Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Суйлавшӑн чысламаллисен списокне хатӗрлеҫҫӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Вика Сорокина 22.03.2018 05:51 | 551 хут пӑхнӑ
Политика

Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсене — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене — награда илме тивӗҫ ҫынсен ячӗсене сӗнме хушнӑ имӗш. Пурне те пӗлсе тӑракан Александр Белов журналист хӑйӗн черетлӗ статйинче ҫырнӑ тӑрӑх, суйлав вӑхӑтӗнче уйрӑмах палӑрнисене чыслама хатӗрленеҫҫӗ. Кунта ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра кам епле ӗҫленине шута илӗҫ. Наградӑсем тӗрлӗ шайрисем пулмалла.

Хулари депутатсем республикӑн Хисеп грамотине, хисеплӗ ятсене, «Чӑваш Республикин муниципалитет органӗсенче лайӑх ӗҫленӗшӗн» паллӑна, ЧР парламенчӗн, Стройминӑн тата Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн хисеп грамотисене илме тивӗҫ кандидатсене сӗнӗҫ.

Сӑмах май, Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхне Николай Миллина чысланӑ чух та суйлав кӑтартӑвне шута илнӗ тесе калаҫакансем пур.

#депутатсем, #Елчӗк районӗ, #суйлав, #чыслав, #политика, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Депутатсем пукан пайлаҫҫӗ
2017, 04, 01
Депутат пулассишӗн 14-ӑн таран тапаҫланаҫҫӗ
2017, 08, 17
Суйлав бюллетенӗсене мӗнле шутлӗҫ?
2018, 02, 22
Суйлава Элтепер мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе кайнӑ
2018, 03, 18
Мускаври суйлавҫӑсене Чӑваш макаронӗпе илӗртнӗ
2018, 03, 20

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org