Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнче пурӑнакан 64 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пӑшие пӗрсе вӗлернӗ, ашне хӑйӗн валли илнӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Сӑрҫи заповедник ӗҫченӗсем вӑрманта пӑшие вӗлернӗ вырӑна тупнӑ. Чӗрчунӑн пӗр пайӗ те ҫавӑнтах выртнӑ. Браконьер ӑна илсе кайса ӗлкӗреймен.
Заповедник ӗҫченӗсем сыхласа тӑрса ҫав арҫынна ярса тытнӑ. Вӑл пӑши ашӗ патне велосипедпа килнӗ.