Ыран, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш Енре кӑҫал палӑртнӑ Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкне пӗтӗмлетӗҫ. Унтах «Ҫулталӑк ҫемйи» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ пулӗҫ.
Ҫулсерен ирттерекен ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерстви ирттерет. Йӗркелӳҫӗсем конкурс тӗллевӗсенчен пӗри культурӑна упраса хӑварассине ҫемье витӗм кӳнине ӳстересси тесе палӑртаҫҫӗ. «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурса ирттерме вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем те тӳпе хывнине палӑртмалла. Ыран ҫӗнтерӳҫӗ-ҫемьене чысланипе пӗрлех тӗрлӗ номинацире: «Социаллӑ яваплӑ ҫемье»; «Спортпа туслӑ ҫемье»; «Туслӑ ҫемье»; «Пултаруллӑ ҫемье»; «Ӗҫчен ҫемье» — палӑрнисене те чыслӗҫ.
Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 14 ветеранӑн хваттерне хула хыснинчи укҫапа юсанӑ.
92 ҫулти Леонид Петров хваттерне ҫӗнетнӗшӗн питӗ савӑнать. Обой ҫыпӑҫтарнӑ, линулеум сарнӑ, маччана сӑрланӑ кӑна мар, тӗпелте те юсанӑ. Ветеран ку ӗҫрен хӑй те айккинче юлман – лавккара стройматериал суйланӑ.
Леонид Захарович вӑрҫа кайнӑ чухне 17-ре ҫеҫ пулнӑ. Вӑл Китайӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайне ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Максим Андреев каланӑ тӑрӑх, юлашки 3 ҫулта 42 ветеранӑн хваттерне юсанӑ, пӗтӗмпе миллион та 612 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку ӗҫе 2010 ҫултанпах пурнӑҫлаҫҫӗ. Районта халӗ вӑрҫа хутшӑннӑ 91 ветеран пурӑнать.
Паян, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Мускавра иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри волонтерсен форумне Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Унта Шупашкар хулинчи волонтер центрӗн хастарӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки Екатерина Измайлова Владимир Путина Хӑйсен ирӗкӗпе ырӑ ӗҫ тӑвакан кунне официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗшӗн ҫӗршыври мӗн пур волонтер ятӗнчен тав тӑвасшӑн. Тӳрех палӑртар, Волонтер кунне малашне ҫуллен раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗҫ.
Паян Мускавра ҫак уява халалласа концерт пулӗ, унта 15 пин ытла волонтер хутшӑнӗ. Ҫавӑнтах «Раҫҫей волонтерӗ — 2017» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ, паллӑ артистсем сцена ҫине тухса хӑйсен пурнӑҫӗнчи ыркӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ самантсене аса илӗҫ. Унсӑр пуҫне форум вӑхӑтӗнче тавлашу секцийӗсем ӗҫлӗҫ, маҫтӑр-классем пулӗҫ, волонтер юхӑмӗн съезчӗ иртӗ.
Шупашкара «Еврокурава» кайма хатӗрленекен Юлия Самойлова килӗ. Вӑл раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн культура керменӗнче иртекен ыркӑмӑллӑх концертне хутшӑнӗ.
Сусӑр ачасене пулӑшакан мероприяти «Пулӑшма вӑхӑт» ыркӑмӑллӑх марафонӗпе килӗшӳллӗн иртӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунне халаллӗҫ.
Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Юлия Самойлова ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗ, вӑл ятарлӑ хӑна пулӗ. Концертра Шупашкарти чи лайӑх ушкӑнсем те юрлӗҫ. Кунсӑр пуҫне «Хӑвӑн ӗмӗтне ӳкер» ӳнер ӗҫӗсен куравӗ иртӗ.
Концерт 14 сехетре пуҫланӗ. Унта 400-700 тенкӗпе кӗме пулать.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Шупашкар хули илемленсех пырать. Нумаях пулмасть хулара шурӑ тӗслӗ чӑрӑш лартнӑ. Ӑна кӳлмекре арҫынсен мӑнастирӗнчен инҫех мар вырнаҫтарнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ шурӑ чӑрӑш ҫитес вӑхӑтра тата илемленессе шантарать. Ӑна мӗнпе те пулин капӑрлатма палӑртнӑ.
Сӑмах май, хулара темиҫе вырӑнта чӑрӑшсем лартӗҫ. Республика тӳремӗнчи тӗп чӑрӑш ҫӑлтӑрӗсене нумаях пулмасть ҫутнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Хӗрлӗ тӳремре те Ҫӗнӗ ҫул «чиперкки» пулӗ. Ӑна пуҫтарнӑ ӗнтӗ, кӗҫех капӑрлатса пӗтерӗҫ.
«Мир Луксор» кинотеатр умӗнче те чӑрӑш тавра вӑйӑ картине тӑма май пулӗ. Ӑна пӗр банк вырнаҫтарӗ. Ҫав банках Хӗрлӗ тӳремре 6 метр диаметрлӑ Ҫӗнӗ ҫул хӑмпи вырнаҫтарӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Николайпа Дарья Проскун «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнӗ. Вӗсене Чулхулара РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич чысланӑ.
Проскунсен ҫемйи питӗ маттур. Ашшӗпе амӑшӗ виҫӗ ывӑлпа виҫӗ хӗре ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ конкурса хутшӑнса тӑтӑшах ҫӗнтереҫҫӗ. Аслӑ виҫӗ ачи музыка шкулӗнче вӗренет. Вениамин 5 ҫултанпах «Спартак» хоккей клубӗнче вылять. Елизавета вара ал ӗҫӗпе аппаланма юратать.
Ҫемьене орденпа чысланӑ май Михаил Бабич Елизаветӑна та саламланӑ. Вӑл раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 12 ҫул тултарнӑ. Михаил Бабич ӑна чечек ҫыххи тата Раҫҫей историйӗн кӗнекине парнеленӗ.
Пирӗн пата хыпар ҫитрӗ — Геннадий Айхи ҫуралса ӳснӗ Ҫӗньел ялӗнче «Г. Айхи урамӗ» ҫырнине хӑйпӑтса илсе «Ленин урамӗ» ҫине улӑштарнӑ. Ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тесе эпир Ҫӗньял ял тӑрӑхне ҫырупа тухрӑмӑр.
Юрий Васильевич Самарин пире «Г. Айхи урамӗ» тесе ҫырни хӗрринчи пӗр пӳрт ҫинче чӑнах та пӗр хушӑ ҫакӑнса тӑни пирки пӗлтерчӗ. Анчах та ку официаллӑ йӗркепе тунӑ ӗҫ пулман, сӑвӑҫӑн ҫывӑх юлташӗсен пуҫарӑвӗ ҫеҫ. 2006 ҫулти хыпарсене тишкернӗ май (эпир тӗрлӗ ҫӑлкуҫсене асӑрхарӑмӑр) поэта хисеплесе унӑн ятне урам ячӗсенче ӗмӗрлетес тӗлӗшпе сӗнӳсем тӑратнине асӑрхарӑмӑр. Вӑл ҫул, поэт пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлнӑ чухне, тӑван ялӗнче те, Шупашкарта та Геннадий Айхи ятне урамсене пама йышӑннӑ. Шупашкарта ку ӗҫ пурнӑҫланнӑ — паллӑ сӑвӑҫ ятне проспект тивӗҫнӗ.
«Урам ятне улӑштарасси хыпар-хӑнар шайӗнче ҫеҫ пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен официаллӑ хутсенче кун пирки ҫырнине тупаймарӑмӑр», — хуравларӗ Юрий Васильевич. Ҫавах та Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫак ыйтӑва ҫӗнӗрен ҫӗклеме шантарчӗ: «Эсир ку ыйтӑва хускатнӑ хыҫҫӑн урам ятне Г. Айхи ячӗпе хисеплентерес ыйтӑва Ҫӗньял ял депутачӗсен ҫитес ларӑвӗнче пӑхса тухма палӑртрӑмӑр, ҫак урамра пурӑнакансене пухса калаҫас шухӑш патне пырса тухрӑмӑр».
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Кияметдин Мифтахутдинов Пулково аэропортӗнче ют сумкӑна тытнип ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн Александр Белов блогер тата журналист 20 ҫул каяллахине аса илнӗ.
Шупашкарти Советсен ҫуртӗнче (халӗ ӑна Правительство ҫурчӗ теҫҫӗ) темле канашлу хыҫҫӑн журналист ют портфеле йӑтса тухса кайнӑ. Ӗҫе ҫитсен пӑхать те унта долларсемлӗ портмоне тата кӗнекесем асӑрхать. Васкаса каялла вӗҫтерет. Анчах никам та портфель шырамасть иккен. Советсен ҫуртӗнче хуралта ларакан пакунлипе сумкӑна уҫса пӑхаҫҫӗ те вӑл ЧПУн ун чухнехи ректорӗн Лев Кураковӑн пулнине ӑнланаҫҫӗ. Ҫын портфелӗпе кайнине Л. Кураков хӑй те асӑрхаман иккен. Ректор патне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ хыҫҫӑн портфельсене вӗсен хуҫисем ылмаштараҫҫӗ.
Александр Белов ҫырнӑ тӑрӑх, ректорӑн крокодил тирӗнчен ҫӗленӗ портфель пулнӑ, унӑн — самай ансатти.
Ӗнер «Шупашкар Арена» пӑр керменте Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисемшӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешнӗ. Раҫҫей кубокӗн шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнакансен республика ертӳҫи Михаил Игнатьев саламланӑ. Уҫӑ мелпе йӗркеленӗскере Эстонирен, Казахстанран, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен, Монголинчен, Испанирен тата хамӑр ҫӗршывран пуҫтарӑннӑ 147 спортсмен, вӗсенчен ҫиччӗшӗ — хамӑр республикӑран, хутшӑннӑ. Вӗсем 8 ушкӑнра кӗрешнӗ.
Элтепер ҫак кунсенче ҫеҫ Шупашкарта Ирӗклӗ мелпе кӗрешекен хӗрарӑмсен тӗнче кубокӗ пысӑк шайра иртнине аса илтернӗ.
58 килограмчченхи виҫере ӑмӑртса бронза медале Шупашкарти 5-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри физкультура факульетчӗн студентки, Ҫӗрпӳ район хӗрӗ Анастасия Яковлева тивӗҫнӗ. Канаш районӗнче ҫуралнӑ Надежда Федорова 48 килограмлӑ виҫере кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Канаш районӗнчи Шӑхасанта ҫуралнӑ, халӗ Брянск тӑрӑхӗнче пурӑнакан Алина Морева та виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Чӗмпӗр хулинче Шупашкара килекен суккӑрсемпе анланманлӑх сиксе тухнӑ. Поводырь йытӑсемлӗ хӗрпе каччӑна асӑннӑ хулари тӗп автовокзалта контролер тата хуралҫӑсем тытса чарнӑ. Вӗсем ҫамрӑксенчен йытӑсемшӗн билет ыйтнӑ. Лешсем Раҫҫей правительствин ятарлӑ йышӑнӑвӗпе пӗркенме пӑхнӑ, анчах май килмен.
Пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видеона Ютуб видеохостингра вырнаҫтарнине «ZNAK» интернет-хаҫат ҫырса кӑтартнӑ.
«Хӑлат пек сиксе ӳкрӗҫ. Полицейски саккуна хӑй те пӗлмест, ӑна суда памалла», — тенӗ видеора хӗр.
Пӑтӑрмах пирки Чӗмпӗр облаҫӗн прокуратуринче те пӗлеҫҫӗ иккен. Надзор органӗ ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнине ӗнентернӗ. Сусӑрсене кӳрентернипе «Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) общество организацийӗ те кӑсӑкланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |