Шупашкарта пурӑнакансем ыран хӑйсен ыйтӑвне хулари тӳре-шара пулӑшнипе уҫӑмлатайӗҫ. Вӗсем валли ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен «тӳрӗ лини» ӗҫлӗ.
Республикӑмӑрӑн тӗп хулинче пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан самантсене хулари район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем телефонпа сӳтсе явма килӗшнӗ.
Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Николай Петрович Прокопьевпа 23-44-53 номерпе ҫыхӑнма пулать. Калинин районӗнче пурӑнакансем 23-44-37 номерпе хӑйсен тӑрӑхӗшӗн яваплӑ Юрий Васильевич Афанасьевпа калаҫайӗҫ. Мускав районӗнче пурӑнакансен вара Елена Витальевна Романоваӑпа 23-52-25 номерпе ҫыхӑнмалла.
Хулари тӳре-шараран ҫурт-йӗрпе, сывлӑх сыхлавӗпе, шкулсемпе тата ытти кирек епле ыйтӑва та ыйтса пӗлме май килӗ.
ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ Борис Атаманов ӗҫри машина рулӗ умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ хыҫҫӑн ӗҫсӗр тӑрса юлнӑччӗ. Унӑн арӑмӗ вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» мар-ши тесе аптӑранине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Ӳсӗрле руль умне ларнӑ ҫын ӗҫне пӑхса тухасси самай тӑсӑлнӑ. Судра пилӗкрен кая мар лару ирттернӗ. Уррипе ӳсӗррине тӗрӗслеттерме килӗшменскере ҫулталӑк ҫурӑлӑха правасӑр хӑварнӑ тата 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кунпа килӗшмесӗр Борис Атаманов аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Шупашкарти Мускав районӗн судӗнче ӗнер пӑхса тухнӑ. Ҫитес ларӑва ҫак уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫтарӑнмалла.
Раҫҫейре чи хӑрушсӑр хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар унта малти вырӑна лекнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Ыйтӑм ирттернӗ чухне респондентсене «Эпӗ хӑрушсӑр районта пурӑнатӑп, каҫхине киле кайма хӑрамастӑп» тенине 1-10 балпа хаклама ыйтнӑ.
Пӗтӗмре Раҫҫейре пурӑнакан 310 пин ытла ҫынран ыйтса пӗлнӗ. Вӗсен хуравӗсене тишкерсе танлаштарӑма хатӗрленӗ.
Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, чи хӑрушсӑр хуласен йышне Грозный, Нижневартовск, Сочи хулисем кӗнӗ. Вӗсем малти вырӑнсене йышӑннӑ. Шупашкар 7,4 балл пухса 7-мӗш вырӑна тухнӑ.
Чи хӑрушӑ хуласем — Волгоград, Шахт, Астрахань, Новокузнецк.
«Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче Чӑваш халӑх ӳнерҫин Праски Виттин куравӗ уҫӑлнӑ. Унта унӑн Венгрире, Испанире, Германире, Болгарире, Хорватире ӳкернӗ картинӑсемпе паллашма пулать.
Виталий Петрович ҫулҫӳревре нумай пулнӑ. Ку курав Праски Виттин ретроспектива пултарулӑхӗ теме пулать. Унта 1980-2015 ҫулсенче ют ҫӗршывра ӳкернӗ картинӑсем кӗнӗ.
Ӳнерҫӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл кирек ӑҫта та чарӑнса ӳкерме пултараять. Ӑна йӑлтах интереслентерет: пляжра выртакансем, урамра сутакансем, ахаль ҫынсем…
Ӳнерҫӗ куҫӗ тӗлне лекнӗ кирек мӗнле япалана та тарӑн шухӑшлӑ ӳкереет. Праски Витти кирек ӑҫта кайсан та каялла картинӑсемпе таврӑнать. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ӳнерҫӗ яланах хаваслӑ. Пӗр япала ҫеҫ канӑҫсӑрлантарать ӑна: хӑйӗн мастерской ҫук. Унӑн 600 ытла ӗҫ. Курава лекнисем — пӗр пайӗ ҫеҫ. Унӑн ӗҫӗсемпе чӳкӗн 20-мӗшӗччен паллашма пулать.
Белоруссире пурӑнакан Дмитрий Михлеев кинорежиссера Чӑвашра курман-илтмен ҫын теме ҫук. Юлашки хут вӑл пирӗн тӑрӑха тӑватӑ ҫул каялла килсе кайрӗ, Шупашкарти кинофестиваль программипе килӗшӳллӗн хӑйӗн тӗрлӗ ҫулта ӳкернӗ фильмӗсене кӑтартрӗ, пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Астӑватӑп, ӑна уйрӑмах телевидени журналисчӗсем «юратса пӑрахрӗҫ», юлашки хыпарсенче чӑвашла тата вырӑсла вӑрӑм интервьюсем кӑтартрӗҫ, тӳрӗ эфир йӗркелесех «кӗрлерӗҫ». Шӑпах ҫав тӗле Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Никаноровичӑн «Ось земли» ятпа повеҫсемпе калавсен тата киносценарисен пуххи пичетленсе тухнӑччӗ, ун пирки те пичетпе телевидени ҫӑвара шыв сыпса лармарӗ. Паллӑ режиссера Чӑваш патшалӑх университетне чӗнсе студентсемпе куҫа-куҫӑн калаҫтарчӗҫ. Ун сасси хаҫат-журналсенче кайран та тӑтӑшах илтӗнчӗ, телевидени вӑл ӳкернӗ фильмсене уйрӑм ярӑм туса кӑтартрӗ. Режиссер хӑйӗн чи лайӑх фильмӗсене Электронлӑ тата кинодокументаци архивне парнелерӗ.
...Мӗтри пиччепе эпӗ 15 ҫул каяллах ҫырупа паллашнӑччӗ. «Советская Чувашия» хаҫатра ӗҫленӗ май унран сӑвӑсем ярса пама ыйтрӑм.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявланӑ чух, Шупашкарта хӑш-пӗр урама хупласа хурӗҫ. Вӑл вӑхӑтра машинӑсене иртсе ҫӳреме тата чарса лартма чарӗҫ.
Хӗрлӗ лапамри 1, 3, 5-мӗш ҫуртсем, ҫавӑн пекех Президент бульварӗ тата Ленинград урамӗ Воробьев композиторсен урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑнтан пуҫласа Хӗрлӗ лапам таран машинӑсене ирттермӗҫ. Чару ирхи 7 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен пырӗ.
10 сехетрен тытӑнса 12 сехетчен автомобильсен Константин Иванов урамӗпе ҫӳреме юрамӗ. Чару Свердлов урамӗ тӗлӗнчен Шупашкар заливӗн дамби таран пырӗ. Шупашкар заливӗн дамбинчен пуҫласа Воробьев композиторсен урамӗ, асӑннӑ урам Ярославль тата Карл Маркс урамӗсемпе хӗресленнӗ, Карл Маркс урамӗ Воробьев композиторсен урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа Республика лапамӗ таран та машинӑсене ирттермӗҫ.
Ҫула тухнӑ автомобильсене Мускав проспекчӗпе, Президент бульварӗпе, Джержинский, Ярославль, Калинин, Водопроводнӑй урамсемпе кайтарӗҫ.
Шупашкарта кавӑн фестивалӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта ҫак ҫимӗҫрен хатӗрленӗ ӗҫсене курма май пулнӑ. Фестиваль Николаев ячӗллӗ паркра иртнӗ.
Фестиваль йӗркелемешкӗн ятарласа 3 тонна кавӑн туяннӑ. Пӗрремӗш юр ӳкнӗ пулин те «ТыкваПарк» фестивале йӗркеленӗ. Унта кӑсӑклӑ тӗрлӗ экспозици нумай пулнӑ. Вӗсене ачасем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле хатӗрленӗ.
Конкурссем те ирттернӗ. Михӗре сиксе, шӳтлӗ эстафетӑра тупӑшса парнесем ҫӗнсе илнӗ.
Кунашкал фестивале тӑтӑшрах ирттерме палӑртнӑ: икӗ уйӑхра пӗр хутчен. Тепрехинче юр кӗлеткесен фестивальне ирттересшӗн.
Муркаш районӗнчи Москакассинче пурӑнакан Неонила Белова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл халӗ 10 мӑнукпа, вӗсен 12 ачипе, 2 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Ҫулӗсем самай пулин те кинемей шӳтсене ӑнланать, хастар пулма тӑрӑшать. Юбиляр уявне ҫемйипе паллӑ тунӑ.
Ҫамрӑк чухне Неонила Степановна Шупашкарти ҫар хӳтӗлевӗн савутӗнче тӑрӑшнӑ. 1939 ҫулта вӑл ӗҫтешне качча тухнӑ.
Вӑрҫӑ пуҫлансан упӑшки Семен Федорович фронта тухса кайнӑ. Неонила Степановна килте ачапа юлнӑ. Телее, мӑшӑрӗ вӑрҫӑран сывах таврӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем йӗркеллех пурӑннӑ, колхозра ӗҫленӗ.
Неонила Степановнӑна сумлӑ юбилейпе саламлама районти тӳре-шара та килнӗ. Вӗсем кинемее ҫирӗп сывлӑх ӑнӑҫу суннӑ.
Канмалли кунсенче Шупашкар хула администрацийӗ Тӗп пасар ҫывӑхӗнче суту тӑвакан ҫынсене тӗрӗсленӗ. Саккуна пӑсса сутнӑшӑн вӗсене штрафсем ҫырса панӑ.
Администраци пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслев вӑхӑтӗнче саккуна пӑсса суту тӑвакан 60 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсене пурне те кун пирки асӑрхаттаракан хутсем валеҫсе панӑ. Унта чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса ӑнлантарнӑ.
Администраци тивӗҫлӗ органсене вӗсен продукцине туртса илсе экспертизӑна пама, унтан тӗп тума ыйтнӑ. Халӗ хала администрацийӗ Тӗп пасарпа ватӑсене, ялтан сӗт юр-варӗ, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла сутма килекенскерсене, вырӑнсене йӳнӗрехпе тара парасси пирки калаҫса татӑласшӑн.
Сӑмах май, юпан 17-30-мӗшӗсенче Шупашкарти административлӑ комисси йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсен тӗлӗшпе 39 протокол ҫырнӑ.
Шупашкарти 43-мӗш шкулта ачасем столовӑйри апатпа наркӑмӑшланнӑ, вӗсенчен хӑшӗсем пульницӑна лекнӗ факта республика правительствин ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, сиплев учрежденийӗсене 7 ачана вырттарнӑ, наркӑмӑшланнисене 20 тӗслех шута илнӗ.
Роспотребнадзор управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская шкулта самай кӑлтӑк асӑрханине пӗлтернӗ. Холодильник тата кирлӗ ытти оборудовани пур пулин те столовӑй ӗҫченӗсем апат-ҫимӗс хатӗрлессин тата упрассин йӗркине пӑснӑ. Тирпейленӗ чух та йӗркеллӗ тасатса ҫуман.
Вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев шкулта тӗрӗслев ӗҫне тивӗҫлипе йӗркелеменнине палӑртнӑ. Ӳпкевӗ шкул ертӳҫине те, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерекен «Кулинар плюс» ОООна та тивнӗ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче шкула вӑхӑтлӑха хупнӑ, ачасене керкуннехи каникула янӑ.
Михаил Игнатьев Элтепер яваплисене явап тыттарма чӗнсе каланӑ, кирлех пулсан ӗҫрен хӑтарма та юрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |