Миҫе хутчен асӑрхаттараҫҫӗ ӗнтӗ: чӳрече уҫӑ чухне е москитлӑ сетка карсан пӗчӗк ачана пӗччен ан хӑварӑр! Шупашкарта шӑпӑрлан ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ.
Юрать, суранланнӑ ҫеҫ вӑл. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем пульница илсе кайнӑ.
Ку пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 23 сехетре пулнӑ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службине хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хайхискер хваттерне кӗреймест-мӗн. Алӑка шалтан питӗрнӗ, унта вара ача пӗчченех.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ, алӑка ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Анчах хваттерте никам та пулман. 5 ҫулти арҫын ачан 3-мӗш хутран чӳречерен ӳкнӗ.
Шупашкарта маунтинбайк центрӗ уҫӑлсан Раҫҫей чемпионачӗ старт илнӗ. Спортсменсем кросс-кантри дисциплинӑра ӑмӑртнӑ.
Чӑваш велочупуҫи Ирина Калентьева, Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, чемпион ятне 13-мӗш хут тивӗҫнӗ. Ирина Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисен призерӗ те.
Спортсменка Чӑвашра маунтинбайк центрӗ уҫӑлнӑшӑн савӑнать. Унччен вӗсем путвалта тренировкӑсем ирттернӗ.
Хӗрарӑмсен «элитинче» 19 спортсменка тупӑшнӑ. Пирвайхи 150 метрта ҫеҫ пурте пӗр тан пынӑ. Кайран Ирина Калентьева мала кайнӑ. Вӑл 5 ҫаврӑма 1 сехет те 17 минутра парӑнтарнӑ. Финиша пуринчен те малтан, самай маларах, ҫитнӗ.
Арҫынсен йышӗнче вара Тимофей Иванов пӗрремӗш пулнӑ. Тупӑшу вӗҫленнӗ кӑна — Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ Раҫҫей спортсменӗсене Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панине пӗлнӗ. Мӗн тери савӑнӑҫ пулнӑ ку вӗсемшӗн.
Олимпиадӑра кросс-кантри дисциплинӑра хӗрарӑмсем – ҫурлан 20-мӗшӗнче, арҫынсем 21-мӗшӗнче тупӑшӗҫ.
Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ тенӗ ваттисем. Шупашкарти 2-мӗш пуҫламӑш шкул: «Укҫа хӗсӗк, ҫитсе пымасть», — тесе ларас вырӑнне шкулсенчи инноваци проекчӗсене аталантарма федераци хыснинчен паракан «кӗмӗле» ҫӗнсе илессишӗн конкурса хутшӑннӑ.
Хутсем хатӗрлесе чӑрманни сая кайман: «Вӗренӳри стартап» лотпа ҫӗнтернӗ. Заявкӑсем нумай пулнӑ — пурӗ 117. Анчах конкурса 84-шне кӑна йышӑннӑ.
Шупашкарти 2-мӗш шкул та, каларӑмӑр ӗнтӗ, телейлисен шутне лекнӗ. Вӗренӳ учрежденийӗн директорӗ Алевтина Димитриева федераци хыснинчен тивӗҫекен 1,8 миллион тенке педагогсен квалификацине ӳстерме, ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ валли навигатор хатӗрлеме, вӗренӳре кирлӗ тата ытти хӑш-пӗр тӗллевпе усӑ курассине пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта маунтинбайк енӗпе олимпиецсене хатӗрлекен регион шайӗнчи центр хута кайнӑ.
Ӑна уҫма тӗрлӗ шайри тӳре-шара: Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Михаил Игнатьевран пуҫласа РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алена Аршинова таранах хутшӑннӑ. Спортсменсем те, паллах, пулнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма маунтинбайк енӗпе тӗнчен икӗ хут чемпионки Ирина Калентьева, маунтинбайк енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Вячеслав Устинович та ҫитнӗ.
Тин ҫеҫ уҫнӑ маунтинбайк центрӗнче хальхи йышши тренажерсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсемпе спортсменсем кӑна мар, спорта юратакансем те усӑ курма пултараҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче вара пирӗн республикӑра велоспорт енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн экс-ректорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ, тӳре приговор вуланӑ. Суд вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Экс-ректор должноҫри полномочипе ытлашшипе усӑ курнӑ, укҫа-тенке кӗсьене чикнӗ.
Следстви тата Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ректор 2007–2009 ҫулсенче хӑйне преми парасси пирки хушусем алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа вӑл кӗсйине 8 миллион та 600 пин тенкӗ чикнӗ.
Следстви умӗнхи следствире 11 том ӗҫ хатӗрленӗ, 30 ытла кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, бухгалтери экспертизи ирттернӗ.
Айӑпланнӑ ректор следстви вӑхӑтӗнче тӑкакӑн пӗр пайне, 3 миллион та 200 пин тенке, саплаштарнӑ. Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, унӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире 1,5 ҫул ларма тивӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн 50 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Аслӑ шкул элчи ун тӗлӗшпе тӑратнӑ тавӑҫа та (5 миллион та 400 пин тенкӗ) суд йышӑннӑ. Ҫапла айӑпланнӑ экс-ректорӑн урапине, ҫӗр лаптӑкне арестленӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ хӑш-пӗр аптекӑпа меморандум алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, аптекӑсем «фанфурик» сутмаҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Шупашкарта «фанфурик» сутакан банкомат лартнӑ. Настойка ӗҫме юратакан хаваслӑ ушкӑн ун умне пухӑнма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Темӗнле предприниматель ҫак банкомата Граждан урамӗнчи 48-мӗш ҫурт умне лартнӑ. Унӑн хӑтланӑвӗ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсене те питӗ тӗлӗнтернӗ. «Про Город» журналисчӗ кун пирки систериччен вӗсем кун пирки пачах пӗлмен.
Малтанах эрех ӗҫме юратакан ҫынсем банкоматпа мӗнле усӑ курмаллине ӑнкарман. Укҫа яма хӑнӑхнӑ халӗ, хаваспах «фанфурик» туянаҫҫӗ. Укҫана ятарлӑ шӑтӑка ярсан кӗленче аялалла ӳкет.
Министерство ку пулӑма айккинче хӑварманнине пӗлтернӗ. Чи малтанах вӗсен ҫакӑ интереслӗ: усламҫӑ автомата стена ҫине вырнаҫтармашкӑн мӗнле ирӗк илнӗ?
«Мускав – Омск» ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкара «Россия 24» телеканал корреспонденчӗсем килнӗ, вӗсем ҫулсене тӗрӗсленӗ.
Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул лайӑх лару-тӑрура. Ҫула «Кондор» плотномерпа тӗрӗсленӗ. Вӑл — нумай каналлӑ сканер, ҫулӑн ҫиелти сийне хаклать.
Сӑмах май, федераци телеканалӗн журналисчӗсем тӑваттӑмӗш хулана ҫитнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе япӑх ҫул енӗпе Чулхула «палӑрнӑ».
Чи малтанах Тимофей Кривов урамӗпе Мускав проспекчӗ хӗресленекен вырӑна тӗрӗсленӗ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, кунта авари час-часах пулать. Пӗлтӗр унта 9 авари пулнӑ. Репортаж ӳкернӗ чухне те урапасем пырса ҫапӑннӑ.
Унтан корреспондентсем Ишлей проездне ҫитнӗ. Унта та аварисем пулаҫҫӗ. Крылов тата Шумилов урамӗсенчи ҫулсене те тӗрӗсленӗ. Журналистсем 14 кунра Раҫҫейри темиҫе хулана ҫитме палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче — Кисан (Рязань), Улатимӗр, Чулхула, Екатеринбург. Пӗтӗмӗшле илсен, журналистсем Шупашкарти ҫулсене лайӑх хак панӑ.
Халӑх фрончӗ Шупашкарта тӗрӗслев ирттернӗ. Хальхинче вӑл хӑрушӑ лару-тӑрури темиҫе ҫурта тупса палӑртнӑ. Стенасем ишӗлсен те, ҫурт йӑтӑнас пек ларсан та ӑна авариллисен шутне кӗртмеҫҫӗ.
Халӑх фрончӗ Ушаков урамӗнчи 29 тата 66-мӗш, Париж Коммунинчи 18, 20, 59 тата 16-мӗш «а» ҫуртсене авариллӗ лару-тӑрура пулнине палӑртнӑ.
Асӑннӑ ҫуртсем пӗрешкелех. Стенасем ҫинче ҫурӑксем пур, тӑрринчен шыв анать, йӑлтах ҫӗрет.
Унта пурӑнакансем ялан пӗр пек официаллӑ ҫыру илеҫҫӗ: пӳрте кивӗ тесе йышӑннӑ. Анчах лару-тӑру лайӑх енне улшӑнни курӑнмасть. Авариллисен йышне вӗсене кӗртмен те.
Халӑх фрончӗ Шупашкар хула администрацине ведомство комиссийӗн пухӑвне ирттерме, кашни ҫурта тӗплӗн тӗрӗслеме, акт ҫырма хушнӑ. Тӳре-шара ку ӗҫе ҫурлан 20-мӗшӗччен тума шантарнӑ.
Пӗчӗк чухне, 1960-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче, 1970-мӗшсен пуҫламӑшӗнче вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен пире шкулта ҫӗнӗ кӗнекесем паратчӗҫ: чӑвашлисене, вырӑслисене… Ҫӗнӗ кӗнекесенчен ырӑ, тутлӑ шӑршӑ кӗретчӗ. Инҫетри Шупашкартан ярса панӑ кӗнекесем темӗскерле чӑваш ӳкерчӗкӗсемпеччӗ, чуна туртакан тӑван шрифтпа тата илӗртӳллӗрех, кӑсӑклӑрахчӗ… «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсене тупма ҫукчӗ. «Пионер сассине» чӑтаймасӑр кӗтсе тӑнӑ. Кампурпа Ваҫҫук ҫинчен юратса вуланӑ. Чӑвашла куҫарнӑ киносене курма ҫынсем хаваспа лӑк тулли пуҫтарӑнатчӗҫ. Ҫулла чӑваш ҫӗрӗнчен тӗрлӗ театрсем (драма, пукане) килсен — клубра тӑма вырӑн ҫукчӗ… Спектакль пӗтсен артистсене «тӑвансем» тесе, хӑналама килсене сӗтӗретчӗҫ...
Эпир — «тулашри чӑвашсем», «аякри тӑвансем» пулнӑ… Апла пулсан та, пирӗн пуҫра, шухӑшсенче ялан чӑн-чӑн, тӗрӗс чӑвашсен илемлӗ Ҫӗршывӗн, Шурӑ Шупашкарӑн мӗлки илӗртсе тӑнӑ, туртнӑ… Ачасем те Чӑваш Ҫӗршывӗнче туссем тупас тесе хаҫатсене ҫырусем ҫырса яратчӗҫ. Вӑт, ҫаплаччӗ...
Ӗнер, паян пӗлнинчен… Эпир ҫапла ӗмӗтленнӗ, шаннӑ, вӑхӑтрах Сар Хӗвел Ҫӗршывӗнче «чӑн чӑвашсем» мӗн хӑтланнӑ?
Шупашкарти «Ашмарин урамӗ» чарӑнуран Кӳкеҫ еннелле кайнӑ ҫӗрти ҫул ҫавринче «Уйӑх ҫинчи хӗр» палӑк туса лартнине унтан иртен-ҫӳрен асӑрханах ӗнтӗ. Улӑмран ӑсталанӑ скульптурӑна пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче вырнаҫтарнӑччӗ. Пӗр уйӑх каялла ҫав монумент ҫухалчӗ. «Палӑка хулана илем кӳрекенсем хурланӑ-тӑр», — тесе шухӑшласа иртнӗччӗ ӑна пуҫтарнине курсан.
Халӗ ҫав палӑк хӑй вырӑнне ҫӗнӗрен таврӑннӑ. Унчченхипе танлаштарсан улӑм кӳлепе малтанхинчен хитререх те, ҫӳллӗрех те. Ҫавна курах вӑл сумлӑрахх та курӑнать.
«Тата 1,5 метр ҫӳлелле ҫӗкленӗ, ик енчен тата скульптурӑсем пулаҫҫӗ, халь вӗсене тӑватап», — тесе ҫырнӑ ӗҫӗн авторӗ Фейсбукри хӑйӗн страницинче Андрей Молоков скульптор, Чӑваш Республикинчи художниксен союзӗн пайташӗ.
Палӑк ҫӳллӗшӗ ҫапла вара 6 метра яхӑн. Уйӑх ҫинчи пикепе юнашар пӗр енче унӑн каччи, Асан, пулӗ; тепӗр енче — Пинеслуна (Уйӑх ҫине лекнӗ хӗре ҫапла чӗннӗ) тухатнӑ амаҫури амӑшӗ.
Андрей Молоков скульптора пӗлекен Аҫтахар Плотников каланӑ тӑрӑх, ҫав ӑста — Шупашкарти Филармони ҫуртӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ улӑм лашасен авторӗ те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |