Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен тӗп хулана 5 тоннӑран йывӑртарах машинӑсене кӗме чармашкӑн йышӑну кӑларнӑ. Асӑннӑ документа мэрин официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫапла майпа ҫитес тунтикунран пуҫласа Шупашкара кӗмелли ҫулсем ҫинче – тӗпрен илсен, Вӑрнар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне тата Улатӑр шоссисенче — виҫев тӗрӗслевӗн стационарлӑ пункчӗсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ мобильлӗ комплекса хута ярӗҫ. Вӗсем пурте талӑкӗпех ӗҫлӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, Шупашкар хулине ирӗк илмесӗр кӗнӗ водительсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ, ку статьяпа килӗшӳллӗн йӗркене пӑснисене 5 пин тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ.