Шупашкарти 4-мӗш гимнази валли директор шыраҫҫӗ. Шкул пуҫлӑхӗ пулас текенсенчен хутсене чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ.
Вӑл ҫыннӑн «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ», «Менеджмент», «Персонала ертсе пырасси» енӗпе пӗлӳ кирлӗ. Ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫленине те шута илӗҫ.
Ку хыпара Шупашкар хула администрацийӗн
вӗрентӳ управленийӗ пӗлтерсе хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер, Шупашкарти 4-мӗш гимнази директорне ашшӗ-амӑшӗнчен сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку факта РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗ экономика хӑрушсӑрлӑхӗ тата коррупципе кӗрешекен пайӗ ачасене шкула илнишӗн укҫа илнӗ тесе пӗлтернине эпир маларах ҫырнӑччӗ. Эльвира Казаковӑна килте арестлесе усрама йышӑннӑччӗ.
Шупашкартан тӳрех Китая вӗҫме май пулӗ. Ҫапла пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗн сайчӗ. Тӳре-шара Китайри Аньхой провинцийӗнчи усламҫӑсемпе тата элчисемпе тӗл пулнӑ. Унта тӳрех темиҫе тытӑмра килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫнӑ: туризмра, асиасообщенире, электричество транспортне аталантарассинче тата ыттинче.
Тӗлпулура Шупашкартан Аньцина самолет вӗҫтерме пуҫласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Ҫапла майпа икӗ хула тата ҫывӑхланӗ, ӗҫсем те ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫланса пырӗҫ. Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкар Аньхой провинцийӗпе туслӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ.
Палӑртмалла: хальлӗхе Китая Хусантан та, Чулхуларан та вӗҫме пулмасть.
Шупашкарта транспорт реформине ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Улшӑнусене 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗртесшӗн. Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен хӑш-пӗр улшӑну пулнӑ ӗнтӗ. 34-мӗш тата 36-мӗш маршрутсене пӑрахӑҫланӑ.
Шупашкарти маршрут карттине Питӗрти ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата проект институчӗ тишкерсе ҫӗннине хатӗрленӗ. Ҫапла майпа пӗр ҫулпа ҫӳрекен маршрутсене чакарасшӑн, ҫынсене ытларах троллейбуспа ҫӳреттересшӗн.
15 пассажир автобусӗ маршрутне улӑштарнӑ ӗнтӗ: 7-мӗш (Воробьев композиторсен, Ярославль, Сергий Радонежский, Калинин, Текстильщтксен, Энергетиксен урамӗсемпе те кайӗ), 12-мӗш (Воробьев композиторсен, Калинин, Николаев, Энгельс урамӗсем хушанӗҫ), 20-мӗш (Яковлев проспекчӗ, Ашмарина, Орлов, Айзман урамӗсем, Канаш ҫулӗ, Аш-какай комбиначӗ), 22-мӗш (Никольски проспекчӗ, Гухзовский урамӗ, Горький проспекчӗ, Шупашкар: 500 ҫул урам), 26-мӗш ("Финская долина" микрорайона кӗмӗ), 30-мӗш (Хулаҫум, Энгельс, Гагарин, Фучик, урамӗсем, Айхи проспекчӗ, Хмельницкий урамӗ, Улатӑр ҫуле хушӑнӗҫ), 32-мӗш (Университет урамӗпе Чантӑра ҫитӗ), 33-мӗш (Фучик урамӗпе, Президент бульварӗпе, Гладков урамӗпе те кайӗ), 35-мӗш (Хулаҫум, Энгельс, Ярославль, Воробьев композиторсен урамӗпе кайӗ), 41-мӗш (Трактор тӑвакансен проспекчӗпе, Ленин Комсомолӗн урамӗпе, Машиностроительсен, Гремячево, Соляное проезчӗсемпе ҫӳрӗ), 44-мӗш (Мускав, Никольски проспекчӗсемпе, Граждан, Чернышевски урамӗсемпе ҫулӗ тӑсӑлӗ, "Финская долина" микрорайона кӗрӗ), 46-мӗш (Яковлев проспекчӗпе, Гладков урамӗпе, Президент бульварӗпе, Фучик урамӗпе малалла кайӗ), 47-мӗш (Ленин Комсомолӗн урамӗпе, Яковлев проспекчӗпе кайса "Финская долина" микрорайона кӗрӗ), 52-мӗш (Университет урамӗпе, Етӗрне ҫулӗпе Заовражныйне ҫитӗ), 54-мӗш (Мускав проспекчӗпе, Пирогов, Шупашкар: 500 ҫул, Уруков, Савут, Пирогов урамӗсемпе, Мускав проспекчӗпе "Радужный" микрорайона кӗрӗ).
Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ кӑҫал та иртет. Аса илтерер, пӗлтӗр ӑна авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче йӗркеленӗччӗ.
«Сказочная палитра» (чӑв. Асамлӑ палитра) театр канашлӑвне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркеленеччӗ. Хальхинче Театр ӗҫченӗсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗ те укҫа уйӑрать.
Кӑҫалхи фестивале Якут Республикинчен те килӗҫ. Театр канашлӑвӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе кӑтартӗҫ. Вӗсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти «Малютка» ҫуртра каллех уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Унта пӗчӗкскерсене телейлӗ ачалӑх парнелеме хатӗр ҫынсене хапӑлласах кӗтеҫҫӗ.
Уҫӑ алӑксен кунӗнче пулас ашшӗ-амӑшӗ ачасем мӗнле условисенче пурӑннипе паллашма, пепкене усрава илесси пирки специалистсемпе калаҫма пултарӗҫ.
Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ачалӑха сыхлакан пайӗ кунашкал мероприятин витӗмӗ пуррине палӑртать. Уҫӑ алӑксен кунне ирттерни ҫынсене ача ҫурчӗ пирки ытларах пӗлме май парать.
Кӑмӑл пур тӑк сире ҫак адреспа хапӑлласа кӗтеҫҫӗ: Шупашкар, Мир проспекчӗ, 36-мӗш «а» ҫурт.
2008 ҫулта Ижевск «Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑркка» иртнӗ. Ҫак мероприятие ирттересси унтанпа йӑлана кӗнӗ, халь унта 14 ҫӗршыв хутшӑнать.
Шупашкарта иртекен ярмӑрккана Раҫҫейри 70 предприяти хутшӑнӗ. Унта Каспи сельдне, пичкере тӑварланине, вӑлча, Якути пуллине илсе килӗҫ. Ярмӑрккана килекенсем аш-какай, вырӑс кӑмакинче пӗҫернӗ хур, аҫтӑрхан майӑрӗпе хатӗрленӗ кролик, пӑши какайӗнчен тунӑ кӑлпасси тата ытти ҫимӗҫе тутанма пултарӗҫ.
Абхазири, Беларуҫри шурӑ сыра, Сербири ҫырлапа кӑмпана, техӗмлӗ чей, пыл, мӑйӑр таврашӗ те туянма май пулӗ.
Ҫимеллисӗр пуҫне тумсем те пулӗҫ. Ярмӑркка «Мегастрой» гипермаркет умӗнче юпа уйӑхӗн 25–29-мӗшӗсенче иртӗ.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Республикари ача-пӑча клиникинче ӗҫлекен икӗ тухтӑр тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Вӗсене ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн айӑпланӑ.
Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пульницӑна 4 ҫулти арҫын ачана илсе килнӗ. Унӑн хырӑмӗ ыратнӑ. Тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ, стационара вырттарнӑ. Тепӗр кунхине ача перитонита пула вилнӗ. Следстви шухӑшӗпе, дежурнӑй тухтӑрсем ачана тӗплӗн тӗрӗслемен, рентген тата ултьтрасасӑ кӑтартӑвӗсене шута илмен. Ҫапла вӗсем тӗрӗс мар диагноз лартнӑ. Ачана вара часрах операци тумалла пулнӑ.
Суд тухтӑрсенчен кашнин ирӗкне 1 ҫул та 10 уйӑхлӑха чикӗлеме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне Республикари ача-пӑча клиникин тӗп тухтӑрне дисциплинарлӑ явап тыттарнӑ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Алексей Каныгин хула администрацийӗнче ӗнер иртнӗ канашлура юлашки троллейбуссем 23 сехетчен мар, 22 сехетчен ҫеҫ ҫӳрессине каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май, ҫӗнӗ йӗрке ҫине троллебуссем юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчех куҫнӑ иккен.
Чӑваш машиностроителӗсем каҫхи троллейбуссене хӑварасшӑн. Раҫҫейӗн машина тӑвакансен пӗрлешӗвӗн республикӑри уйрӑмӗ ку ыйтупа Шупашкар хула администрацийӗн тата троллейбус управленийӗн пайташӗсемпе канашлу ирттерме йышӑннӑ.
«Трактор савучӗсем» концернӑн ӗҫченӗсем каҫхи троллейбуссене ҫӳреттерменнине хирӗҫ иккен. Ҫапла туни вӗсене каҫхине ӗҫрен тухсан киле кайма кансӗр иккен. Лару-тӑрӑва предприяти пайташӗсем малашне сӑнаса тӑрасса пӗлтереҫҫӗ. Кун пирки концернӑн пресс-служби ҫак йӗркесен авторне паян хыпарланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Ирина Кузьмина Чӑваш Ен Элтеперӗн портретне ҫӑмран хатӗрлесшӗн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Вӗсем ҫырнӑ тӑрӑх, Ирина Кузьмина Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министерствинче вӑй хурать, ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра ҫӑмран илемлӗ картинӑсем ӑсталать. 36 ҫулти ӳнерҫӗн пухмачӗнче хальлӗхе — 14 картина.
«Ку киленӗҫ нумаях пулмасть ӑнсӑртран ҫуралчӗ. Лавккана кӗрсен ҫакнашкал картина куртӑм. Ӑсталӑха ӳстерес тӗллевпе маҫтӑр-класа ҫырӑнтӑм, епле ӗҫлемеллине вӗрентӗм», — каласа кӑтартнӑ Ирина.
Унӑн картинисен йышӗнче пейзажсем те, ҫын портречӗсем те пур. Ҫавӑн пекех вӑл чӗр чунсене те калӑплать.
Палӑртса хӑварар, Ирина Кузьминан куравӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче ыран, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, каҫхи 6 сехетре уҫӑлӗ.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен112 тытӑм Чӑваш Енре те туллин ӗҫлесе кайнӑ. Ҫапах та ҫакна палӑртмалла: пушар сӳнтерекенсен, йӗрке хуралҫисен, васкавлӑ пулӑшӑвӑн, газ службин кӗске номерӗсем те (01, 02, 02, 04 — стационарти телефонсенчен, 101, 102, 103, 104 — карас телефонӗсенчен) малтанхиллех ӗҫлӗҫ.
112 тытӑм Шупашкарти Калинин урамӗнчи 112-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Пӗлменнисене пӗлтерер: 112 тытӑм Раҫҫейри васкавлӑ службӑсемпе ҫыхӑнтарать. Инкек, пушар, обществӑри йӗркелӗхе пӑссан ҫав номерпе хыпарлама пулать. Унтисем тивӗҫлӗ службӑсене хыпарлӗҫ.
СИМ-карттӑ лартнӑ телефонпа шӑнкӑравласан тытӑм ҫын ӑҫтине те палӑртать. СИМ-карттӑ пулмасан та инкек пирки хыпарлама май пур. Диспетчер инкек пирки тӗплӗн ыйтнишӗн кӳренме ыйтмаҫҫӗ, ку вӑл лару-тӑрӑва хаклама кирлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |