Оксфорд университетӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, крокодилсен 50% ытла йышӗ умӗнче паянхи кун вилсе пӗтес хӑрушлӑх тӑрать. Енчен те ҫак чӗрчунсем вилсе пӗтес пулсан ҫакӑ экологи катаклизмӗ патне ҫитерме пултарать.
Экологсем шутланӑ тӑрӑх, ҫак рептилисен йышӗ 38% таран ҫитес ҫӗр ҫул хушшинче ҫухалма пултарать. Ҫак хӑрушлӑх ытларах енӗпе Азинче палӑрать.
Пурӑнма юрӑхлӑ вырӑнсем чакни, браконьерсем алхасни, шыв-шурсене пӗвелени, ҫавӑн пекех пулӑ тытмалли хатӗр-хӗтӗрпе усӑ курни шӑван-ҫӳренсемшӗн питех те вӑйлӑ сиен кӳнӗ иккен.
Тӗпчевҫӗ шухӑшӗпе, крокодилсем вилсе пӗтес пулсан, ҫутҫанталӑкра питӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине пула вӗсен хыҫҫӑн юлакан экологире ҫухатусем ытла та пысӑк пулмалла.
Тӗслӗхрен, Филиппин крокодилӗсен апат-ҫимӗҫӗ шутне ял хуҫалӑха сиенлекен инвазивлӑ улма шуйттан мӑйракисем кӗреҫҫӗ. Китай аллигаторӗсене пула вара ҫӗр айӗнчи шӑтӑксем йӗркеленеҫҫӗ, вӗсенче кайран тӗрлӗ чӗрчунсем хӳтлӗх тупаҫҫӗ.