Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарти ликерпа водка савутӗнче 100-е яхӑн ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлӗ. Вӗсене ун пирки хут тыттарнӑ та ӗнтӗ.
Шупашкарти эрех савутӗнче чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 86 ҫын юлашки кун ӗҫлӗҫ. Йышра — 51 хӗрарӑм, 11 пенсионер, 6 — ҫамрӑк. Ӗҫпе тивӗҫтерекен Шупашкарти центрта вӗсене вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме шантарнӑ май ним хӑрушши те ҫуккине пӗлтернӗ.
Маларах, Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче самайӑн ӗҫсӗр юлчӗҫ.
Республикӑри пысӑк предприятисенчен пӗрне, Шупашкарти ликерпа водка савутне, чӑваш Енӗн парламенчӗн депутачӗ, «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) парти пайташӗ Олег Мешковнумаях пулмасть туяннӑ. «Букет Чувашии» сӑра савучӗн хуҫи пулнисӗр пуҫне вӑл эрех савутне те илнӗ.
Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ аварирен тарнӑ. Инкекӗ чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех пулнӑ-ха.
«ZaRulem.ws» автопортал хыпарланӑ тӑрӑх, В002ТА 21 номерлӗ Volkswagen Touareg машинӑна тытса пыракан 41 ҫулхи водитель пӑрлӑ ҫумӑрлӑ хыҫҫӑн якалса ларнӑ ҫулпа пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӗҫтерсе пынӑ чухне малтан троллейбус, унтан Renault Fluence ҫине пырса кӗнӗ. Ҫӑмӑл машинӑри пассажира суранланнӑ тесе пульницӑна ӑсатнӑ. Анчах тухтӑрсем хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑм таса сывах пулнине палӑртнӑ.
Инкеке курнисем каланӑ тӑрӑх, «Туарега» водителӗ пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тапса сикнӗ, анчах ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитнӗ тата темиҫе шӑнкӑрав хыҫҫӑн ӑна тупса палӑртнӑ. Асӑрханусӑр машина хуҫи Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Юрий Борисов пулнӑ.
Шупашкар хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва республикӑн тӗп хулинчи депутатсем ӗнер иртнӗ ларура татса панӑ. Тӳлевсӗр ӗҫлеттерме хирӗҫ пулнисем иккӗн кӑна тупӑннӑ: Анатолий Игумнов экс-мэр тата Константин Степанов либерал-демократ.
Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн Председателӗ — хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ хыҫҫӑн хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттермелли пирки сӑмах тухнӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче шупашкарсем хула пуҫлӑхне укҫалла е укҫасӑр тар тӑктарассине халӑхпа сӳтсе явма пухӑннӑччӗ. Унта тӗрлӗ шухӑш сисӗннӗччӗ. Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов, сӑмахран, ӗҫлекен ҫынна тӳлемеллине палӑртнӑччӗ. Пухӑва ертсе пыракан Николай Владимиров депутат хӑйӗнпе килӗшменнине кура либерал-демократ тарӑхса тухса кайнӑччӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Кузин малтан тӳлес шухӑшлӑ пулнине пӑхмасӑрах урӑхларах калаҫнӑ май, «ӗҫтешсемпе сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн» урӑхларах пӗтӗмлетӳ тунине пӗлтернӗччӗ.
Хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне халӗ Ирина Клементьева депутат пурнӑҫлать.
Шупашкарти пичет ҫуртӗнчи ӗнерхи, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи, пушар пируса пула тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, кӑнтӑрла иртни 3 сехетре Пичет ҫуртӗнче пушар сигнализацийӗ янӑраса кайнӑ. Вӑл кӑшкӑрма тытӑниччен ҫынсем тӗтӗм шӑршине туйнӑ-ха, анчах мӗн пулнине чухлайман. Пичет ҫуртӗнчи ҫынсене пурне те урама кӑларнӑ. 1-мӗшпе 2-мӗш хутсенче тӗтӗм самаях вӑйлӑ йӑсӑрланнӑ. Пушар «Чӑваш Ен» типографири макулатура складӗнчен тухнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ, ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Инкек вырӑнӗнче тӑхӑр техника ӗҫленӗ. Ҫулӑм шалти стенасене тата унти оборудованирен хут пусӑрӑнтармалли преса сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн Пичет ҫуртӗнчисем малалла ӗҫленӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Транспорт министерствин ӗҫченӗсене тата Шупашкарти аэропорт ертӳлӗхне критикленӗ. Йӑлтах – пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне Боинг самолет хулара анса ларсан полосаран тухса кайнине пула. Ун чухне яваплӑ ҫынсем тивӗҫлипе тата хӑвӑрт ӗҫлеменшӗн Михаил Васильевич кӑмӑлсӑрланнӑ.
Самолетри ҫынсем салонра 2 сехет ларнӑ. Турех трап илсе килме никам та шухӑшламан, самолета туртса кӑларма хӑтланнӑ. Михаил Игнатьев вара самолет полосаран тухса кайни пирки ҫийӗнчех пӗлмен. Тӗрӗссипе, ӑна ун пирки тӳрех хыпарламан. Ҫакӑншӑн та кӑмӑлсӑрланнӑ вӑл.
Транспорт министрӗ Михаил Резников каланӑ тӑрӑх, аэропортри полосана ятарлӑ хутӑшпа сапнӑ. Унта Питӗртен килнӗ самолет ӑнӑҫлах анса ларнӑ. Унтан Боинг килнӗ, анчах ун умӗн полосана сапса ӗлкӗреймен-мӗн. Ҫапла 184 ҫын салонра 2 сехет ларнӑ.
Ҫынсене грипран вакцинаци тӑвас ӗҫ малалла пырать. Ҫак кунсенче, ЧР влаҫӗсене официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗсене прививка тунӑ.
Прививкӑна 50 водитель тутарнӑ. Ҫакна Хулари клиника центрӗн килӗшӗвӗпе пурнӑҫланӑ. Ара, грипп сарӑлнӑ вӑхӑтра водительсен те сыхӑ пулмалла вӗт. Чир сывлӑш урлӑ хӑвӑрт ерет.
Прививка тумашкӑн 45 тата 47-мӗш маршрутпа ҫӳрекен водительсем килнӗ. Вӗсем кунӗпех ҫынсемпе хутшӑнаҫҫӗ. Эппин, вӗсен чирлес хӑрушлӑх пӗчӗк.
Шупашкарти пӗр шкул вӗрентекенӗпе вӗренекенӗ хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Хӗрачана амӑшӗ Екатерина Таратина кун пирки «Про Города» пӗлтернӗ.
Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентекен унӑн ачине пуҫран швабрӑпа ҫапма хатӗрленнӗ. Ҫавӑнпа вӑл прокуратурӑна кайса заявлени ҫырма шухӑшланӑ. Вӗрентекен вара ҫакна туманнине ӗнентернӗ. Шкул директорӗ те ӑна хӳтӗленӗ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Класс ертӳҫи ачана ҫапманни ҫиеле тухнӑ. Пӗр класра вӗренекенсем те ҫакнах ҫирӗплетнӗ.
Хирӗҫӳ сӑлтавӗ кунта урӑххинче. Вӗрентекенпе амӑшӗ тахҫантанпах пӗр чӗлхе тупаймаҫҫӗ-мӗн. Унччен ҫав хӗрача тусӗпе пӗрле вӗрентекенӗн сумкинчен укҫа варланӑ-мӗн.
Шкул ертӳлӗхӗ вара хирӗҫӗве пӗтерес тӗллевпе нимӗн те туман. Ҫавна май шкул директорне ку тӗлӗшпе ӗҫлеме хушнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Анатолий Дмитриевич Ухтеринова пӗр уйӑх шыраҫҫӗ. Николаев урамӗнче пурӑнаканскер килтен юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман.
Вӑл 75-80 ҫулсенчи пек курӑнать, ҫӳллӗшӗ – 150-155 сантиметр. Хӑй имшеркке, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Анатолий Дмитриевич хура сӑран карттус, камуфляж куртка, ҫутӑ кӑвак трико, тӗттӗм хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ӑна куракансене, вӑл ӑҫта пулнине пӗлекенсене 24-20-72 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртни 3 сехетре Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче пушар сигнализацийӗ янӑраса кайнӑ. Вӑл кӑшкӑрма тытӑниччен ҫынсем тӗтӗм шӑршине туйнӑ-ха, анчах мӗн пулнине чухлайман.
Пичет ҫуртӗнчи ҫынсене пурне те урама кӑларнӑ. 1-мӗшпе 2-мӗш хутсенче тӗтӗм самаях вӑйлӑ йӑсӑрланнӑ. Пушар «Чӑваш Ен» типографири макулатура складӗнчен тухнӑ-мӗн. Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ, ҫулӑма кӗске вӑхӑтра сӳнтернӗ. Пичет ҫуртӗнчи ҫынсем малалла ӗҫленӗ.
Халӗ пушар мӗне пула тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» кӑларӑма паян Шупашкар хӗрарӑмӗ Наталья Демешева хутшӑннӑ. 34 ҫултискере тумлантарнӑ телепередачӑна «Дело о жертве гардеробного тирана» (чӑв. Ҫипуҫ енӗпе пусмӑрлакантан шар куракан ӗҫӗ) ят панӑ.
Хӗрарӑм хальлӗхе пӗчӗк ачапа ларать. Унӑн мӑшӑрӗ Алексей Гребенкин шучӗпе арӑмӗ хитре тумланма пӗлмест. Сӑмах май, ҫемье Мускав облаҫӗнчи Подольскра пурӑнать. «Унӑн чӑннипех те илем туйӑмӗ ҫук, — терӗ кӑларӑмра Алексей. — Ҫавӑнпа манӑн унӑн гардеробне ылмаштарма тивет». Пӗррехинче вӑл Наташа хӑй тӗллӗн туяннӑ япалана кӑларса пенӗ. Ҫав вӑхӑтрах Наталья ку шухӑшпа килӗшмест.
Кӑларӑм стилисчӗсем суйланӑ тумтира Алексей кӑмӑлласа йышӑнчӗ, тӗнчери чи хитре хӗрарӑмпа пурӑннине пӗлтерчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |