Шупашкарти чӗрчунсен хӳтӗлевҫисене килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсемпе кушаксене усрамалли пункт мӗнле ӗҫлени килӗшмест. Ҫавна май хастарсем ЧР прокурорӗ Василий Пословский ячӗпе петици ҫырнӑ. Унта «Забота» (чӑв. Тимлев) тулли мар яваплӑ обществӑпа, чӗрчунсене вӑхӑтлӑх усракан пунктпа, килӗшӗве маларах пӑрахӑҫлама ыйтнӑ.
Нимеҫӗсем (волонтерсем) каланӑ тӑрӑх, чӗрчунсем пунктран ҫӗртмен варринче ҫухалма пуҫланӑ. Ун чухне ӑна Вероника Култакова ертсе пыма тытӑннӑ. Хальлӗхе 30 ытла йытӑ ҫухалнӑ.
Петицире палӑртнӑ тӑрӑх, чӗрчунсене ҫитермеҫҫӗ, сиплемеҫҫӗ тата вӗсем валли хуҫа шырамаҫҫӗ. Пунктра хӑйсен вилӗмӗпе вилмен йытӑсемпе кушаксене тупма пуҫланӑ.
Ку ыйтӑва авӑнӑн 20-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн комисси ларӑвӗнче те ҫӗкленӗ. «Заботӑна» ӗҫ ушкӑнӗ, унта должноҫри ҫынсем тата депутатсем кӗрӗҫ, тӗрӗслӗҫ.
Ҫӗмӗрле хулинче камсем илем конкурсӗнче тупӑшнине пӗлес килет-и? Кушаксем! Ӑна ЧР Патшалӑх ветеринари службин ӗҫченӗсем йӗркеленӗ.
Жюри пайташӗсем кушаксене тӗрлӗ номинацире хакланӑ. Мероприятие Ҫӗмӗрле хули 101 ҫул тултарнине тата Раҫҫейри экологи ҫулталӑкне халалласа иртнӗ. Ветеринари службин ӗҫченӗ Елена Кузнецова куракансене кушаксене мӗнле пахмаллине, мӗнле прививка тумаллине каласа кӑтартнӑ.
Жюри йышӗнче Ҫӗмӗрле хулин ветеранӗсем те пулнӑ. Кушаксене ҫак номнацисемпе палӑртнӑ: «Самая хвостатая», «Самая ушастая», «Самая спокойная», «Самое оригинальное прозвище», 2Самая модная», «Самая пушистая», «Самая многоцветная», «Самая тяжеловесная», «Самое оригинальное представление питомца». Шел те, номинцисене чӑвашла ят паман ҫӗмӗрлесем.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тӗлӗнсе каймалла суд ларӑвӗ тинех вӗҫленнӗ. Чӗрчунсене юратакансем Наруто павиана хӳтӗлесе тавӑҫ ҫырса судлашса пӗтнӗ. Павиан Британи фотографӗн фотоаппаратне Индонези заповедникӗнче туртса илсе хӑйне хӑй ӳкерме пуҫланӑ.
Сӑн ӳкерчӗксене ҫынсем кӑмӑлланине кура Наруто паллӑ павиан пулса тӑнӑ. Тупӑшӗ Британи фотографне кайса тӑнӑ. Чӗрчунсене хӳтӗлекенсем ҫакна автор правине пӑсни тесе хакланӑ.
Ултӑ ҫула пынӑ суд хыҫҫӑн ӳкерчӗксен авторӗ этем тесе йышӑннӑ, анчах тупӑшӑн 25 процентне вӑл ыр кӑмӑллӑх валли уйӑрӗ. Укҫа чи малтанах Индонезири павиансене хӳтӗлеме кайӗ.
Нарутӑн Австралинче конкурент тупӑннӑ. Унта тюлень дайвер камерине туртса илме хӑтланнипе кӑсӑклӑ сӑн ӳкерчӗксем пулса тухнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан арҫыннӑн хир сыснисене пенӗшӗн явап тытма тивнӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗн сучӗ тунӑ приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн халӗ штраф тӳлемелле.
Ҫак арҫын Пантьӑк вӑрман хуҫалӑхӗнче ултӑ хир сыснине персе вӗлернӗ. Ҫапла вӑл саккун йӗркине пӑснӑ. Пӗтӗмпе ку патшалӑха 330 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Суд ҫак арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Халӗ унӑн патшалӑха кӳнӗ тӑкака саплаштармалла, кунсӑр пуҫне 150 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
ЧР прокуратури Чӑваш Енри Патшалӑх ветеринари службине Ҫӗнӗ Шупашкарти ветеринари клиникине тӗрӗслеме ирӗк панӑ. Тӗрӗслев плана кӗртменни пулӗ.
Ветклиникӑна мӗншӗн тӗрӗслесшӗн-ха? Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрӗн йыттине япӑх пулса кайнӑ. Хайхискер хам-хама ҫав клиникӑна илсе кайнӑ. Унта тӑватӑ ураллӑ туса укол тунӑ, ӑна сӑвӑс ҫыртнӑ тесе палӑртнӑ. Анчах киле ҫитсен пӗр сехет иртнӗ кӑна — йытӑ вилсе кайнӑ.
Ахӑртнех, кунта «Фауна» ветклиника пирки сӑмах пырать. Утӑ уйӑхӗн варринче те ун тӗлӗшпе ҫӑхав пулнӑ. Хальхинче те хӗр процедурӑшӑн укҫа сахал мар тӳленӗ. Анчах йытӑ чӗрӗлес вырӑнне вилнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнче пурӑнакансем участковӑйран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсене ялти пӗр ҫын килте кашкӑр тытни канӑҫ паман. Лешсем ӳлени таҫта ҫитиех илтӗннӗ.
58 ҫулти арҫын чӑнах та виҫӗ кашкӑр усранӑ-мӗн. Ҫакна полицейски тӗрӗслев ирттерсен те ҫирӗплетнӗ. Кил хуҫин тискер чӗрчунсене тытмашкӑн ирӗк пулман.
Кашкӑрсем арҫын патне мӗнле лекнӗ-ха? Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вӑл вӑрманта виҫӗ кашкӑр ҫурине асӑрханӑ. Хайхискер вӗсене киле илсе килнӗ, кайран сутма ӗмӗтленнӗ.
Ҫапла майпа арҫын саккуна пӑснӑ. Ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ, куншӑн 1 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Кашкӑрсен шӑпине хальлӗхе татса паман-ха. Вӗсене е вӑрмана ярӗҫ, е питомнике вырнаҫтарӗҫ.
Шупашкарта ача пахчи умӗнче хир сыснисем чупса ҫӳренӗ. Ҫынсем ҫакна телефон ҫине ӳкернӗ.
Хир сыснисене иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. 21 сехетре Магницкий урамӗнче хир сыснисен кӗтӗвӗ иртсе кайнӑ. Ачасем те инҫех мар вылянӑ. Аслисем вӗсене айккинелле илсе кайнӑ. Ара, хир сыснисем шар кӑтартма пултараҫҫӗ-ҫке-ха.
Видеокамерӑсем те хир сыснисене ӳкерсе илнӗ. Ҫав кӗтӗвех, ахӑртнех, Ботаника сачӗ ҫывӑхӗнче ҫурҫӗр иртни икӗ сехетре пулнӑ. Унта та вӗсене камера ӳкерсе илнӗ.
Паян Шупашкарта икӗ пеликан утнине асӑрханӑ. Ӑҫтан тупӑннӑ вӗсем? Ара, экзотика кайӑкӗсем Раҫҫейре кӑнтӑр енче ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ вӗт.
Кӗрен тӗслӗ пеликансем Энгельс урамӗнчи лавкка умӗнче ҫӳренӗ. Кайӑксем А.Николаев ячӗллӗ паркри зоокӗтесрен тухса тарнӑ-мӗн.
Вӗсем зоокӗтесе чӗпӗ чухне лекнӗ, унта ӳссе аталаннӑ. Пеликансене тухса ан вӗҫччӗр тесе ятарлӑ операци тӑваҫҫӗ. Вӗсем вара темле майлӑ тухса тарнӑ.
Пеликансем ҫухалнине зоокӗтес ӗҫченӗсем тӳрех сиснӗ. Иртен-ҫӳрен те, ҫак кайӑксене курнӑскерсем, вӗсем ӑҫта иккенн пӗлсен парк администрацине хыпарланӑ. Кайӑксене тытма тивнӗ.
Чӑваш Енре тискер чӗрчунсен иммунитетне ҫирӗплетесшӗн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Иммунизацие ака уйӑхӗн 15-22-мӗшӗсенче ирттерӗҫ. Ҫак тапхӑрта чӗрчунсен шӑтӑкӗ, сукмакӗ тӗлне, уҫланкӑсене приманка хурӗҫ. Ку – ятарлӑ капсула, ун йышне урнӑ чиртен сыхлакан шӗвек кӗрет.
Чӗрчун капсулӑна ҫисен тепӗр 21 кунран унӑн иммунитечӗ ҫирӗпленет. Ку 12 уйӑха тӑсӑлать. Иммунизаци тапхӑрӗнче Чӑваш Енри вӑрмансене 25 пин доза хурса тухӗҫ. Вӑрмана каякан ҫынсене вӗсене илме хушмаҫҫӗ.
Вакцинӑн сиенлӗ енӗсене тупса палӑртман. Иммунизацие 6 ҫул ирттерме сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пӗлтӗр карӑк, ӑсан, пӑчӑр йышӗ сахалланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пакша, кашкӑр, мулкач, хир сысни, тилӗ, пӑши, ҫӳлевӗҫ, хир качаки, сӑсар, ӑсан йышланнӑ.
Чӗрчунсен тӗнчи пирки паян республикӑри тӳре-шара канашлӑва пухӑнсах сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енӗн Правительствин тунти кунсерен иртекен канашлӑвӗнче ытти ыйтӑва та хускатнӑ.
Республикӑн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра йӗркене пӑсакан сунарҫӑсен йышӗ нумайланнӑ. Пӗлтӗр вӗсен хисепӗ 2015 ҫулхинчен 2,5 хут йышланнӑ. Нумайӑшне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Виҫӗ ҫынна пуҫиле ӗҫ пуҫарсах саккун пирки аса илтернӗ. Йӗркене пӑхӑнман сунарҫӑсене пӗлтӗр пӗтӗмпе 354,5 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |