Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑра ҫӗленсем йышланса кайрӗҫ. Унччен вӗсем вӑрманлӑ вырӑнсенче пурӑннӑ пулсан халӗ ялсенех пырса кӗреҫҫӗ, кил хушшинче шуса ҫӳреҫҫӗ, уҫӑ алӑк пулсан ҫурта та кӗреҫҫӗ.
Ҫӗлен сӑхнипе ҫичӗ ҫынна (ҫав шутра икӗ ача пулнӑ) тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Вӗлле хурчӗ тата сӑпса сӑхсан та тепӗр чух ҫынсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ. Кашни ҫыннӑн организмӗ тӗрлӗрен, хӑшӗсен аллерги шокӗ пуҫланать, ҫын сывлайми пулса ларать.