Паян календарьпе — хӗллен пӗрремӗш кунӗ. Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Шупашкар капӑрланма тытӑннӑ ӗнтӗ. Паян Республика тӳремне лартнӑ тӗп чӑрӑш йӑлтӑр-ялтӑр йӑлкӑшма пуҫланӑ.
Малашне кашни кун тавралӑх тӗттӗмленсен чӑрӑш ҫинчи 60 ҫӑлтӑр ҫутатма тытӑнӗ. Вӗсене, тӗрлӗ калӑпӑшлӑскерсене, наци эрешӗ евӗр тунӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян хулари Ҫӗнӗ ҫул капӑрлӑхӗсене вырнаҫтарса пӗтермелле пулнӑ. Республика тӳремӗнчи тӗп чӑрӑш ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗччен ларӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗр чӑрӑша савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫутнӑ. Ун чухне Шупашкар анлӑ сарӑлнӑ «Манекен челлендж» флешмоба хутшӑннӑ. Ун чухне акцие 350 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта чутах пысӑк инкек пулман. Макаренко урамӗнчи пӗр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унта вара ҫемье пурӑннӑ.
Юрать, ҫывӑхра ҪҪХПИ ӗҫченӗсем пулнӑ. Вӗсем «Шупашкар» универмаг умӗнчи ҫавра ҫул ҫывӑхӗнче постра тӑнӑ. Ҫурт ҫуннине курсан пакунлисем часрах унта васканӑ.
Владимир Павлов аслӑ лейтенант карта урлӑ каҫса ҫӗмӗрнӗ чӳрече патне чупса пынӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, хӑраса ӳкнӗскер, 5 ҫулти хӗрне тата 13-ри ывӑлне чӳрече урлӑ ӑна тыттарнӑ. Полицейски вара ачасене ӗҫтешне панӑ. Хӑй ҫунакан пӳрте кӗрсе хӗрарӑма урама тухма пулӑшнӑ.
Инспекторсем ҫулӑма сӳнтерме пулӑшнӑ. Анчах ҫурт самай вӑйлӑ сиенленнӗ. Хуралтӑ таврашӗ йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ.
Ачасем Хӗл Мучи пуррине ӗненеҫҫӗ. Унпа калаҫма пулать-и? Паллах! Тӗнче тетелӗнчи пӗр блог йӗркелӳҫисем пӗчӗккисем валли Ҫӗнӗ ҫул парни хатӗрленӗ. Ачасем телефонпа шӑнкӑравласа Хӗл Мучипе калаҫма пултараҫҫӗ.
Блог йӗркелӳҫисем Раҫҫейре пурӑнакансене темиҫе телефон номерӗ сӗннӗ. Вӗсемпе шӑнкӑравласан телефон кӗпҫине Хӗл Мучи тытать, ача унпа калаҫма пултарать. Чӑн-чӑн Хӗл Мучи мар паллах. Ун вырӑнне автоответчик пулӗ, вӑл ачана ыйтусене хуравлама май туса парса пӗчӗк тӑхтавсемпе калаҫӗ.
Пур номерпе те тӳлевсӗрех шӑнкӑравлама пулать. Списокра сирӗн хула ҫук тӑк кирек хӑш номерпе те шӑнкӑравлама май пур. Анчах ун чухне укҫа тӳлеме тивет.
Списокра – 50 ытла хула. Телее, вӗсен йышӗнче Шупашкар пур. Телефон номерӗ: +7(835)223-86-82.
Александр Петрович Малышкин И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсене вӗрентнӗ. Шел, вӑл ытла та ир пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 48 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Вӗрентекен инсульта пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Студентсем ӑна ырӑпа кӑна аса илеҫҫӗ. Вӑл занятисене лайӑх тата интереслӗ ертсе пынӑ, хӑйӗн ӗҫне юратнӑ. Александр Петрович ҫамрӑк специалистсене пулӑшса пынӑ, хӑйӗн ӑсталӑхӗпе ыттисене паллаштарнӑ.
Александр Машлышкинӑн чӗри чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Унпа паян, чӳкӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашнӑ.
Шупашкарта ӗнер, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, халиччен пулман курав уҫӑлнӑ. Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунне халалланӑскерти экспонатсемпе суккӑрсем паллашма пултараҫҫӗ. Экспонатсен илемӗ ҫинчен экскурсоводсем каласа кӑтартнине итлесе мар, хӑйсен аллипе тытса пӑхса, хыпашласа.
Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ курава «ПРОСТРАНСТВО ЛЮБВИ» (чӑв. Юрату анлӑшӗ) ят панӑ. Унта Шупашкарти художниксемпе пӗрлех Мускаврисен ӗҫне те тӑратнӑ. Тӗрлӗ материалтан хатӗрленӗскерсем урлӑ мӗн каланине тытса та ҫавӑрса пӑхса ӑнланма пулать.
«Шкулта пӗрле вӗреннӗ тусӑмӑн куҫ курман ывӑлне ӗнер художество музейӗнчи курава чӗнтӗм. Саша музейра юлашки хут пӗр пилӗк ҫул каялла пулнине пытармарӗ. Куҫ курманнисен итлеме тивет. Хальхи курава вара тытса пӑхма май килчӗ», — тесе ҫырнӑ, тӗслӗхрен, «Чӑвашкино» киностудире тата электрон документацин архивӗн сектор заведующийӗ Вероника Кочешкова паян Фейсбукра.
Республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ ҫынсен йышӗ 1,5 ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал ҫак чирпе нушаланакан 46 ҫын нумайрах. Пӗтӗмпе кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче 277 тӗслӗхе шута илнӗ. Палӑртмалла: юпа уйӑхӗнче 31 тӗслӗх тупнӑ.
ВИЧ-инфекциллисем ытларах Шупашкарта (14 ҫын), Ҫӗнӗ Шупашкарта (10 ҫын), Вӑрмар тата Муркаш районӗсенче (2-шер ҫын), Канаш хулинче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче (1-ер тӗслӗх).
Сӑмах май, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 8-мӗшӗччен Роспотребнадзор ВИЧ-инфекци профилактики енӗпе «хӗрӳ лини» ирттерет. Ыйтусем пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравлама май пур: (8352) 58-51-66, 8-903-358-88-51
Шупашкарта пурӑнакан ҫемьере вуннӑмӗш ача ҫуралнӑ. Ҫак кунсенче Калинин районӗнчи ЗАГС уйрӑмӗ нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшне саламласа ача ҫут тӗнчене килнине ӗнентерекен свидетельствӑна тыттарнӑ.
Колесниковсем вуннӑмӗш тӗпренчӗкне Яков ят панӑ. Ыттисем Павел, Анна, Михаил, Валентин, Кирилл, Анастасия, Артем, София, Тимофей ятлӑ.
Колесниковсем пӗрлешсенех пысӑк ҫемье пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫапах вунӑ ачах ҫуратасса шухӑшламан та. Амӑшӗ Елена халӗ хӑйне питӗ телейлӗ туять. Ара, ҫемьере ӑшӑлӑхпа юрату хуҫаланаҫҫӗ вӗт.
Нумая ачаллӑ амӑшне пепке ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑсӑр пуҫне ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламлӑ открыткине те панӑ.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пӗр ҫурта ишсе антанӑ чухне пӑшал тупнӑ. Камӑн вӑл? Пӑшала хӑҫан пытарнӑ? Хальлӗхе нимӗн те паллӑ мар.
Ку Щорс урамӗнчи кивӗ ҫурта ишсе антарнӑ чухне, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, пулнӑ. «Вӑрттӑн вырӑнта» револьвер тата патронсем тупнӑ.
Ишӗлчӗк ҫурт патне оперативлӑ ушкӑна ҫийӗнчех чӗннӗ. Халӗ вӗсен револьвер тата патронсем ӑҫтан тупӑннине, вӗсене камсем пытарнине уҫӑмлатма тивӗ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче Шупашкарти МТВ-центра панкрута кӑларас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
«Регионсем хушшинчи суту-илӳпе курав центрӗ» акционерсен хупӑ обществине панкрута кӑларма суда тавӑҫпа «Санкт-Петербург» лизинг компанийӗ» тулли мар яваплӑ общество тухнӑ. Вӑл МТВ-центр хӑйӗн умӗнче 77,6 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнине пӗлтернӗ. Суда тавӑҫпа тухнӑранпа лару иртичченхи тапхӑр вӑхӑтӗнчи МТВ-центр 36,6 миллион тенке тавӑрма май тупнӑ-ха, ҫапах та чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ суд ларӑвӗнче Шупашкарти Регионсем хушшинчи суту-илӳпе курав центрне панркута кӑларсах тенӗ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен предприятин пурлӑхӗн баланс хакӗ 150,7 миллионпа, кредитор парӑмӗ 174,2 миллион тенкӗпе танлашни паллӑ.
Конкурс производстви 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗ Алекс Бьерклундӑн «Четыре солдата в поисках мира» драми тӑрӑх лартнӑ спектакле куракан умне кӑларма хатӗрленет. Ку спектакле театр труппи «Пӗчӗк хулари театрсем» федераци проектне хутшӑнса ҫӗнсе илнӗ грант укҫипе лартать.
Сӑнав театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Проворов палӑртнӑ тӑрӑх, театра федераци хыснинчен 5 миллион та 506 пин тенкӗ панӑ, республика та укҫа уйӑрнӑ: 611800 тенкӗ. Ҫак нухратпа театр хальхи йышши ҫутӑ тата сасӑ хатӗрӗсем, сцена эффекчӗсем валли ытти оборудовани, декораци тата тум туяннӑ.
Асӑнса хӑварар, ҫак спектакле театр артисчӗсем Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Чикмере, Чулхулара тата Чӗмпӗрте кӑтартасшӑн. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫитес ҫул Раҫҫейри пӗчӗк хуласен театрӗсен фестивальне хутшӑнасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |