Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Марина Карягинӑн ҫӗнӗлле меслетпе ҫырнӑ сӑввисемпе паллаштарӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.03.2018 05:08 | 1640 хут пӑхнӑ
Культура

Пуш уйӑхӗн 31—ака уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта «ГолосА» (чӑв. СасӑсемА) Раҫҫей шайӗнчи поэзи фестивалӗ иртӗ. Геннадий Айхи поэта сума сунине палӑртакан поэзи уявне кӑҫалхипе тӑххӑрмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Фестивале кашни ҫулах пуҫараканни — Мускаври «Мастера литературного перевода» (чӑв. Литература куҫарӑвӗн ӑстисем) гильдинче ӗҫлекен Алексей Прокопьев. Шупашкарсем те пулӑшаҫҫӗ. Игорь Улангин художник фестиваль илемӗшӗн тӑрӑшать, Мария Готлиб культуролог йӗркелӳ мероприятийӗсемшӗн яваплӑ.

Фестивале кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут Марина Карягина поэт хутшӑнать. «Кӑҫал эпӗ икӗ енлӗн те вуланакан сӑвӑпа (хыҫалтан вуласан урӑх хайлав пулса тухать) хутшӑнасшӑн. Ятарласа чӑвашлипе! Экран ҫинче куҫару пулать. Чӑваш чӗлхин шалти хӑватӗнчен тӗлӗнсе пӗтерейместӗп. Тӗнчере урӑх чӗлхепе ик енчен тӗрлӗрен вуланакан хайлавсем пуррине илтмен, Мускаври тӗпчевҫӗ туссем те пӗлмеҫҫӗ. Чӑвашла вара ирӗклӗнех ҫырӑнать», — каласа кӑтартрӗ ҫак йӗркесен авторне Марина Карягина.

Ҫӗнӗлле меслетпе ҫыракан сӑвӑҫ хайлавӗсем самай пухӑннӑ. Фестивальте паллаштаракан сӑвӑсем, палӑртсах калар, палиндром мар. Палиндромсемпе монопалиндромсем Марина Карягинӑн чӑвашла та, вырӑсла та нумай, палиндром-поэмӑсен кӗнекисем те пур. Хальхи вара — ҫӗнӗ талпӑну. «Пӗр вырӑнта хытса тӑмалла мар, тӗнчепе тан ҫӗнӗлле аталанмалла. 20-мӗш ӗмӗртилле ҫырса паянхи вулакана илентереймӗн», — шухӑшлать Марина Карягина.

#Шупашкар, #культура, #фестивальсем, #литература

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем