Чӑваш Ене килекен туризмсене наци ҫимӗҫӗпе сӑйлас ыйтӑва ӗнер Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӗн, суту-илӗвӗн министерствинче сӳтсе явнӑ. Унта Шупашкарти обществӑлла апатлану предприятийӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ. Канашлура хускатнӑ ыйту — гастрономи туризмӗ.
Чӑваш Енре паян тӗрлӗ наци кухни пур. Ку вӑл питех те аван. Чи малтанах пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, темелле-тӗр. Ытти халӑхӑн ҫимӗҫӗпе сӑйланса вӗсене хаклама пултаратпӑр. Анчах мӗншӗн пирӗн, чӑвашсен, хамӑрӑн ҫимӗҫе туллин сӗнес мар. Нишлӗ мар вӗт халӑхӑмӑрпа пирӗн апат-ҫимӗҫӗмӗр: аш-пӑшран хатӗрлекен ҫимӗҫе кӑмӑллакансем валли шӑрттан, шӳрпе пур; кукӑль-ҫӑмах юратсан — хуплу, хуран кукли...
Шупашкарти кафесемпе ресторансен хуҫисем наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме пуҫличчен туроператорсемпе калаҫса татӑласшӑн. Ара, лешсем туристсене хайсем патне илсе пырсан аван-ҫке.
Обществӑлла апатлану предприятийӗсенче чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗ кирлех тенӗ май меню пуянлӑхӗ, хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе хальхи вӑхӑт ыйтнине кура ҫӗнетесси пирки те сӑмах хускатнӑ. Тата, паллах, хаксене те ирӗке яма кирлӗ мар. Килен-каяна ӑш пиллӗн йышӑнни те пӗлтерӗшлӗ.
Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекен Евгений Сбитнев тата Юлия Чапрасова Раҫҫейӗн ача-пӑча хорӗн солисчӗсем пулӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен «Артек» центрта «Школа размером с Артек» пултарулӑх смени пуҫтарӑннӑ. Унта Раҫҫейӗн ача-пӑча хорӗнче юрлакан Раҫҫейӗн 65 регионӗнчи ачасем пулнӑ.
Ачасем концерта хутшӑннӑ, солистсен конкурсӗнче ӑмӑртнӑ. 500 ачаран 19-шӗ пуринчен те лайӑххисен йышне лекнӗ. Ҫавсен йышӗнче Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекен, «Соловушки» хор ушкӑнне ҫӳрекен Евгений Сбитнев тата Юлия Чапрасова. Вӗсене пӗрле вӗренекенӗсем чунтан саламлаҫҫӗ, малашне те хитре юрлама сунаҫҫӗ.
ТурСтат аналитика агентстви танлаштарӑм хатӗрленӗ. Унта кӗркунне ӑҫта йӳнӗрех канма май пур хуласене кӗртнӗ. ТОП-20 списока Шупашкар та лекнӗ.
Шупашкар танлаштарӑмра 18-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн тӗп хулара канмашкӑн 2,5-2,7 пин тенкӗ кирлӗ-мӗн. Сарӑту, Ставрополь, Калуга, Псков, Чӗмпӗр, Омск, Томск, Саранск, Ӗпхӳ хулисенче кансан та ҫав хаках тухса кайӗ. Ку – пӗр талӑк канмашкӑн кирлӗ укҫа-тенкӗ. Унта хӑна ҫуртӗнче иккӗн пӗр талӑк пурӑннин, кафере кӑнтӑрла апатланнин, хулари музейсене ҫитсе курнин хакӗ кӗнӗ.
ТОП-10 списока вара Барнаул, Воронеж, Краснодар, Смоленск, Кемӗр, Орел, Чӗлепи, Брянск, Ижевск кӗнӗ. Ҫав хуласенче 2-2,5 пин тенкӗпе канма пулать.
Шупашкар депутачӗсем хула Уставне улшӑнусем кӗртсе мэра суйласшӑн. Улшӑнусене паян, аван уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, кӗртме палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Уставпа килӗшӳллӗн, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем хула пуҫлӑхне должноҫри сӑпата отставкӑна янӑ хыҫҫӑн ҫур ҫулта суйлама пултарӗҫ. Мэр хӑйӗн пуканне пушатсан унӑн тивӗҫӗсем ҫум ҫине куҫӗҫ.
Аса илтерер: Ирина Клементьева мэртан кайнӑ хыҫҫӑн кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнчен мэра суйлаймаҫҫӗ. Унтанпа мэр тивӗҫне Николай Владимирова шаннӑ. Ирина Клементьева халӗ те килти арестра ларать. Ун тӗлӗшпе улттӑмӗш пуҫиле пуҫарни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ.
Паян Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча пульницине кӑнтӑрла ҫитес умӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн машинисем тата васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем персе ҫитнӗ. Вӗсем сиплев учрежденийӗнче тӗтӗм тухать тесе пӗлтернипе вырӑна васканӑ. Чӑн та, путвалта мӑкӑрланнӑ. Анчах хыпса ҫунман.
Пульницӑра сипленекен 126 ачана, пӗчӗккисемпе пӗрле выртакан 97 амӑшне тата шурӑ халатлисене, пурӗ 66 ҫынна, пульницӑран урама кӑларса тӑратнӑ. Чирлӗ ачасенчен пӗри йывӑр аптӑранине кура ӑна урӑх пульницӑна ӑсатнӑ.
Пушарпа кӗрешекенсем тӗтӗмленекен вырӑна часах сӳнтернӗ. Яваплӑ службӑсем инкек сӑлтавне татса калама хальлӗхе тӑхтаҫҫӗ. Вӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек путвалти пӑралуксем пӗрлешнипе тухма пултарнӑ.
Комсомольски район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем прокуратурӑна ярса панӑ. Вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи кӗркунне Алексей Самаркин администраци ӗҫченӗсене ӗҫ вӑхӑтӗнчех ял хуҫалӑх ӗҫне явӑҫтарнӑ. Вӗсем тӗрлӗ лаптӑкра ҫӗрулми пуҫтарнӑ. Вӗсенчен пӗри Алексей Самаркинӑн тӑванӗ пулнӑ, теприне усламҫӑ патшалӑхран тара илнӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче экс-пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӑна килти ареста лартнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ӗҫрен кайнӑ. Ҫурла уйӑхӗ вӗҫӗнче ун вырӑнне Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗн директорӗ Александр Осипов йышӑннӑ.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче общество вырӑнӗсенче кальян, электронлӑ пирус туртма пӑрахтарас ыйтӑва ҫӗкленӗ. Кун пирки тӳре-шара планеркӑра калаҫнӑ.
Алексей Ладыкова акӑ мӗн пӑшӑрхантарать: юлашки ҫулта кальян туртма сӗнекен заведенисен йышӗ 50-ран та иртнӗ. Халӗ пӗтӗмпе кунашкал 74 заведени ӗҫлет.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Алексей Ладыков общество вырӑнӗсенче кальян, вейп, электронлӑ пирус туртма чарасси пирки постановлени алӑ пуснӑ. Анчах пурпӗрех унашкал заведенисен йышӗ чакмасть, ӳссех пырать. Алексей Ладыков вӗсене хупас тӗллевпе рейд ирттерме хушнӑ. Вӑл икӗ эрнене тӑсӑлӗ.
Шупашкарти 59-мӗш шкулта вӗрентекенсем ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пуҫтараҫҫӗ тесе ЧР прокуратурине ҫӑхав ҫитнӗ. Ведомство ку хыпара ҫийӗнчех тӗрӗсленӗ.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш классенче йӗркеленнӗ ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ пуҫарнипе шкулти пӳлӗмсенче юсама, чӳречесене улӑштарма, сӗтел-пукан туянма тата хуралҫӑ тытма укҫа пухнӑ. Нухрат шкул счечӗ ҫине куҫман, комитет пайташӗн аллине лекнӗ. Ҫапла ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенкӗ мӗнле расхутланнине пӗлеймен.
Пӗрремӗш класс ачисен ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенке шкул ӗҫченӗсем вӑйпах пуҫтарма хушнине ҫирӗплетмен. Тӗрӗслев хыҫҫӑн шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Материала следовательсене процессуаллӑ тӗрӗслев йӗркелеме ярса панӑ.
Паян Шупашкарти темиҫе организаци-учреждение бомба хунӑ сӑмахпа ура ҫине тӑратнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ. Маларах вӑл хыпара автор шанмасӑртарах йышӑнни сисӗнетчӗ пулсан, халӗ сӑмах-юмах чӑн пулни тӳрре килнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Бомба хунӑ тесе 10 сехет те 50 минутран пуҫласа 12 сехет те 10 минутчен «Звездный», «Восточный», «Рябинка», «Эльбрус», «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗсене, «Атӑл», «Ибис», «Раҫҫей», «Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗсене, «Центральный» универмага, Шупашкар хула администрацине, республикӑн тӗп хулин Мускав район судне шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн оперативлӑ мӗнпур тытӑм ура ҫине тӑнӑ. Турра шӗкӗр, бомба тупӑнман. Маларах асӑннӑ ҫуртсен таврашне халӗ те тимлӗн сӑнаҫҫӗ.
Алексей Навальныйӑн Шупашкарти штабӗн волонтерне Алексей Миронова «Контактра» халӑх тетелӗнче репост тунӑшӑн йӗплӗ пралук леш енне 2 ҫул та 3 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Ҫапла майпа суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ — хупмах йышӑннӑ.
Штаб хастарне тӳрех икӗ статьяпа — экстремизмшӑн тата нацисен туслӑхне аркатма хӑтланнӑшӑн — айӑпланӑ.
Аса илтеретпӗр, ҫулталӑк каялла вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче сӑнӳкерчӗк куҫарса лартнӑ. Айне ӑнланмалла мар шухӑшлӑ тата мӑсӑльмансене хирӗҫле комментари вырнаҫтарнӑ имӗш.
«Чебоксары24» пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тӳре Алексей Миронова хӳтӗлеме пынӑ «Уҫӑ Раҫҫейӗн» Чӑваш Енри координаторне тата Алексей Навальнӑйӑн Шупашкарти штабӗн пуҫлӑхне залран кӑларса янӑ. Ҫав сайтах пӗлтернӗ тӑрӑх, хастара 40 ҫул эрех ӗҫекен, интернет мӗнне пӗлмен арҫын каласа кӑтартнинчен йӗркеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |