Паян, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурс иртнӗ. Ҫав кунах ӑна пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ.
Хальхинче конкурс хулари таврапӗлӳпе истори музейӗн хӑтлӑ залӗнче иртнӗ. Унта пухӑннисен умне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова, хула депутачӗсен пухӑвӗн депутачӗсем Наталия Добрянская тата Андрей Семенов тухса калаҫнӑ.
Пултаруллӑ ҫемьесене тӗрлӗ номинацире чысланӑ. Ҫапах хула конкурсӗнче Мясниковсене ҫитекенни пулман. Палӑртса хӑвармалла, Александр Владимировичпа Ольга Анатольевна икӗ ывӑл ӳстереҫҫӗ, Станислав — 15 ҫулта, Семен — 7-ре. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин чысне вӗсем Амӑшӗн кунӗ умӗн Шупашкарта иртекен республика шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗҫ. Пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫӗсем — Кузнецовсен ҫемйи — Мясниковсене унта ҫӗнтерме ӑнӑҫу суннӑ.
Ӗнер Пӗрремӗш каналпа «Мужское и женское» телекӑларӑмра кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине сӳтсе явнине эпир ҫӗр каҫах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, чуна ҫӳҫентерекен тӗслӗх кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 35-ри Саша тата унӑн шӑллӗпе арӑмӗ тата ытти ҫывӑх ҫыннисем ҫав каҫ ҫуралнӑ кун тума каҫхи клуба кайнӑ. Пӗр сехет унта пулнӑ хыҫҫӑн вӗсем киле кайма пуҫтарӑннӑ. Вешалка номерне ҫухатнӑскерсен хуралҫӑсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Телекӑларӑма хутшӑннисем каланӑ тӑрӑх, тӗреклӗ хуралҫӑсем канма пынӑ арҫынсене урайне пусса лартнӑ. Чарма хӑтланнӑ Сашӑна та ҫавӑн пек тунӑ.
Ҫӗршыври паллӑ телеертӳҫӗ Алексей Гордон тата Юлия Барановская ертсе пыракан кӑларӑма хутшӑннисем хуралҫӑсем унччен те пуҫтахланнине: пӗринне алӑ хуҫнине, теприне хӗнесе хула айккине кайса янине тата ытти те — каласа кӑтартрӗҫ. Йӗрке хуралҫисем вара хупралҫӑсенех майлӑ пулнӑ имӗш. Клубра пилӗк ҫул ытла ӗҫленӗ Виктория Стражко вӗсене пӗр пек ӑнлантарма хушнине каласа кӑтартрӗ: ҫамрӑк ҫын заведенин правилине пӑснӑ, аллипе сулкалашнӑ, усал сӑмахпа перкелешнӗ.
Телекӑларӑмра илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсемпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ӗнерех тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ.
Шупашкарта троллейбуса такам пӑшалтан пени пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ҫак ӗҫе кам тума пултарнине шыратчӗҫ. Ҫав ҫынна шыраса тупнӑ.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 7 сехет те 45 минутра «Вырӑс драма театрӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ ҫывӑхӗнче пӗр машинӑран такам 19-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса пенӗ. Транспортӑн чӳречи ҫӗмӗрӗлнӗ. Салонра пассажирсем пулнӑ. Вӗсене урӑх троллейбуса куҫарнӑ. Транспорта вара депона илсе кайнӑ.
Ҫав вӑхӑтра иртсе кайнӑ пур машинӑна та палӑртнӑ, тӗрӗсленӗ. Шурӑ тӗслӗ «Шевроле-Круз» йӗрке хуралҫисене иккӗлентернӗ. Халӗ ҫамрӑксен пӗр ушкӑнне тытса чарнӑ. Вӗсен йышӗнче Патӑрьел районӗн каччи, 21 ҫултискер, пур. Следстви шухӑшӗпе, шӑпах вӑл троллейбуса пневматика пӑшалӗнчен пенӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев общество транспортне татти-сыпписӗр ҫӳреттерес ыйтупа канашлу ирттернӗ.
Шупашкартан Ҫӗрпӗве илсе ҫӳрекен маршрут пирки те сӑмах пуҫланӑ. Унти транспорт ҫинче час-часах хак улшӑнса пынине палӑртнӑ. Тепре чухне вӑл 50 е тата 70-100 тенкӗ те пулнине палӑртнӑ. Ку ыйтӑва Михаил Игнатьев ҫирӗп тӗрӗслеве илме хушнӑ.
Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов республикӑра пӗтӗмпе 596 маршруткӑна шута илнине асӑннӑ, вӗсенчен 12 проценчӗ йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пӗлтернӗ. Автобуссен ытларах пайне министерство ҫирӗп тӗрӗслесе тӑнине каланӑ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн пӗр ҫухрӑмшӑн ҫынсен 2,62 тенкӗ тӳлемелле, карттӑпа тӳлес пулсан — 2,09 тенкӗ. Апла пулсан Шупашкара Ҫӗрпӗве ҫитме икӗ хак йӗркеленнӗ, пӗрисем 93 тенкӗ тӳленӗ, теприсем — 74 тенкӗ.
Паян Пӗрремӗш каналпа «Мужское и женское» телекӑларӑмра кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине сӳтсе яврӗҫ.
Вилнӗ арҫыннӑн амӑшӗ телекӑларӑмра каланӑ тӑрӑх, унӑн икӗ ывӑлӗ, кинӗсем ҫав каҫ ҫуралнӑ кун тума каҫхи клуба ҫемьепе кайнӑ.
«Пиллӗксӗр пуҫне урӑх отметка та илсе курман», — антӑха-антӑха калаҫрӗ пысӑк хуйхӑ ҫемьене пырса ҫитни ҫинчен амӑшӗ.
Хуралҫӑ вӗлернин тӑванӗн арӑмӗ каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хуралҫӑсем электрошокерпа та усӑ курнӑ. Хуралҫӑсем арҫын ҫине хӑпарса ларнӑ, арҫын кӑвакарсах кайнӑ. «Васкавлӑ пулӑшу чӗнес вырӑнне нашатырь спирчӗ патне кайрӗҫ, ҫав вӑхӑтра дискотека малалла тӑсӑлчӗ», — ӑнлантарчӗ хӗрарӑм. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӑл каҫхи клубра сахал мар ҫын шар курнӑ имӗш, анчах хуралҫӑсене никам та яаап тыттарман.
Чӑваш Енри пурӑнмалли темиҫе ҫурта халӗ те ӑшӑ паман-ха. Юпа уйӑхӗнчи ҫивӗч ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тунти кунхи планеркӑра хускатнӑ чух яваплисене ку ыйтупа ҫине тӑмаллине асӑрхаттарнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн ЧР Стройминӗ лару-тӑрӑва кунсерен тишкерет, ЧР Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ те тӑрӑма сӑнать. Апла пулин те Ҫӗмӗрлери Щорс урамӗнчи пӗр, Шупашкарти Ленин урамӗнчи 52-мӗш ҫуртсенче тата Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищин общежитийӗнче ӑшӑ паман-ха. Унта ӑшӑ тытӑмне кӗр енне юсама пуҫласа кайнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Иккассинчи икӗ хутлӑ, 12 хваттерлӗ ҫурта та хутма тытӑнман. Ӑна малашне котельнӑй мар, кашни хваттерте вырнаҫтарнӑ наз кӑмакисем ӑшӑтса тӑрӗҫ. Халӗ ҫурта газ кӗртессипе тимлеҫҫӗ.
Ҫӗршыври паллӑ орнитолог, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта пурӑнакан, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче аслӑ методистра ӗҫлекен Александр Яковлев ҫывӑх кунсенче каллех Ямал ҫур утравӗ ҫине тухса кайӗ.
Паллӑ ӑсчах ҫунатлӑ туссене чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ тӗпчет. Ҫак ӗҫе чунтан парӑннӑскере ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне вӗҫӗмех йыхравлаҫҫӗ: Чукоткӑпа Сахалин таранах кирлӗ вӑл.
Ӑслӑлӑх ӗҫӗпе пӗрлех вӑл ытти ӗҫтешӗпе «Птицы Чувашии» кӗнеке валли материал хатӗрленӗ. Сӑмах май, кӗнекене пичете панӑ ӗнтӗ. Халӗ орнитологсем виҫҫӗмӗш том валли материал пухаҫҫӗ.
Александр Яковлевӑн чун ыратӑвӗ те пур. Вӑл экологи хӑрушсӑрлӑхне ҫӗршывра тимлӗх ҫителӗксӗр уйӑраҫҫӗ, экономика ӳсӗмӗ тӑван тавралӑха сыхлассинчен пӗлтерӗшлӗрех тесе пӑшӑрханать.
Тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ паян Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби — Чӑваш Енӗн тӗп хулин «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫ» саммита йышӑнма шанӑҫ тупӑннӑ.
Вӗсен хыпарӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫ» ассоциацин Еврази регонӗнчи уйрӑмӗн виҫҫӗмӗш саммичӗ 2019 ҫулта иртӗ. Анчах вӑл ӑҫта пуласси хальлӗхе паллӑ мар. Хула депутачӗсен ячӗпе нумаях пулмасть ҫыру килнӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар та саммит ирттерме заявка хатӗрлесе ярса пама пултарать.
Халӑх тарҫисем куншӑн савӑннӑ — ара, Чӑваш Ен тӗп хули Шупашкар йӗркеленнӗренпе 550 ҫул ҫитнине 2019 ҫулта анлӑн паллӑ тума хатӗрленет-ҫке-ха. Вӑл халӑхсене пӗрлештерекен пысӑк мероприятипе ҫыхӑнни вара лайӑх кӑна.
Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри чи лайах 100 предприятипе организаци – 2017» конкурсра пӗр номинацире ҫӗнтернӗ. Кермен «Хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени» номинацире палӑрнӑ.
Конкурсӑн эксперт канашӗ Шупашкарти пултарулӑх керменне пысӑк хак панӑ. Тӗплӗнрех каласан, вӗсем керменӗн инноваци хастарлӑхне, хушма пӗлӳ парассин пур енӗпе те ӗҫленине палӑртнӑ. Номинаци ҫӗнтерӳҫине асӑнмалӑх статуэтка тата диплом парнеленӗ.
Палӑртмалла: Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче паянхи кун 300 ытла пӗрлешӳре пултарулӑх ӗҫне йӗркеленӗ. Вӑл 2013 тата 2016 ҫулсенче те конкурса мала тухнӑ.
Шупашкарта Швед киновӗн фестивальне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Культура мероприятийӗ юпа уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑҫта? «Полигон» культура пространствинче.
Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енре пурӑнакансене юлашки ҫулсенче ӳкернӗ лайӑх фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче мелодрамӑсем, хоррорсем, ҫамрӑксен драмисем, документлӑ фильмсем пур.
Ҫак фильмсем пурте тӗнче шайӗнчи кинофестивальсенче ҫӗнтернӗ. Вӗсене курнӑ чухне йӑлтах ӑнланмалла пулӗ: субтитрсене вулама май пур.
Палӑртмалла: ку проект «Содружество» регион аталанӑвӗн фончӗ «Кино музейӗ» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Ӑна Швецин Мускаври посольстви тата Швед институчӗ пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |