Республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи 32-мӗш тата 41-мӗш маршрутсене тытса тӑракан Шупашкарти 2-мӗш пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийӗ ҫур миллионлӑ штраф тӳлӗ. Сӑлтавӗ — ҫул хакне йӳнӗрех тунипе — 22 тенкӗ вырӑнне пассажирсенчен 20 тенкӗ ыйтнипе — ҫыхӑннӑ.
Ку улшӑнусене предприяти ПТК (выр. ЕТК) карточкӑсемпе ӗҫленӗ май йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ хыҫҫӑн тунӑччӗ. 49-мӗшпе 51-мӗш маршрутсем хыҫҫӑн кайса вӗсем пӗтӗмӗшле транспорт карточкисемпе усӑ курма пӑрахнӑччӗ, ҫул хакне 20 тенкӗ таран чакарнӑччӗ. Хула тӳре-шари ҫакна хӑйне май хакларӗ — тӗрӗслевсем ирттерме пуҫларӗ. Ҫапла май предприяти тӗлӗшпе пилӗк административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, кашни тӗлӗшпе 100 пиншар штраф ҫырса панӑ.
Аса илтеретпӗр, чи малтанах ПТК карточкисемпе ҫапӑҫма 49-мӗшпе 51-мӗш маршрутсем пуҫларӗҫ. Ҫакӑншӑн хула влаҫӗсем вӗсемпе килӗшӗве татрӗ. Ку маршрутсем тӑрӑх автобуссем паян та ҫӳреҫҫӗ пулин те вӗсен шӑпи аванах мар. Сӑмахран, 49-мӗш маршрута хупма йышӑннӑ, ун вырӑнне ҫӗнӗ троллейбус маршрутне ярас шутлӑ. Вӑл 22-мӗш номерпа ҫӳрӗ.