Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Республикӑра

52 ҫулти арҫын «Шупашкар – Мускав» ҫулпа чылай ҫӳрнӗ. Хайхискер ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма юратман ахӑртнех – штраф 130 пин тенкӗ пухӑнса кайнӑ. Анчах водитель парӑма тӳлесе татма васкаман.

Арҫын ҫакна пула машинӑсӑр тӑрса юлнӑ. Унӑн «Мерседесне» приставсем арестленӗ.

Штрафа вӑхӑтра тӳлеменшӗн водителӗн ӳкӗнмелле те пулӗ-тӗр. Ара, куншӑн унӑн тепӗр 150 пин тенкӗ те тӳлеме тивӗ. Хальлӗхе вара, парӑма татиччен, арҫыннӑн ҫуранах ҫӳреме тивӗ: приставсем унӑн иномаркине штрафстоянкӑна илсе кайнӑ.

 

Республикӑра

Мари Элта Шупашкар ҫамрӑкне шыраҫҫӗ. Вӑл юханшыв хӗрне похода кайнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Александр Пименов пӗр талӑк ҫыхӑнӑва тухмасть.

Александр похода кайма юратать. Вӑл темиҫе кун унта ҫуран ҫӳрет. Хӗлле те похода кайма юратать. Мӑнкун умӗн вӑл амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ та кирлӗ ҫӗре, Иван Беляк ятлӑ ял ҫывӑхне, ҫитнине пӗлтернӗ.

Александр Пименов ҫухалнӑ ҫӗрте ӑна ҫӑлавҫӑсем шыраҫҫӗ. Юханшыв пӑрӗ ҫинче ура йӗррисем пур. Тусӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл шыв ӑсма кайнӑ та пӑр айне ӳкнӗ. Ҫӑлавҫӑсем пӑра катаҫҫӗ, анчах хальлӗхе нимӗнле хыпар та ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49017
 

Раҫҫейре

Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Мӑнкун ыркӑмӑллӑх марафонӗ иртет. Вӑл «Пулӑшма вӑхӑт» ыркӑмӑллӑх фондне пулӑшать.

Марафон иртнӗ вӑхӑтра Юрия Славянская тата артистсен ҫемйи Антонпа Виктория Макарскисем чӗрӗ сасӑпа юрласа концерт лартӗҫ. Ҫавӑн пекех сусӑр ачасем, ваттисем патне кайма палӑртнӑ. Мари тата Чӑваш республикисенчи православи ҫамрӑкӗсемпе, нимеҫӗсемпе тӗл пулӗҫ.

Юлия Славянская Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Етӗрне хулисенче пулӗ. Антонпа Виктория Макарскисем Шупашкара ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48013
 

Раҫҫейре

Шупашкарти икӗ канмалли вырӑн хӑтлӑ вырӑнсен федераци реестрне кӗнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтерне.

Реестра Раҫҫейри хуласенчи 125 канмалли вырӑн кӗнӗ. Вӗсен йышӗнчен иккӗшӗ – Чӑваш Енри. Мускав ҫыран хӗрри тата Константин Иванов скверӗ хӑтлӑх кӗртес енӗпе Раҫҫейре палӑрнӑ.

Ку архитекторсен тивӗҫӗ. Вӗсем хӑ йсен пултарулӑхне ҫак шайра кӑтартса Шупашкара юратнине палӑртнӑ. Кунта Шупашкар ҫыннисен тӳпи те пур. Вӗсем хулари чылай вырӑна хӑтлӑх кӗртнӗ чухне айккинче юлман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48980
 

Хулара
https://yandex.ru сайтран илнӗ сӑн
https://yandex.ru сайтран илнӗ сӑн

Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси Шупашкарта пурӑнакан, 18 ҫул тултарман хӗрачана общество вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗшӗн штрафланӑ.

Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 18 ҫул тултарман ҫамрӑка урамра ӗҫнине курнӑ. Кун пирки ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси те пӗлнӗ. Ӗҫ материалӗсене тишкерсен акӑ мӗн паллӑ: вӑл унччен те эрех-сӑрапа айкашнӑ.

Комисси ҫак ӗҫе пӑхса тухнӑ. 18 ҫул тултарман хӗрачана штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне ӑна хӑрушӑ социаллӑ лару-тӑрура пулнӑ тесе палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48982
 

Хулара

Шупашкарти Ҫӗнӗ хула текен микрорайонти урамсенчен пӗрне Чӑваш Енри патшалӑхӑн, политикӑн тата обществӑн паллӑ ӗҫченӗн Илья Проко­пьевӑн ятне пама йышӑннӑ. Ӗслӗ хута республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Илья Прокопьев пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑччӗ. Вӑл ун чухне 91 ҫула кайнӑччӗ. «Пысӑк чун-чӗреллӗ, пултаруллӑ ертӳҫӗн, ячӗ Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн историйӗнче ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑннӑ ҫын», — тесе ҫырнӑччӗ некрологра.

Шӑп та лӑп тепӗр ҫулталӑкран Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Илья Прокпьевӑн ятне асра тытасси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑччӗ. Ҫав хута ӑнлантарнинче Шупашкарти урамсенчен пӗрне Илья Прокопьев ятне парасси пирки те каланӑччӗ.

 

Культура

«ТурСтат» аналитика агентстви Раҫҫейри ҫак ҫуркунне пулакан культура мероприятийӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чи лайӑх 10 мероприяти йышне Шупашкарта йӗркеленекен Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ те кӗнӗ.

Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак йыша Мускаври «Мускав ҫуркунни A Cappella» фестиваль, Питӗрти «Dance Open» балет фестивалӗ, «Клинри ҫуркунне» юрӑ-кӗвӗ фестивалӗ, Мускав облаҫӗнчи «Красногорский», Ленинград облаҫӗнчи «Литературӑпа кино» кинофестивальсем, Пенза облаҫӗнчи «Ылтӑн провинци» театр фестивалӗ, Челябинск облаҫӗнчи «Уралти искусствӑсен эрни» курав, Тамбов облаҫӗнчи С.В. Рахманинов ячӗллӗ музыка фествивалӗ, Шупашкарти М.Д. Михайлов ячӗллӗ балет фестивалӗ тата Чулхула облаҫӗнчи «Чӗресен кӗвви» бард-фестиваль кӗнӗ.

Палӑртса хӑварар, Шупашкарти фестиваль ака уйӑхӗн 12-22-мӗшӗсенче иртет. Ҫав вӑхӑтра «Жизель», «Золушка» «Ромео и Джульета», «Весна священная», «Жар-птица» тата «Чиполлино» балетсене кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне гала-концерт та пулӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҪҪХПИн икӗ стационар посчӗ уҫӑлнӑ. Вӗсене хальхи стандартсемпе килӗшсе тӑмалла тунӑ.

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, постсем Шупашкар ҫывӑхӗнче уҫӑлнӑ. Вӗсем «Атӑл» М-7 тата «Вятка» ҫулсем ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫул-йӗрпе патруль службин 14 инспекторӗ ҫӗнӗ постсенче талӑкӗпех дежурствӑра тӑрӗҫ.

Стационар пунктсенче ҫулпа пыракан транспорт правилӑсене пӑснине палӑртмашкӑн мӗнпур япала пур. Постра, шалта, инспекторсем пӳрне йӗрӗсене илме пултарӗҫ. Ку, тӗслӗхрен, шыраври парӑмҫӑсене тытса чарма май парать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48972
 

Хулара
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хулинчи управленине паянтан ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырӗ. Ку пукана Владимир Хориков полковник йышӑннӑ.

Раҫҫей ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари йӗрке хуралҫисене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Александр Смирнов паллаштарнӑ. Ҫак должноҫа йышӑниччен 50 ҫулти Владимир Хориков Коми Республикин йӗрке хуралӗнче ҫулталӑк вӑй хунӑ, ҫынна хирӗҫле тунӑ преступленисене уҫса паракан уйрӑм пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Унччен малтан вара тӑван тӑрӑхӗнче — Мари Республикинче — тимленӗ. 1991 ҫулта Йошкар-Олари шалти ӗҫсен управленийӗн уголовлӑ шырав уйрӑмӗн оперуполномоченнӑйне вырнаҫнӑ та Мари Эл йӗрке хуралӗнче иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗччен тӗрлӗ должноҫра тӑрӑшнӑ.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекен икӗ кулинара ҫӗршыври Кулинарсен наци ассоциацийӗ хӑйӗн чи пысӑк наградипе — «Знак достоинства» (чӑв. Пархатар палли) кавалер ятпа — чысланӑ.

Халӑх апатланӑвӗнче ӗҫлекенсене хавхалантарма йышӑннӑ наградӑна «Кулинар» тулли мар яваплӑ обществӑн ертӳҫи Лилия Бенда тата «Алексгруп» тулли мар яваплӑ обществӑн «Депо» столовӑйӗн ертӳҫи Надежда Яковлева тивӗҫнӗ. Вӗсене Мускавра иртнӗ «Chef a la Russe» кулинари чемпионатне уҫас умӗн чысланӑ. Сӑмах май, Раҫҫей шайӗнче чемпионата кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ.

Чӑваш Енри кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫине Николай Уездноя Кулинарсен наци ассоциацийӗ Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Кун пирки ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 608, 609, 610, 611, 612, 613, 614, 615, 616, 617, [618], 619, 620, 621, 622, 623, 624, 625, 626, 627, 628, ... 1080
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 27

1937
88
Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ.
1951
74
Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1991
34
Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та