Шупашкарта ҫитес ҫул 36 ҫула юсама палӑртнӑ. Программӑна хӑш ҫулсем кӗнине палӑртнӑ. Хальлӗхе ку ҫирӗплетнӗ список мар-ха.
«Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» программӑпа килӗшӳллӗн 2018 ҫулта Шупашкарта 36,11 ҫухрӑм ҫула ҫӗнетӗҫ. Кун валли 800 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 70 миллион тенкӗ ытларах.
Хӑш ҫулсене юсамалли пирки ҫынсенчен ыйтнӑ. Авӑн уйӑхӗн варричен сӗнӳсене йышӑннӑ. Ҫак тапхӑрта электронлӑ майпа 127 сӗнӳ янӑ, 58 хутчен шӑнкӑравланӑ. Ҫынсем ытларах Граждан, Кӑкшӑм, Ленин Комсомолӗн урамӗсене, Трактор тӑвакансен проспектне, Лапсар, Склад, Монтаж тӑкӑрлӑкӗсене юсама сӗннӗ.
Шупашкар архитекторӗсем хулари Карл Маркс урамӗнчи Суту-илӳ ҫуртне хирӗҫле лаптӑкра 26 хутлӑ ҫурт тӑвассине хирӗҫленӗ. Кун пирки вӗсем ӗнер, аван уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, хула строительстви енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче каланӑ.
Ҫӳллӗ ҫуртӑн строительствин проекчӗн докуменчӗсемпе килӗшӳллӗн, асӑннӑ лаптӑкра нумай функциллӗ ҫурт хӑпартмалла. Аялти хучӗсенче халӑха пулӑшу паракан предприятисем, темиҫе сийлӗ парковка, чи ҫӳлти хутра ресторан, ытти вара пурӑнмалли хваттерсем пулмалла. Анчах, архитекторсен шухӑшӗпе, кунашкал ҫурт хӑпартма ирӗклӗ вырӑн сахал, мӗншӗн тесен вӑл культура палӑкӗсен хӳтӗлев зонине те йышӑнма пултарать. Апла пулин те Евгений Тертышный тата Станислав Удяков архитекторсем строительствӑна хирӗҫ мар. Хула варринче пурӑнмалли ҫурт сахаллине, ҫавна май каҫсерен кунта ҫын сахал ҫӳренине палӑртнӑ вӗсем. Ку шухӑшпа Альфред Ибрагимов, Владимир Филатов, Александр Шевлягин и Елена Алипова архитекторсем пач килӗшмеҫҫӗ. «Ҫак ҫуртӑн Шалти ӗҫсен министерствин 14 хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртӗнчен ҫӳллӗрех пулмалла мар», — хытарсах каланӑ вӗсем.
Хула администрацийӗн архитектурӑпа хула тӑвас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку строительство тӗлӗшпе татӑклӑ йышӑнӑва архитекторсем хула тӳри-шарипе пӗрле ирттернӗ канашра тӑвӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ шкул хута ямашкӑн ҫӗр харпӑрлӑха илнӗ. Ҫӗнӗ пӗлӳ шкулӗ «Садовый» микрорайонта пулӗ. Унччен ку лаптӑка суд приставӗсем арестленӗ пулнӑ.
Ҫӗнӗ шкулта 1650 ача вӗренӗ. Вӑл 33,9 пин тӑваткал метра йышӑнӗ. Укҫа-тенке ӑҫтан уйӑрассине палӑртсанах ӑна хута яма тытӑнӗҫ.
1650 ачана йышӑнма пултаракан шкулӑн проекчӗ хатӗр ӗнтӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫынсемпе «тӳрӗ лини» ирттернӗ чухне те пӗлтернӗ.
Малтан «Волжский-3», «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче шкул тӑвӗҫ. Унтан тин «Садовый» микрорайонта тума пуҫлӗҫ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑм килте ача ҫуратнӑ. Шупашкарти Ленин районӗнчи ЗАГС пайӗ ачана регистрациленӗ.
Ача чӑнах та килте ҫуралнине кӳнтелен ӗнентернӗ. Вӑл хӗрарӑм ҫӑмӑлланнӑ вӑхӑтра унпа юнашар пулнӑ.
Хӗрарӑм хӗрача ҫуратнӑ. ЗАГС ӗҫченӗсем ҫамрӑк ҫемьене пепке кун ҫути курнине ӗнентерекен свидетельство панӑ.
ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра хӗрарӑм килте ача ҫуратни сайра тӗл пулмасть. 2017 ҫул пуҫланнӑранпа килте ҫуралнӑ тӑваттӑмӗш ачана регистрациленӗ.
Ҫак уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Шупашкарта Алюмини кӑларакансен, унпа тивӗҫтерекенсен тата усӑ куракансен ассоциацийӗн анлӑ канашлӑвӗ иртет. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби паян пӗлтернӗ тӑрӑх, пухӑннисем алюминие хӗртсе ҫыпӑҫтарассипе ӗҫлекен ятарлӑ центрсем хута ярассине сӳтсе явнӑ. Мероприятие Чӑваш Республикин Правительствин Пысӑк залӗнче йӗркеленӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тимӗрсенчен чи ӑнӑҫли тата экологи енчен таси алюмини тесе палӑртнӑ, «Унпа кирек епле тытӑмра та усӑ курма пулать», — тесе каланӑ.
Канашлӑва пухӑннисем Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» предприятире пулса унти ӗҫпе паллашнӑ.
Ыран семинар И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче малалла ӗҫлӗ, унта та специалистсем отрасльти ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явӗҫ.
Канмалли кунсенче моржсем тупӑшӗҫ. Ӑмӑрту Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӑй-хал культурипе спорт управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, моржсем Атӑл хӗрринче пухӑнӗҫ. Старт арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче пуҫланӗ. Пуҫламӑшӗ 12 сехетре.
Старта Чӑваш Ен, Мали Эл, Тутарстан, Удмурт Республикин, Чӗмпӗр тата Чулхула облаҫӗсен, ытти регионсен спортсменӗсем тухӗҫ. Спортсменсене 10 сехетре регистрацилеме тытӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальпе, дипломпа хавхалантарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ишме тухнӑ чи аслӑ тата чи кӗҫӗн ҫынна палӑртӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче хулари урам, тӳрем, чарӑнусен, ҫуртсен ячӗсене паракан, улӑштаракан комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ.
Унта Чӑваш театрӗн тата «Чӑвашкино» йӗркелӳҫине Иоаким Максимов-Кошкинские тата унӑн мӑшӑрне, чӑвашсен пӗрремӗш киноактрисине Тани Юна манма юраманнине палӑртнӑ. Муркаш районӗнчи Исетерккӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ пӗртӑван Алексеевсен ятне Шупашкарти пӗр-пӗр ҫарпа патриот объекчӗн ятне пама йышӑннӑ.
Унсӑр пуҫне тӗп хулари икӗ чарӑнӑвӑн ятне улӑштарма, пӗр микрорайона ят пама калаҫса татӑлнӑ. Малашне «Пир-авӑр комбиначӗ» «Кнутиха» ятлӑ пулӗ. «Ҫветтуй Татиана чиркӗвӗ» чарӑнӑвӑн ятне те терӗсрех ҫырӗҫ: «Пукрав-Татиана соборӗ». Суту-илӳ ярмӑркки хыҫӗнчи микрорайонӑн ячӗ ҫукчӗ, Гладков микрорайонӗ тетчӗҫ ӑна халӑхра. Анчах унта пӗр урам кӑна мар, ҫавӑнпа ят шыранӑ. Комисси членӗсем ӑна малашне «Лакрей микрорайонӗ» теме сӗннӗ. Сӑлтавӗ те паллӑ ӗнтӗ: юнашарах Лакрей вӑрманӗ кашласа ларать.
Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче ӗҫленӗ Елена Шаховӑна Уралти вӑрманта тупнӑ. Ун чухне вӑл сывламан.
Актриса Шупашкарта 10 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Вӑл виҫӗ ҫул каяллах ҫухалнӑ, иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшне СМС-ҫыру янӑ, пӑшӑрханма ыйтман. Хӑй темӗнле ыйтусене татса парас енӗпе ӗҫлет имӗш.
Елена Шаховӑна пултарулӑхне кура РФ Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн премийӗпе чысланӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Екатеринбургри «Волханка» театр центрӗнче ӗҫленӗ.
Актрисӑна Уралти вӑрманта авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тупни пирки МИХсем ҫырнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пусмӑрласа вӗлермен. Халӗ следовательсем ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫа обществин Чулхулари филиалӗ Мускавран Шупашкара килме, Шупашкартан Мускава кайма билет хакӗ йӳнелнине пӗлтерет.
53/54 тата 141/142 номерлӗ пуйӑспа ҫула тухма пассажирсем йӳнӗ хакпа билет туянма пултараҫҫӗ. Плацкарт вакунта билет хакӗ 783 тенкӗрен пуҫланать, купере — 999 тенкӗрен.
Анчах малашне вӗҫӗм ҫавӑн пек пулмӗ. Хаксене вӑхӑтлӑха, юпа уйӑхӗн 31-мӗш таран чакарнӑ.
Пуйӑссен расписанине пӗлес тесен «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществине 8-800-775-00-00 талӑкӗпех шӑнкӑравлама май пур. Карас телефонӗпе шӑнкӑравласан та укҫа илмӗҫ. Тӗнче тетелне тухма юратакансем www.rzd.ru сайта кӗрсе унти «Пассажирам» ярӑмра хӑйсене кирлӗ хыпара тупма пултараҫҫӗ.
Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашск
Раҫҫейри Сурдлимпиада комитечӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева саламлӑ тав ҫырӑвӗ ярса панӑ, унта Элтепере Анастасия Мамлина 23-мӗш ҫуллахи Сурдлимп вӑййисенче медаль ҫӗнсе илнӗ ятпа ырӑ сӑмахсем ҫырнӑ. Кун пирки ӗнер Спорт министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр: япӑх илтекен тата пачах илтмен спортсменсен тӑватӑ ҫулта пӗрре иртекен ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 18-30-мӗшӗсенче Турцири Самсун хулинче пулнӑччӗ. Унта 85 патшалӑхран 2627 спортсмен хутшӑннӑччӗ.
«Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди 199 медаль ҫӗнсе илчӗ. Пирӗн спортсменсен ҫӗнтерӗвӗнче сирӗн спортсменкӑн Анастасия Мамлинӑн тӳпи те пысӑк. Вӑл сӑнӑ ывӑтса бронза медале тивӗҫрӗ», — палӑртнӑ Раҫҫейри Сурдлимпиада комитечӗн президенчӗ Александр Романцев хӑйӗн тав ҫырӑвӗнче.
Палӑртса хӑварар: Шупашкарти спортпа адаптаци шкулӗн вӗренекенӗ хальхинче кӑна мар, иртнӗ Сурдлимп вӑййисенче те палӑрнӑ. Болгарири София хулинче вӑл йӗтре тӗртсе — 5-мӗш, сӑнӑ ывӑтса 8-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хальхинче вара Настя сӑнна 45 метр та 68 сантиметра ывӑтса «бронзӑллӑ» пулчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |