Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 22 сехет те 20 минутра Етӗрне районӗнче тискер чӗрчунпа ҫыхӑннӑ авари пулнӑ. М-7 ҫулӑн 595-мӗш ҫухрӑмӗнче «Фольксваген» ҫул ҫине тухса кайнӑ пӑшие ҫапса кайнӑ.
Руль умӗнче 36 ҫулти арҫын ларнӑ, вӑл Кемӗр облаҫӗнчен. Аварире машина та арканнӑ. Водитель те, пӑши те вырӑнтах вилнӗ.
Палӑртмалла: ют регион арҫынни пирӗн республика урлӑ таҫталла кайнӑ. Шел те, Етӗрне районӗнче пӑши пула унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм чаплӑ йытӑ ҫури туянасшӑн пулнӑ. Шпиц ӑрачӗллӗ йытӑ ҫури сутакан ҫыннӑн пӗлтерӗвне вӑл тӗнче тетелӗнче асӑрханӑ. Хӗрарӑм анчӑк хуҫипе ҫыру ҫӳретсе хӑш-пӗр ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Чӗрчуна сутаканни йытӑ ҫурине икӗ сехет хушшинче килех пырса пама шантарнӑ. Анчах малтан укҫа тӳлеме ыйтнӑ. 15 пин тенкӗ. Шпиц туянас ӗмӗтлӗ хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ, анчах йытӑ ҫурин «хуҫи» ҫырусене хуравлама пӑрахнӑ.
Улталаннине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне васканӑ. Вӑл вӗсене каланӑ тӑрӑх, ҫынсене ун пек улталакансем пирки вӑл пӗрре ҫеҫ мар илтнӗ, анчах хӑй те ҫавӑн пек авӑра лекесси пирки шухӑшлама та пултарайман. Пакунлисем халӗ ултавҫӑна шыраҫҫӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шалти ӗҫсен министерствин кинологи служби 111 ҫулхине уявланӑ.
Пирӗн республикӑра та пакунлисене йытӑсем ӗҫре нумай пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем йӗркене пӑсакансене тытса чараҫҫӗ, сирпӗтмелли хатӗрсене, хӗҫпӑшалпа наркотик пытарнине шыраса тупаҫҫӗ. Ҫухалнӑ ҫынсене те тӑватӑ ураллӑ ӑслӑ туссем тупма пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи пӗр ялта 9 ҫулхи ача ҫӗтнине, ӑна шурлӑхлӑ вырӑнта Персей ятлӑ йытӑ тупнӑччӗ.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин Кинологи службин центрне чылай ҫул Алексей Попович ертсе пырать. Кӑҫалхи кӗркунне ведомство Полицейски-кинологсен пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне хутшӑнма ӗмӗтленет. Ун пек тупӑшӑва 2014 ҫулта пирӗн тӑрӑхра йӗркеленӗ.
Тискер чӗр чунсенчен урнӑ чире сараканнисем чи малтанах – тилӗсем. Пӗлтӗр 2275 тилле шута илнӗ. Чӑваш Енре вӑрмансенче урнӑ чиртен пулӑшакан вакцинӑсем хурса тухнӑ. Пӗтӗмпе – 26 пин доза.
Тискер чӗрчунсене ҫулталӑкра икӗ хутчен вакцинацилеҫҫӗ: ҫуркунне тата кӗркунне. Ҫуркунне валли 26 пин доза килнӗ.
Вакцинӑсене чӗрчунсен шӑтӑкӗ тӗлне хурса хӑвараҫҫӗ. Брикет шӑрши чӗрчунсене илӗртет. 1 тӑваткал километр ҫине 20-25 брикет хураҫҫӗ. Чӗрчун вакцинӑна ҫисен 21 кунран ҫулталӑклӑха иммунитет пулать.
Чӑваш Енре вакцинӑсене ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче хурса пӗтернӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче автомашина водителӗ пӑши ҫине пырса кӗнӗ. Инкек ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 21 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ. «ВАЗ-21124» машина умне пӑши сиксе тухнӑ. Пырса ҫапӑннипе чӗрчун вилнӗ. Автомашинӑн водителӗ тата пассажир аманман. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн водителӗсем ҫулта-йӗрте асӑрханса ҫӳреме сӗнеҫҫӗ. Уйрӑмах – «Дикие животные» (чӑв. Тискер чӗрчунсем) паллӑ тӗлӗнче. Ҫул ҫинче е ҫул хӗрринче чӗрчуна курсан машина хӑвӑртлӑхне чакармалла. Пиклеттерсе е фарӑпа ҫутатса чӗрчуна хӑратма кирлӗ мар. Ун пек тусан вӑл хӑраса кайнипе хӑйне епле тытассине пӗлме ҫук. Таса уйпа пынӑ чух тата хирӗҫ машинӑсем килмен чух аякрине кӑтартакан фарӑна ҫутма сӗнеҫҫӗ.
Ҫынсем Шупашкарта… упа курнӑ. Ҫапла, йӑнӑш мар ку, хулана чӑнах та утаман килнӗ. Ҫакна икӗ хӗрарӑм асӑрханӑ.
Вӗсем упа шатӑкра чакаланни курсанах хӑраса ӳкнӗ, часрах тарнӑ. Кайран полици чӗннӗ. Упа вара ҫав вӑхӑтра ҫул хӗррипе ӳсекен йывӑҫсен хушшине кӗрсе ҫухалнӑ.
Ку Шупашкарти «Богданка» районта, Ушаков урамӗнче пулса иртнӗ.
Ҫӑлавҫӑсен темӗн тума та тивет . Нумаях пулмасть ав санчӑрпа яваланса ларнӑ йытта ҫӑлма тӳр килнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Муркаш районӗнче хуҫисем сӑнчӑрпа яваланнӑ йытта хӑйсем тӗллӗн пулӑшайман – ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Дружок ятлӑскер сӑнчӑр капкӑнне лекнӗ. Тӑватӑ ураллӑ тус хускалнӑҫемӗн сӑнчӑр тата хытӑрах явакланса пынӑ, кӗлеткине хӗстернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен гидравлика инстуменчӗсемпе усӑ курса йытта капкӑнран хӑтарнӑ. Чӗрчуна хуҫине тӗрӗс-тӗкелех панӑ.
Вӑрнар районӗнчи Энӗш ялӗнче каҫхине 9 сурӑха йытӑсем е кашкӑрсем тӗп туни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫак районта каллех кунашкал тӗслӗх пулнӑ. Хальхинче – Пуканкассинче.
Ҫак ялта кӑнтӑр варринчех пӗр хуҫалӑхри сурӑхсене йытӑсем тапӑннӑ. Ҫав самантра кил хуҫи кил-ҫурт таврашӗнчех ӗҫлесе ҫуренӗ. Тӑрук йытӑ вӗрнине илтнӗ, сарай патне чупса пынӑ. Унта вара – икӗ сурӑх вилли, пӗри аманнӑ.
Арҫын кун пирки полицие, ял тӑрӑхӗн администрацине пӗлтермен. Унӑн хуҫалӑхӗнче темиҫе ҫул каялла кун пек тӗслӗх пулнӑ. Анчах ун чухне ял тӑрахӗн администрацийӗ те, участковӑй та вӗҫне-хӗрне тухман. Ҫапах арҫын пӗлет: ҫак ӗҫе йытӑсемех тунӑ, мӗншӗн тесен вӗсене ялта куркаланӑ вӑл.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри пӗр ялта 9 сурӑха йытӑсем тӑлласа тӑкнӑ. Сурӑхсем пӗр ҫын хуҫалӑхӗнче пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле Вӑрнар районӗнчи Энӗш ялӗнче 9 сурӑх виллине тупнӑ. Вӗсене хуҫи сарайне хупнӑ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сарая каҫхи 19 сехетрен пуҫласа тепӗр кун ирхи 7 сехетчен йытӑсем кӗме пултарнӑ. Вӗсем сурӑхсене тӑлланӑ, кӑшланӑ.
Хуҫалӑха тытса пыракан 52 ҫулти арҫын кун пирки полицие пӗлтернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енре пӗр арҫынна вӑкӑр тапӑннӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку Етӗрне районӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун 16 сехетре арҫынна хайӗн хуҫалӑхӗнчи вӑкӑр сӗкме тӑнӑ. Выльӑх ҫулталӑкрискер пулнӑ. Юрать, ку пӑтӑрмах инкекпе вӗҫленмен – вӑкӑрӑн мӑйракисем арҫынна шӑтарайман.
Кил хуҫин ҫапах хырӑмӗ, сӑмси суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ, тухтӑрсем сурансене пӑхнӑ. Медпулӑшу пунӑ хыҫҫӑн арҫынна киле янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |