Раҫҫей культура министрӗн Владимир Мединскин шухӑшӗпе, Шупашкар сахалтан та 200-250 ҫул аслӑрах. Ҫакӑн ҫинчен вӑл Шупашкара иртнӗ эрнекун, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, килсен каланӑ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат ытларикун тухнӑ номерте пӗлтернӗ.
Владимир Мединский Шупашкар хули пулса кайнӑранпа — 550, Чӑваш автономи облаҫӗ чӑмӑртаннӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине уявласа ирттерме туса хунӑ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне ертсе пынӑ. Унта Шупашкар таса та хӑтлӑ хула пулнине, ҫавна май Чӑваш Ен культура министерстви ҫумӗнче кинокомисси йӗркелеме, Мускавран, ытти хуларан паллӑ кинокомпанисене фильмсем ӳкермешкӗн чӗнсе илме сӗннӗ. Ҫавӑн пекех вӑл, историк пулнӑ май, Шупашкар хули 550 ҫулта кӑна пулма пултарайманни ҫинчен асӑннӑ. «Хаяр Иван патша ҫарӗ пуш хирте чарӑнманах ӗнтӗ. Ҫавӑнпа сирӗн ӑсчахсен, археологсен ку ыйтӑва ҫине тӑрса тӗпчемелле. Раҫҫейри ҫӑлкуҫсемпе танах чикӗ леш енчисене те тишкермелле», — палӑртнӑ министр.
Тимĕр Акташ // 9047.2.7161
2019.02.13 14:45 | |
Agabazar // 2332.44.5924
2019.02.13 15:06 | |
Тăнлăр Владимир Мединские! | |
Илле // 1346.66.4794
2019.02.17 09:41 | |
Пире ялан такам айккинчен килсе туса памалла çав! | |
влад маскай // 3957.56.0551
2019.02.19 01:34 | |
Ара, савăнтарчĕ-ха ку хыпар! Атун, ыттисем, пурин пекех, кичеммисем анчах...Кÿршĕ халăхсем 100-шер çулсем те çыртарма именмерĕç мар-и-ха? Паллах, вĕсем хыççăн кайсан"вакка сикни" кăна пулать. Аплах тăвар мар - тĕрĕссине калар. Кÿршĕсем хăйсен хулине 1000 çул партарчĕç, ик-виç укçа тупса. Астăвасса, вĕсем Пулкара 1300-1400 -мĕш çулсенче çеç "хăпарнăскерсем"...пек, татсах кам та пулсан калĕ-ха. Эп те кĕтетĕп. Тавтапуç сире вуланăшăн. |
15-мĕш шкул картишĕнче, малтанхи Чернышевский урамĕнче, Чебоксарка юханшыв сулахай хĕрринче, Шупашкарти Кремль айĕнче, 1969-мĕш çулта архерологсемпе хам та çĕр чаврăм.
Кайран Василий Димитриев историк те хамăр ЧР влаçсем умне çак ыйтуна тăратнă. Шупашкар 13-мĕш ĕмĕрĕнче никĕсленнĕ тесе. Анчах, ЧР влаçĕсем чăваш историксене итлемен, шута илмен.
Халь РФ Культура министрĕ çак çинчен тепĕр хут сĕнет. Çакна шута илсе, тепĕр хут официаллă палăртас - Шупашкар 13-мĕш ĕмĕрĕнче никĕсленнĕ.