тӗве ҫӑмӗнчен ҫӗленӗ тумтирсене Монголирен илсе килнӗ. Ярмӑрккӑ чӑн-чӑн уяв пекех иртет. Вӑл чӳкӗн 20-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Хула пуҫлӑхӗн ӗҫ укҫине пӗтермелле-и е ҫук-и? Шупашкарти депутатсем ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ, сасӑлав ирттернӗ. Кун пирки тин кӑна пӗлтернӗччӗ.
Ку ыйтӑва унччен халӑх итлевӗнче сӳтсе явнӑ ӗнтӗ. Хӑш-пӗр депутат интереслӗ сӗнӳсем панӑ. Вӗсенчен пӗри чӑннипех те хӑйне евӗрлӗ. Ӑна ыттисем шӳт вырӑнне йышӑннӑ-и е ҫук-и — калама хӗн. Нихӑш партие те кӗмен депутат Александр Андреев хула пуҫлӑхне кушак аҫине суйлама сӗннӗ.
Кунашкал практика АПШра пур ӗнтӗ. «Хула пуҫлӑхӗпе» паллашма нумай турист килет-мӗн. Тен, пирӗн те ҫапла тумалла? Ҫакнашкал ыйту панӑ Александр Андреев. «Акӑ манӑн ӗҫре Васька аҫа пур. Унпа пурте селфи ӳкерӗнеҫҫӗ. Ун чухне, иккӗленместӗп, эпир инвестици илӗртес енӗпе Раҫҫейре пӗрремӗш пулӑпӑр», — тенӗ вӑл.
Кулӑшла пулӗ те, анчах депутатсем хальлӗхе ку шухӑша пурнӑҫа кӗртме тӑхтанӑ. Вӗсем хула пуҫлӑхӗ тӳлевсӗр ӗҫлесси пирки йышӑну тунине пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн ларӑвӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫурт шӑпине сӳтсе явнӑ. Депутатсем ӑна Ҫамрӑксен театрне парас тесе пӗр саслӑн пулнӑ.
Кинотеатр 2014 ҫултанпа ӗҫлемест. Республика влаҫӗ ӑна ахаль лартасшӑн пулман, ҫавӑнпа аукциона тӑратнӑ. Анчах никам та ӑна илмен. Ун хыҫҫӑн ЧР Минстрсен Кабинечӗ ӑна хула балансӗ ҫине куҫарнӑ.
Малтанах мэри савӑнса кайнӑ темелле. Чиновниксем ҫак шухӑш патне ҫитнӗ: вӑл ҫамрӑксем валли хальхи пултарулӑх центрӗ пулӗ. Ӑна юсама, ҫӗнетме, ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ.
Анчах ӑна тытса тӑмашкӑн хула хыснинче укҫа тупӑнман. Юсама кӑна 70 миллион тенкӗ кирлӗ. Хатӗр-хӗтӗр туянма вара – 50 миллион тенкӗ. Ҫавна май ҫурта республика шучӗ ҫине тавӑрма шухӑшланӑ. Малашне унта Ҫамрӑксен театрӗ пулӗ.
Раҫҫейри биатлонистсен пӗрлӗхӗ пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене хутшӑнакан спортсменсене ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ. Ку чыса камсем тивӗҫнӗ-ха?
Йыша Мускаври политехника институчӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗренекен Татьяна Акимова та кӗнӗ. Тӗменри тренировкӑра вӑл спринт чупса финиша иккӗмӗш ҫитнӗ.
Пӗтӗм тӗнчери биатлонистсен пӗрлӗхӗ Татьяа Акимова сезонра чи лайӑх ҫын тесе йышӑннӑ. Пӗрлӗхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн чӳкӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 3-мӗшӗччен кӗрешӗҫ. Тӗнче кубокӗ Швецире ҫав тапхӑртах иртӗ, анчах пӗр кун маларах вӗҫленӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарти ликерпа водка савутӗнче 100-е яхӑн ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлӗ. Вӗсене ун пирки хут тыттарнӑ та ӗнтӗ.
Шупашкарти эрех савутӗнче чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 86 ҫын юлашки кун ӗҫлӗҫ. Йышра — 51 хӗрарӑм, 11 пенсионер, 6 — ҫамрӑк. Ӗҫпе тивӗҫтерекен Шупашкарти центрта вӗсене вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме шантарнӑ май ним хӑрушши те ҫуккине пӗлтернӗ.
Маларах, Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче самайӑн ӗҫсӗр юлчӗҫ.
Республикӑри пысӑк предприятисенчен пӗрне, Шупашкарти ликерпа водка савутне, чӑваш Енӗн парламенчӗн депутачӗ, «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) парти пайташӗ Олег Мешковнумаях пулмасть туяннӑ. «Букет Чувашии» сӑра савучӗн хуҫи пулнисӗр пуҫне вӑл эрех савутне те илнӗ.
Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ аварирен тарнӑ. Инкекӗ чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех пулнӑ-ха.
«ZaRulem.ws» автопортал хыпарланӑ тӑрӑх, В002ТА 21 номерлӗ Volkswagen Touareg машинӑна тытса пыракан 41 ҫулхи водитель пӑрлӑ ҫумӑрлӑ хыҫҫӑн якалса ларнӑ ҫулпа пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӗҫтерсе пынӑ чухне малтан троллейбус, унтан Renault Fluence ҫине пырса кӗнӗ. Ҫӑмӑл машинӑри пассажира суранланнӑ тесе пульницӑна ӑсатнӑ. Анчах тухтӑрсем хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑм таса сывах пулнине палӑртнӑ.
Инкеке курнисем каланӑ тӑрӑх, «Туарега» водителӗ пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тапса сикнӗ, анчах ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитнӗ тата темиҫе шӑнкӑрав хыҫҫӑн ӑна тупса палӑртнӑ. Асӑрханусӑр машина хуҫи Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Юрий Борисов пулнӑ.
Шупашкар хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва республикӑн тӗп хулинчи депутатсем ӗнер иртнӗ ларура татса панӑ. Тӳлевсӗр ӗҫлеттерме хирӗҫ пулнисем иккӗн кӑна тупӑннӑ: Анатолий Игумнов экс-мэр тата Константин Степанов либерал-демократ.
Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн Председателӗ — хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ хыҫҫӑн хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттермелли пирки сӑмах тухнӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче шупашкарсем хула пуҫлӑхне укҫалла е укҫасӑр тар тӑктарассине халӑхпа сӳтсе явма пухӑннӑччӗ. Унта тӗрлӗ шухӑш сисӗннӗччӗ. Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов, сӑмахран, ӗҫлекен ҫынна тӳлемеллине палӑртнӑччӗ. Пухӑва ертсе пыракан Николай Владимиров депутат хӑйӗнпе килӗшменнине кура либерал-демократ тарӑхса тухса кайнӑччӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Кузин малтан тӳлес шухӑшлӑ пулнине пӑхмасӑрах урӑхларах калаҫнӑ май, «ӗҫтешсемпе сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн» урӑхларах пӗтӗмлетӳ тунине пӗлтернӗччӗ.
Хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне халӗ Ирина Клементьева депутат пурнӑҫлать.
Шупашкарти пичет ҫуртӗнчи ӗнерхи, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи, пушар пируса пула тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, кӑнтӑрла иртни 3 сехетре Пичет ҫуртӗнче пушар сигнализацийӗ янӑраса кайнӑ. Вӑл кӑшкӑрма тытӑниччен ҫынсем тӗтӗм шӑршине туйнӑ-ха, анчах мӗн пулнине чухлайман. Пичет ҫуртӗнчи ҫынсене пурне те урама кӑларнӑ. 1-мӗшпе 2-мӗш хутсенче тӗтӗм самаях вӑйлӑ йӑсӑрланнӑ. Пушар «Чӑваш Ен» типографири макулатура складӗнчен тухнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ, ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Инкек вырӑнӗнче тӑхӑр техника ӗҫленӗ. Ҫулӑм шалти стенасене тата унти оборудованирен хут пусӑрӑнтармалли преса сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн Пичет ҫуртӗнчисем малалла ӗҫленӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Транспорт министерствин ӗҫченӗсене тата Шупашкарти аэропорт ертӳлӗхне критикленӗ. Йӑлтах – пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне Боинг самолет хулара анса ларсан полосаран тухса кайнине пула. Ун чухне яваплӑ ҫынсем тивӗҫлипе тата хӑвӑрт ӗҫлеменшӗн Михаил Васильевич кӑмӑлсӑрланнӑ.
Самолетри ҫынсем салонра 2 сехет ларнӑ. Турех трап илсе килме никам та шухӑшламан, самолета туртса кӑларма хӑтланнӑ. Михаил Игнатьев вара самолет полосаран тухса кайни пирки ҫийӗнчех пӗлмен. Тӗрӗссипе, ӑна ун пирки тӳрех хыпарламан. Ҫакӑншӑн та кӑмӑлсӑрланнӑ вӑл.
Транспорт министрӗ Михаил Резников каланӑ тӑрӑх, аэропортри полосана ятарлӑ хутӑшпа сапнӑ. Унта Питӗртен килнӗ самолет ӑнӑҫлах анса ларнӑ. Унтан Боинг килнӗ, анчах ун умӗн полосана сапса ӗлкӗреймен-мӗн. Ҫапла 184 ҫын салонра 2 сехет ларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |