Нумай хутлӑ ҫуртран каллех ача ӳксе шар курнӑ. Ашшӗ-амӑшне шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сетка пур чухне тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Анчах ҫакна хӑшӗ-пӗри хӑлхана чикмест.
Хальхинче те инкек шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сеткӑна пула сиксе тухнӑ. Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртӑн улттӑмӗш хутӗнчен арҫын ача тухса ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра хваттерте амӑшӗ те пулнӑ. Ача чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сетка ҫине таяннӑ. Лешӗ чӑтайман, пӗчӗкскер аялалла ӳкнӗ.
Юрать, ача чӗрӗ юлнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ тухтӑрсем ӑна пӑхса тӑраҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейри общество телекуравӗн (ОТР) журналистне интервью панӑ. Малтанах Михаил Васильевич «Шупашкар: 500 ҫул» парк пирки каласа кӑтартнӑ. Элтепер ӑна студентсем валли хута янине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев студент вӑхӑтӗнче шӑпах ҫав паркра хӗре юратса пӑрахнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл пулас арӑмӗпе паллашнӑ чухнехи саманта аса илнӗ.
Интервьюра тата мӗн пирки калаҫнӑ-ха? Элтепер ялсенче никама кирлӗ мар вырӑнсем сахалланнишӗн савӑннине палӑртнӑ. Кашни ялта тенӗ пекех вӑрҫа хутшӑннӑ ҫынсене халалласа палӑк лартаҫҫӗ.
Юлашкинчен Элтеперпе журналист кӳлмеке кайнӑ, хӑнана ҫав илемлӗ вырӑнпа паллаштарнӑ. Михаил Васильевич ҫакӑнтан ӗҫе велосипедпа каять-мӗн, каялла та ҫаплах килет. Пирӗн Элтепер ӑҫта канма юратнине пӗлес килет-и? Алтайра. Хӗлле вара – республикӑра. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑна туристсем ытларах килме тытӑннӑ. Вӗсене Атӑл, кунти экологи килӗшет-мӗн.
Шупашкарти Грасис урамӗнчи общежити ишӗлме тытӑннӑ. Кирпӗч арканма тытӑнсанах вырӑна полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ.
Ку общежити кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ. Грасис урамӗнчи 4-мӗш ҫуртӑн кирпӗчӗ ута уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ишӗлнӗ. Вырӑнта ИӖМ, полици, васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем пулнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Унта пурӑнакансене вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре куҫарма палӑртнӑ. Анчах пурне те мар, йӑтӑнса анма пуҫланӑ стена енчисене ҫеҫ. «Озон» управляющи компанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртӑн стенине пӗлтӗр ҫирӗплетмелле пулнӑ. Анчах конкурс хӗлле иртнӗ, ҫавна май юсава куҫарнӑ.
Мускав политехника университечӗн Шупашкарти институтӗнче вӗренекен Владимир Сетнеров РФ Президентӗнчен Владимир Путинран тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Мӗншӗн? Владимир кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ тӗп мероприятисене йӗркеленӗ чухне нумай пулӑшнӑ.
Владимир Сетнеров Раҫҫейри чи лайӑх 200 нимеҫӗ (волонтер) йышне кӗнӗ. Ун умӗн унӑн ҫирӗп конкурс витӗр тухма тивнӗ. Шӑпах чи маттуррисем Мускаври Хӗрлӗ тӳремри Ҫӗнтерӳ парадне тата Севастополь хулинчи ҫар-тинӗс парадне йӗркелеме пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех «Вилӗмсӗр полк» пӗтӗм тӗнчери акцие йӗркеленӗ ҫӗре хутшӑннӑ.
Палӑртмалла: Владимир Сетнеровпа пӗрле патриотлӑх мероприятийӗсене Шупашкарти медицина колледжӗн студентки Татьяна Васильева, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн вӗренекенӗ Анастасия Соколова та хутшӑннӑ.
Шупашкар хулинчи Ленин район прокуратуринчен Гагарин урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пурӑнакансенчен пӗри ҫӑхавпа ҫитнӗ. Вӑл хӑйсен ҫуртӗнче вырнаҫнӑ атӑ-пушмак лавкки шавлать тесе евитленӗ.
Атӑ-пушмак сутакансен ӗҫне прокуратура тӗрӗсленӗ. Чӑн та, лавкка нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансен сывлӑхне сиен кӳрет иккен. Сасӑпа хӑйсен таварне рекламӑланипе ҫуртрисене канӑҫсӑрлантарни пирки унтисем маларах та шалӑп ҫырнӑ. Ун чухне усламҫӑна Ленин район администрацийӗн суту-илӳ секторӗн ӗҫченӗсем апла хӑтланма юраманнине асӑрхаттарнӑ-ха. Анчах пӗр хӑлхаран кӗрсе тепринчен тухса кайнӑ пулинех: хальхинче прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хутсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухса усламҫӑна явап тыттарӗ.
Шупашкар хули Японири Нагасаки тата Китайри Аньхой провинцийӗнчи Хэфэй хулипе ҫывӑхланма ӗмӗтленет. Хуласем хӑш енӗпе тачӑ килӗштерсе ӗҫлесси хальлӗхе паллӑ мар. Анчах ку ыйтӑва ӗнер Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн президиумӗнче хускатнӑ.
Маларах Шупашкар Беларуҫ Республикинчи Гродно, Венгринчи Эгер, Намибинчи Рунду, Кубӑри Санта-Клара хулисемпе юнташланнӑ.
Ҫакна та аса илтерер, Шупашкарта Республика кунӗнче кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла кӑна мар, Китай чӗлхипе саламлама Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑччӗ. Шупашкара ун чух Китайран пысӑк делегаци килнӗччӗ. Китай Халӑх Республикинчи Аньхой провинцийӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ те пирӗн патра хӑнара пулнӑччӗ. Вӗсем Республика кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑннӑччӗ.
Паян Шупашкарта ҫарпа транспорт самолечӗ анса ларнӑ. Аэропортра ИЛ-76 ларнине паян хула ҫыннисем асӑрханӑ. Вӗсемех «На связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) портала самолета ӳкерсе ярса панӑ.
Форума кӗрекенсен портала сӗннӗ ӳкерчӗксенче самолет курӑнать. Ҫарпа транспорт самолечӗсӗр пуҫне полици ӗҫченӗсем, Шалти ӗҫсен министерствин машинисем йышлӑ пулнӑ.
Хӑшӗ-пӗрисем шухӑшланӑ тӑрӑх, аэропорта анса ларнӑ борт ҫӗршыв ертӳҫисене кӗтсе илме кирлӗ оборудовани илсе килнӗ. Пирӗн регионпа кӳршӗллӗ республикӑна ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗршыв ертӳҫисем килмелле текен сас-хура та ҫӳрет. Вӗсем унта ҫитес кунсенче ҫитмелле имӗш. Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Мари Эл республикӑна Шупашкар урлӑ каймалла тесе калаҫакансем те пур.
Шупашкарта ҫӳллӗ хутран хӗр ӳкнӗ. Юрать, 18 ҫулти пике вилмеллех аманман.
Ҫакскер селфи тума шухӑшланӑ та балкона тухнӑ. Ку Граждан урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Пике 5-мӗш хутран ӳксе асамлӑ майпа чӗрӗ юлнӑ. Инкек вырӑнне васкавлӑ медпулӑшу тата полици килнӗ.
Йывӑр суранланнӑ хӗре пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ ӑна сиплеҫҫӗ.
МЧС асӑрханулӑх пирки аса илтерет: ҫӳллӗ хутран селфи тума юрамасть. Кадр туса пурнӑҫпа сывпуллашасси те инҫех мар.
Шупашкарта икӗ хутлӑ экскурси автобусӗсем ҫӳретме тытӑнасшӑн. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «City Sightseeing Moscow» компани президенчӗпе Сергей Лаврентьевпа, «City Sightseeing Kazan» ертӳҫипе Музаффара Собержановпа калаҫнӑ.
Хӑнасем хулапа паллашнӑ. Экскурси хыҫҫӑн вӗсем хула лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ. Проекта тӗрӗс йӗркелесен Шупашкар Атӑл ҫинчи туризм центрӗ пулассине пӗлтернӗ.
Икӗ хутлӑ автубуссем ярсан экскурси маршручӗ 1 сехете яхӑн тӑсӑлассине пӗлтереҫҫӗ. Билет хакне пӗр талӑк ҫухатмӗ. Пӗр сӑмахпа, туристсем пӗр чарӑнура тухса хулапа паллашма, кайран каллех автобуса ларма пултараҫҫӗ.
Автобуса 55 ҫын вырнаҫӗ. Сусӑрсем валли ятарлӑ вырӑнсем пулӗҫ.
Пӗтӗм тӗнчери официаллӑ тупӑшусенче пирӗн ҫӑмӑл атлетсем икӗ ҫула яхӑн ҫӗнтермен. Нумаях пулмасть вара Клавдия Афанасьева ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Европа ӑмӑртӑвӗнче мала тухнӑ. Вӑл 20 ҫухрӑмлӑ дистанцие хӑвӑрт утса ылтӑн медаль илнӗ.
Клавдия нейтраллӑ ялавпа тупӑшнӑ. Малтанах вӑл майӗпен утнӑ, кайран хӑвӑртлӑха ӳстернӗ. Юлашкинчен Испанири Мария Персран иртсе кайнӑ. Мария финиша иккӗмӗш ҫитнӗ.
Клавдия Польшӑри Быдгоще поселокӗнче иртнӗ ӑмӑртура дистанцие 1 сехет те 31 минут та 41 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Сӑмах май, 21 ҫулти пике Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче вӗренет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |