Оксфорд университетӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, крокодилсен 50% ытла йышӗ умӗнче паянхи кун вилсе пӗтес хӑрушлӑх тӑрать. Енчен те ҫак чӗрчунсем вилсе пӗтес пулсан ҫакӑ экологи катаклизмӗ патне ҫитерме пултарать.
Экологсем шутланӑ тӑрӑх, ҫак рептилисен йышӗ 38% таран ҫитес ҫӗр ҫул хушшинче ҫухалма пултарать. Ҫак хӑрушлӑх ытларах енӗпе Азинче палӑрать.
Пурӑнма юрӑхлӑ вырӑнсем чакни, браконьерсем алхасни, шыв-шурсене пӗвелени, ҫавӑн пекех пулӑ тытмалли хатӗр-хӗтӗрпе усӑ курни шӑван-ҫӳренсемшӗн питех те вӑйлӑ сиен кӳнӗ иккен.
Тӗпчевҫӗ шухӑшӗпе, крокодилсем вилсе пӗтес пулсан, ҫутҫанталӑкра питӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине пула вӗсен хыҫҫӑн юлакан экологире ҫухатусем ытла та пысӑк пулмалла.
Тӗслӗхрен, Филиппин крокодилӗсен апат-ҫимӗҫӗ шутне ял хуҫалӑха сиенлекен инвазивлӑ улма шуйттан мӑйракисем кӗреҫҫӗ. Китай аллигаторӗсене пула вара ҫӗр айӗнчи шӑтӑксем йӗркеленеҫҫӗ, вӗсенче кайран тӗрлӗ чӗрчунсем хӳтлӗх тупаҫҫӗ.
Ӗнер ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре, Муркаш районӗнчи Рыкакасси ялӗ ҫывӑхӗнче Шупашкар еннелле каякан машина икӗ пӑшие ҫапса хӑварнӑ.
Водитель аманман, машина вара самаях сиенленнӗ. Шел те, пӑшисене ҫӑлма май килсен. Вӗсем ҫавӑнтах вилнӗ.
Водителӗн патшалӑха кӳнӗ тӑкакшӑн тӳлеме тивӗ. Пӗр пӑшишӗн 80 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Анчах ку тӗслӗхре водитель укҫана хӑйӗн кӗсйинчен кӑлармӗ. Вӑл машинӑна страхланӑран тӑкака страхлав компанийӗ тӳлӗ.
Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав службин специалисчӗсен темле лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене те пулӑшма тивет. Тепӗр чухне килти чӗрчунсене те ҫӑлавҫӑсем пулӑшни кирлӗ пулса тухать.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакансем ванна пӳлӗмӗнче кушак джакузи айне кӗрсе кайнине пӑлханса пӗлтернӗ. Мӗнтарӑн чӗрчунӗ каялла тухасшӑн иккен, анчах пултараймасть.
Ҫӑлавҫӑсем кушака пулӑшма тухса кайнӑ. Джакузи айӗнчен туртса кӑларнӑ кушак хӑй ҫӑлӑннишӗн питех те савӑннӑ тесе ӗнентереҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем.
Шупашкарта «Садовый» тата «Байконур» микрорайонсен хушшинче хир сысни ҫӳренине асӑрханӑ. Вӑл пӗчченех пулнӑ.
Специалистсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӑна апат-ҫимӗҫ юлашкийӗсем илӗртме пултарнӑ. Тепӗр тесен, ҫав вӑрманлӑ ҫырма тискер чӗрчунсемшӗн лайӑх вырӑн. Унта вӗсем пурӑнаяҫҫӗ. Анчах ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмаҫҫӗ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта хир качаки Мускав проспектне тухнӑ. Шел, ӑна машина ҫапса хӑварнӑ, чӗрчун вилнӗ. Хир качакисем унашкал вырӑна тухсан ҫухалса каяҫҫӗ, унталла-кунталла чупма пуҫлаҫҫӗ, стреса пула та вилме пултараҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта качакана ҫӑлнӑ. Вӑл канализаци ҫӑлне кӗрсе ӳкнӗ те тухайман.
Ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав 17 сехет те 17 минутра ҫитнӗ. Вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленноҫ урамне часах ҫитнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем альпхатӗрпе усӑ курса качакана канализаци ҫӑлӗнчен туртса кӑларнӑ. "Хӑраса ӳкнӗ, анчах ҫӑлран тухнипе савӑннӑ качака тав тума манчӗ. Часрах хӑйӗн ялне, киле, чупса кайрӗ", - шӳтленӗ ҫӑлавҫӑсем.
Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑра ҫӗленсем йышланса кайрӗҫ. Унччен вӗсем вӑрманлӑ вырӑнсенче пурӑннӑ пулсан халӗ ялсенех пырса кӗреҫҫӗ, кил хушшинче шуса ҫӳреҫҫӗ, уҫӑ алӑк пулсан ҫурта та кӗреҫҫӗ.
Ҫӗлен сӑхнипе ҫичӗ ҫынна (ҫав шутра икӗ ача пулнӑ) тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Вӗлле хурчӗ тата сӑпса сӑхсан та тепӗр чух ҫынсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ. Кашни ҫыннӑн организмӗ тӗрлӗрен, хӑшӗсен аллерги шокӗ пуҫланать, ҫын сывлайми пулса ларать.
Чӑваш Енре хир качакисен шучӗ нумайланнӑ. Ку хыпара республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пӗлтерет. Ҫавна май ҫак чӗрчуна 2020 ҫултан тытӑнса пирӗн тӑрӑхра тытма ирӗк параҫҫӗ. Анчах шутран ытла мар. Сунарҫӑсем пӗлтӗр 13 хир качаки тытнӑ.
Ҫутҫанталӑка сыхлакансене пӑшӑрхантараканни те пур. Кӑҫал хир качакисем ҫул ҫинчи инкеке самайӑн лекнӗ. Ҫур ҫулта 10 чӗрчун машина умне сиксе тухса вилмеллех аманнӑ.
Хуҫасӑр йытӑсем те хир качакисене тапӑнаҫҫӗ. Вӗсем кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче 20 чӗрчуна вӗлернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхи 6 сехет ҫурӑра Куславкка районӗнчи Карач ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, "Лада Калина" пӑшие ҫапса хӑварнӑ. Машинӑн малти кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ. Салонри ҫынсем, телее, чӗрех юлнӑ.
Пӑши те чӗрех. Анчах чӗрчун авари хыҫҫӑн ҫул ҫинчен тӑрса тарайман. Унӑн ури хуҫӑлнӑ.
Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра республикӑри ҫулсем ҫинче пӑшие ҫапса хӑварнӑ тӗслӗх темиҫе те пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере килсӗр чӗрчунсем валли приют тӑвасшӑн. Хула администрацийӗ проектпа смета документацине хатӗрлемешкӗн 6,8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Документсене кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Приюта вара ҫитес ҫул, 2023 ҫулта, тума тытӑнмалла. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та Ҫӗмӗрлере приют тӑвасси пирки унччен сӑмах хускатнӑ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче вӑл унта ҫулталӑкран килсӗр чӗрчунсене вӑхӑтлӑх тытмалли вырӑн пуласса шантарнӑ. Пӗтӗмпе 150 чӗрчун вырнаҫмалӑх пулмалла.
Сӑмах май, кӑҫал пӗрремӗш кварталта республикӑра хуҫасӑр 466 чӗрчуна тытнӑ.
Чӑваш Енре хир сыснисен йышӗ 10 хут чакнӑ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет. Ҫавна май кӑҫал хир сыснисене пеме юрамӗ.
2021-2022 ҫулсенче Африка мурӗ сарӑлас хӑрушлӑх пуррипе ҫак чӗрчуна персех тӑнӑ. Хир сыснисен йышӗ ҫакна пула чакнӑ.
Хир сыснисен хисепӗ ытти сӑлтава пула та сахалланнӑ. Тӗслӗхрен, вӗсене ҫул ҫинче ҫапса кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |