Китайӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи Юньнань провинцийӗн влаҫӗсем кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа миграцине тухнӑ тискер слон кӗтӗвне пула ҫак тӑрӑхра пурӑнакан 150 пин ытла ҫынна эвакуациленӗ. Кун ҫинчен «Xinhuanet» агентство пӗлтерет.
Унӑн информацийӗ тӑрӑх, ази слонӗсем ҫулҫӳреве кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тухнӑ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа чӗрчунсем 1,3 пин ытла ҫухрӑм утнӑ, вӗсем ҫывхарнине курсан вырӑнти ҫынсене вӑхӑтлӑха куҫарнӑ.
Пысӑк кӳлепеллӗ чӗрчунсене ҫӗр ҫинчен те, сывлӑшран та, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе те сӑнанӑ. Кӗтӳ куҫнӑ май слонсем валли апат хӑварса пынӑ. Агентство палӑртнӑ тӑрӑх, слонсем пӗтӗмӗшле 110 кун хушшинчи ҫулҫӳревре вӗсене валли хатӗрленӗ 180 тонна апата ҫисе янӑ. Слонсене сӑнаса пымашкӑн пурӗ 25 пин ытла полицейскине явӑҫтарнӑ, 973 пилотсӑр вӗҫекен аппаратпа усӑ курнӑ, ку тапхӑрта 15 пин ытла васкавлӑ пулӑшу машини ӗҫленӗ, 150 пине яхӑн ҫынна эвакуациленӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, слонсен ҫакнашкал ҫулҫӳревӗ кӳнӗ сиен тӑкакӗ миллионшар долларпа танлашнӑ. Ҫав вӑхӑтрах, вӗсене Китай патшалӑхӗнче ҫӳллӗ шайра сыхланине пула, слонсене ни вӗлерме, ни транспорт ҫине тиесе куҫарма, унсӑр пуҫне алӑпа тӗкӗнме те юраман пулнӑ.
Якутире Ваҫка ятлӑ хура кушак аҫи тискер упана хирӗҫ тӑрса тискер кайӑка хуҫисем йӗркеленӗ лагерьтен хӑваласа янӑ. Чӗрчуна хирӗҫ тӑнине ӳкернӗ видеопа Life Shot Telegram-канал паллаштарать.
Кадрта хӑмӑр упа ҫынсен канмалли вырӑнне пырса тухни курӑнать. Тискер кайӑка кӑвайт ҫинче хатӗрлекен апат шӑрши илӗртнӗ пулас. Апла пулин те тискер кайӑкӑн апат патне те, канакансем патне те ҫитме май килмен — ун ҫулӗ ҫине Ваҫка кушак аҫи тухса тӑнӑ.
Хӑйӗн тӑшманӗ кӳлепипе темиҫе хут пысӑкрах пулнӑ пулин те, Ваҫка каялла чакман, ҫурӑмне авса, упа ҫине ҫилӗллӗн чашкӑрса тӑнӑ. «Ваҫка, лӑплан! Пире ун чухлӗ аш кирлӗ мар!» — шӳт туса илнӗ кушак аҫине ӳкерекен хуҫи. Раҫҫей ҫынни хӑйӗн кушакне чӗнсе илме хӑтланнӑ, анчах лешӗ вырӑнтан та тапранман.
Упа темиҫе хут та кушака хирӗҫ урипе хӑмсарса илнӗ, хыҫалти урисем ҫине хаяррӑн тӑнӑ, ҫапах та юлашкинчен харсӑр кушакпа тытӑҫас мар тенӗ пулас та, каялла, вӑрманалла кӗрсе кайнӑ. Кушак хуҫине самай тӗлӗнтернӗ, вара вӑл ӑна «чи пысӑк аш татӑкӗпе» хӑналама сӑмах панӑ.
Етӗрне районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма урнӑ тилӗ ҫыртнӑ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Етӗрне хулинчи Тимерязев урамӗнче пурӑнакан хӗрарӑм ҫӳп-ҫап йӑтса тухнӑ. Хайхискер контейнер патӗнче тилӗ ларнине курнӑ. Чӗрчун ӑна тапӑннӑ та ҫыртса илнӗ.
Хӗрарӑм районти пульницӑна пулӑшу ыйтма кайнӑ. Ҫав кунах контейнер патӗнче тилӗ виллине тупнӑ. Ӑна хутаҫа чиксе тӗпчев тума янӑ. Вырӑна дезинфекциленӗ. Халӗ паллӑ: тилӗ чӑнах та урнӑ чирпе аптӑранӑ.
Етӗрне хулинче – карантин. Ҫакна урнӑ чире пула йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Хушура палӑрнӑ тӑрӑх, Етӗрне хули тӑрӑхӗнче карантин ятарлӑ хушу тухиччен тӑсӑлӗ. Урнӑ чир ҫӑлкуҫне Тимирязев урамӗнчи 20-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ ҫӳп-ҫап контейнерӗнче тупнӑ.
Карантин вӑхӑтӗнче хуларан чӗрчунсене илсе тухма, вӗсене илсе килме, тӑватӑ ураллӑ туссен куравне, ытти мероприятие йӗркелеме юрамасть. Ҫавӑн пекех тискер чӗрчунсене зоопарк валли тытма чарнӑ.
«Ергаки» наци паркӗнче упа туристсен ушкӑнӗ ҫине тапӑннӑ хыҫҫӑн пӗр ҫамрӑк ача вилнӗ, тепри аманнӑ. Кун пирки журналистсене вырӑнти ИӖМ-ӗн тӗп комитетӗнче пӗлтернӗ.
«13 ҫынтан тӑракан туристсен ушкӑнне упа тапӑннӑ хыҫҫӑн икӗ ҫын шар курнӑ, вӗсенчен пӗри, 16 ҫулти ҫамрӑк ача, вилнӗ», — каласа панӑ ведомствӑра.
ИӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра туристсене маршрутран кӑлараҫҫӗ. Красноярск крайӗпе Хакассин Тӗпчев комитечӗн управленийӗ чӗрчун ҫынсем ҫине мӗн сӑлтавпа тапӑннине тӗпчеме пуҫланӑ. Вырӑна следствипе операци ушкӑнӗ тухса кайнӑ.
Каярахпа «Ергаки» ҫутҫанталӑк паркӗн ӗҫченӗсем чӗрчуна персе вӗлерни пирки пӗлтернӗ.
«Чӗрчун чӑн та асӑрханусӑр ҫӳренӗ, хаярскер пулнӑ — госинспекторсене хӑвалама тытӑннӑ, вӗсенчен пӗри ҫине тапӑнма хӑтланнӑ. Нумай сехет хушши йӗрленӗ хыҫҫӑн ҫынҫиен упана паркри ӗҫченсем персе пӑрахнӑ», — ҫапларах пӗлтернӗ.
Парк директорӗн Игорь Грязинӑн шучӗпе, кунашкал упа килсе тухни сивӗ ҫанталӑкпа тата тарӑн юрпа ҫыхӑннӑ — вӗсене пула чӗрчунсем ҫителӗклӗ тӑранаймаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне коммерциллӗ палатка лагерӗн ҫыннисем официаллӑ туризм маршрутӗнчен пӑрӑнса аякри ҫулпа кайма шут тытнӑ.
Шупашкар районӗнче, Шупашкарта пӑши чупса ҫӳренине асӑрханӑ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхине Алькеш поселокӗнче ҫынсем пӑши ҫӳренине асӑрханӑ. Ку Вӑрман урамӗнче пулнӑ. Ирхи 6 сехетре урамра ҫынсем те курӑнман-ха, пӑши вара пӗчченех уткаланӑ. Чӗрчун харпӑр ҫуртсем патӗнчен иртсе кайнӑ.
Кайран ҫынсем ҫав пӑши Кӳкеҫ еннелле чукун ҫул патнелле утнине курнӑ. Юрать, чӗрчунран никам та шар курман.
«Йӗкехӳреллӗ хуласен» танлаштарӑмӗнче Чикаго ултӑ ҫул ӗнтӗ чи малти вырӑна йышӑнать.
Tree House общество организацийӗ «Кушак ӗҫӗ» компание ирттернӗ май 2021 ҫул тӗлне Чикагора пурӗ пин кушак кӑларса янӑ. Чӗрчунсене вӗсем 2012 ҫултанпа хула районӗсене шӑшисемпе йӗкехӳресенчен хӑтарас тӗллевпе илсе килсе яраҫҫӗ.
Tree House-а лекнӗ хыҫҫӑн кушака малтан ҫуса тасатаҫҫӗ, кастараҫҫӗ, кайран вара кӑшлакан чӗрчунсем йышлӑ ӗрченӗ ҫурта е коммерциллӗ пӳлӗме пурӑнма яраҫҫӗ. Ҫурт-йӗр хуҫисен кушака апатпа, шывпа тивӗҫтермелле, вӗсене пӑхсах тӑмалла. Организаци пайташӗсем шухӑшӗ тӑрӑх, экологи енчен пӑхсан, йӗкехӳресемпе кӗрешме кушаксемпе усӑ курни наркӑмӑшланинчен лайӑхрах.
Tree House ҫакна та палӑртать: ку программӑра вӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула приюта каялла леҫме май ҫук кушаксемпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Тӗслӗхрен, вӗсен малтанхи ҫуртне ишнӗ пулсан. Унсӑр пуҫне, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа паракан хыпарта вӗсем ҫакна палӑртаҫҫӗ: программӑра вӗсем кил таврашӗнче пурӑнма хӑнӑхман, тискерленсе кайнӑ кушаксене ҫеҫ явӑҫтараҫҫӗ.
Tree House ӗҫченӗ Сара Лисс каласа панӑ тӑрӑх, клиентсене йӗкехӳресем нумайланса кайни питӗ килӗшмест.
Кӑҫал кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче республикӑра 11 ҫын тискер чӗрчун ҫыртнинчен шар курнӑ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Ведомство санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗпе паллаштарнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, тискер чӗрчунсем ҫынсене ҫыртнӑ тӗслӗх икӗ хут нумайланнӑ. Пӗлтӗр 6 ҫын шар курнӑ пулсан кӑҫал – 11.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта чӗрчунсем 556 ҫынна ҫыртнӑ. Вӗсенчен 128-шӗ – ачасем, 428-шӗ аслӑ ӳсӗмрисем.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче хуҫасӑр йытӑсене усрамалли приют уҫӗҫ. Ку хыпара Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ.
Республика ертӳҫи ӗнер Шупашкар районӗнче пулнӑ. Ҫавна май вӑл приюта хатӗрленипе те паллашнӑ.
Сӑмах май каласан, кӳкеҫсем хуҫасӑр йытӑсем йышлине тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче тӑтӑшах пӗлтеретчӗҫ. Ун пеккисем ытти тӑрӑхра та пур. Йытӑсене персе пӑрахма юрамасть – чӗрчунсене хӳтӗлекенсем ҫакӑн пирки вӗҫӗмех сӑмах хускатаҫҫӗ.
Приют тума республика хыснинчен укҫа уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Пурӗ 8 миллион тенкӗ. Хуҫасӑр йытӑсене район центрӗнчи ветеринари станцийӗ пулнӑ вырӑнта усрӗҫ. Малтанласа унта 15 йытӑ усрамалӑх вырӑн пулӗ, республика хыснинчен укҫа уйӑрсан – 150 йытӑлӑх.
Приютра ӳлӗмрен ҫулталӑкне 3 пине яхӑн йытта стерилизацилеме, вакцинацилеме тата сиплеме май килӗ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра икӗ ача йытӑ ҫыртнинчен шар курнӑ. Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗри – Шупашкартан, тепри – Сӗнтӗрвӑрринчен.
Иртнӗ эрнере тухтӑрсем патне йытӑсенчен шар курнӑ тӑватӑ ҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – шӑпах ҫак ачасем. Шупашкарти 3 ҫулти арҫын ачана йытӑ ҫыртнӑ. Сӗнтӗрвӑрринче 11 ҫулти арҫын ача йытӑран шар курнӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа васкавлӑ медицина службинчен 52 ҫын чӗрчун ҫыртнӑ хыҫҫан пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |