Пысӑках мар Сӗнтӗрвӑрри хулинче тӗлӗнмелле пулӑм пулнӑ. Унта пысӑках мар ҫӳлевӗҫе тытнӑ.
Ҫакскер хулари кушаксене хӑваласа тытнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станцин эксперчӗсем ӑна ятарлӑ вырӑна хупнӑ. Мӗншӗн тесен унӑн урнӑ чир пуррипе ҫуккине палӑртмалла.
Хальлӗхе ҫӳлевӗҫӗн урнӑ чир пуррин палли палӑрман-ха. Чӗрчун хӑйне лайӑх туять, панӑ апата кӑмӑлпах ҫиет. Ҫӳлевӗҫе карантинран кӑларсан ӑна вӑрмана каялла ярӗҫ.
«Про Город» хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан Олимпиада Семенова урамри кушаксене тӑрантарнӑ. Анчах пӗррехинчи вӗсем килме пӑрахнӑ. Хӗрарӑм урама тухсан ҫӳп-ҫап контейнерӗ хыҫӗнче хӑрушӑ сасӑ илтнӗ, унтан вӑл кушак виллине тата ун умӗнчи ҫӳлевӗҫе курнӑ.
Ҫурлан 16-мӗшӗнчен тытӑнса юпан 1-мӗшӗччен пирӗн республикӑра хӑмӑр упа йышне шутланӑ. Ку ӗҫе сунар лаптӑкӗсемпе усӑ куракансемпе федераци пӗлтерӗшӗллӗ уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсен служби пурнӑҫланӑ.
Ҫак чӗрчун йышне ятарлӑ методикӑпа палӑртаҫҫӗ иккен. Меслетсенчен пӗрин шутӗнче малти ура лаппин виҫи тӑрӑх хакланине кӗртмелле.
Ҫапла вара хӑмӑр упа тӑватӑ муниципалитет территорийӗнче пурӑннине пӗтӗмлетнӗ. Ҫавсем пурте Йӑлӑма тата Сӑр тӑрӑхне кӗреҫҫӗ. Хӑмӑр упа шучӗ 12 пуҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ҫак чӗрчун йышӗ 2 пуҫ чакнӑ. Тата вӗсем пурӑнакан вырӑн та сахалланӑ. Пӗлтӗр упа 5 муниципалитетра пурӑннӑ тӑк, халь тӑватӑ ҫӗрте кӑна юлнине каларӑмӑр ӗнтӗ.
Хӑмӑр упана тытма юрамасть, ӑна Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ.
ZaRulem.ws сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер 16 сехет ҫурӑра Комсомольски районӗнче ҫул ҫине, Каҫалпа Канаш хушшинче, пӑши тӑрук сиксе тухнӑ. Ҫавна май урапа кювета анса кайнӑ.
Шел те, пӑши вырӑнтах вилнӗ. Унӑн виллине ветеринари сулжбине илсе кайнӑ. Урапари малта ларакан пассажир тата водитель суранланнӑ: пӗрремӗшӗ хулпуҫҫине хуҫнӑ, иккӗмӗшӗ ҫурӑмне, аллине амантнӑ.
Авари вырӑнӗнче 11 ҫын, 4 техника ӗҫленӗ. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра Комсомольски районӗнче кунашкал авари пӗрремӗш хут пулман. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче урапа айне ике хир сысни лекнӗ.
Чӑваш Енре тискер чӗрчунсем урапа айне час-часах лекеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Шел те, чылайӑшӗ ҫавӑнтах вилет.
Авӑнӑн 2-мӗшӗнче «ПроГород» хаҫат редакцине Шупашкарта пурӑнакан Елена Грунчева шӑнкӑравланӑ. Вӑл хулари Энгельс урамӗнче кӑнтӑрла тилӗ чупса ҫӳренине асӑраханӑ иккен.
Елена каланӑ тӑрӑх, 13 сехет те 50 минутра Энгельс урамӗнчи гипермаркет парковки патӗнче ҫӳренӗ. Хайхискер унран 1 метр аяккарах ҫеҫ чупса иртнӗ. Унтан ҫухалнӑ.
Корреспондентсем Николаев паркӗнчи администраципе ҫыхӑннӑ. Тен, вӗсен тилӗ тарнӑ? Ҫук иккен. Вӗсем хӑйсен тилли вольертах пулнине пӗлтернӗ.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, тискер тилӗ ҫыншӑн хӑрушӑ пулма пултарнине палӑртаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем чылай чир-чӗр ертме пултараҫҫӗ.
Сӑмах май тилӗсене тӗп хуламарта пӗрремӗш хут мар асӑрхаҫҫӗ. Унччен пӗр хут пӗрине туҫа ҫитереймен «Сувар» хӑна ҫуртӗнче курнӑччӗ. Сунарҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак тискер чӗрчун йӑвисем кӳлмек ҫыранӗсенче пур имӗш. Энгельс урамне паянхи тилӗ те ҫырмапа хӑпарса ҫавӑнтанах лекнӗ пулинех.
А. Г. Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫнӑ «Ковчег» зоокӗтес вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ачасем валли парне хатӗрленӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӑл чӗрчунсен кӗтесне пырса курас шухӑшлӑ пӗрремӗш класс ачисене пурне те тӳлевсӗр кӗртет. Анчах аслисен кӗсьене кӗмех тивӗ. Вӗсене укҫалла кӗртеҫҫӗ.
Билет хакӗ — 50 тенкӗ. Зоокӗтес ирхи 10 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен ӗҫлет. Канмалли кунсем унӑн — тунтикунпа ытларикун. Авӑнӑн 1-мӗшӗ тунтикуна лексен те ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Чӗрчунсен правине сыхлас енӗпе чан ҫапакан ҫынсене ку хыпар савӑнтармалла. Мехикӑра Хула канашӗ циркра чӗрчунсене усӑ курма чаракан йышӑну тунӑ. Чарӑва пӑхмасӑрах чӗрчунсене аренӑна илсе тухакансене 45 пин доллартан пуҫласа 60 пин доллар таран штрафлама тытӑнӗҫ.
Ҫапах та саккун хӑш-пӗр ирӗке парать-ха. Акӑ, дельфинсен шыври шоуне ҫынсем ӳлӗмрен те курса савӑнӗҫ. Йӑлана кӗнӗ Мексика родеоне те чарма шухӑшламаҫҫӗ. Мексика циркӗнче ӗҫлекен Стивен Пэйн кун пек ҫемҫелӗх пуррине кура саккунта икӗпитлӗх сӗмӗ сисӗннине палӑртнӑ. Ун шучӗпе вӑл ӗҫлекен Ringling Bros цирк чӗрчунсене сыхлас ыйтупа влаҫрисемпе ӗҫлеме хатӗр. Енчен те тӳре-шара циркри чӗрчунсен условине лайӑхлатассишӗн тӑрӑшать пулсан ку ыйтӑва татса памалла тесе шухӑшлать иккен эпир маларах асӑннӑ Стивен Пэйн. Енчен влаҫрисем урӑх тӗллевӗллӗ пулсан цирк федераци округӗн тулашӗнчи куракансене савӑнтарма хистет.
Циркра ӗҫлекенсен чӗрчунсене вӗсем начар тумаҫҫӗ. Чӗрчунсене циркра усӑ курмалла мар текенсем урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Шупашкарта ачасене чӗрчунсемпе тата вӗсен сӑнарӗсемпе сиплеме тытӑннӑ. Ку психотерапевт пулӑшӑвӗ пама пулӑшать-мӗн.
Ку уйрӑмах сусӑр ҫуралнисемшӗн тата шкула ҫӳремен ачасемшӗн усӑллӑ иккен. Шупашкар хула админитсрацийӗн вӗренӳ управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, чӗрчунсемпе хутшӑнни, калаҫни ҫынна паха витӗм кӳрет. Вӗсем кӑмӑла лайӑхлатаҫҫӗ.
Иппотерапи ав ачан мышцисене массаж тӑвать. Лаша ӑшши вара физиотерапи тӗлӗшӗнчен пулӑшать. Кунсӑр пуҫне юн ҫаврӑнӑшӗ, япаласен ылмашӑнӑвӗ, пуҫ мимин ӗҫ-хӗлӗ лайӑхланать-мӗн.
Пӗтӗмпех ҫаксене Шупашкарти 201-мӗш ача пахчи шута илнӗ. Унти шӑпӑрлансем ачасемпе ҫамрӑксен лаша спорчӗ енӗпе спорт шкулне ҫӳреҫҫӗ. Чӗрчунсемпе хутшӑнса вӗсем хӑранине ирттерме хӑнӑхаҫҫӗ, тавракурӑмне анлӑлатаҫҫӗ, чӗлхине пуянлатаҫҫӗ.
Вилнӗ крокодил Шупашкар ҫыннисене чутах чӗресӗр хӑварман. Унӑн кӗлеткине суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнче юр ирӗлсен тупнӑ.
Крокодила чи малтанах центр ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳрекен ачасем асӑрханӑ. Хӑраса ӳкнӗскерсем кун пирки аслисене пӗлтернӗ. Крокодил Шупашкара мӗнле лекнине тӗпӗ-йӗрӗпе уҫӑмлатма май килмен. Ҫынсен шухӑшӗпе, вилнӗ крокодила цирк ӗҫченӗсем хӑварма пултарнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те ку Омскри шапито циркӑн «ӗҫӗ» пулнине пӗлтернӗ.
Темиҫе уйӑх каялла, чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче, Шупашкара Омскран килнӗ циркра крокодил вилнӗ-мӗн. Цирк ертӳлӗхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пӑчӑ пулнипе сывлама чарӑннӑ.
Цирк администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, дрессировщик крокодила ҫӗрле террариума хупнӑ. Тепӗр кунхине чӗрчун вилнине асӑрханӑ. Рептили температурӑна питӗ сисӗмлӗ-мӗн. Ертӳлӗх крокодил вилни пирки пытарман. Анчах унан виллине ӑҫта хуни пирки шарламан.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, дрессировщик вилнӗ чӗрчуна Шупашкар: 500 ҫул паркра хӑварнӑ. Сывлӑш температури сивӗ пулнӑран вӑл ҫуркуннечченех лайӑх упраннӑ.
Крокодила тупнӑ вырӑна ҫитнӗ полицейскисем те ҫакнашкал шухӑшлӑ.
Тибет тӑрӑхӗнче ӑсчахсем ҫухалнӑ чӗрчун шӑмми-шаккине тупнӑ — шӑп ҫав авалхи йӑхран хальхи барссемпе леопардсем пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Тупнӑ шӑмӑ пайӗсем — ҫав шутра япӑхах мар сыхланса юлнӑ янах шӑмми те пур — виҫӗ чӗрчунӑн пулнине палӑртнӑ.
Нью-Йоркри естействеллӑ историн Америка музейӗн тӗпчевҫисем пуҫ шӑммине сӑнласа панӑ: вӑл ҫитӗннӗ чӗрчунӑн имӗш; янах шӑммин ҫӳлти пайӗнче виҫӗ шӑл сыхланса юлнӑ — ун тӑрӑх вӑл мӗн ҫисе пурӑннине палӑртма пултарнӑ. Авалхи Panthera blytheae, иккен, хальхи леопардсем майлах пулнӑ. Пысӑкӑшӗпе вӑл сӑрт-ту барсӗнчен (Uncia uncia) пӗчӗкрех, тӗтреллӗ леопардпа (Neofelis nebulosa) пӗр шайра пулнӑ.
Сӑрт-ту барсӗ те, тӗтреллӗ леопард та пысӑк кушаксен йӑхне кӗреҫҫӗ. Маларах ҫав йӑхӑн шӑммисене Африкӑра ҫеҫ тупнӑ, ҫапла май пысӑк кушаксем 3,8 миллион ҫул каялла шӑп ҫав тӑрӑхран тесе шутланӑ. Тибетра тупнӑ шӑмӑсем вара 4,42 миллион ҫулта пулни палӑрнӑ (ҫак пӗтӗмлетӳ патне тӗрлӗ майпа тӗпченӗ хыҫҫӑн тухнӑ). Хӑш-пӗр пайӗ вара тата та аслӑрах — 5,95 миллион ҫулта — пулни те сисӗннӗ.
Тупнӑ шӑмӑсем хальхи чӗрчунӑннисенчен ытлашшиех уйрӑлса тӑманнипе вӗсем чи пӗрремӗш пысӑк кушаксем пулманнине кӑтартнӑ.
Зоологсем хӑнтӑрсен усси пирки нумай каласа кайма пултараҫҫӗ. Вӗсем пӗчӗк пӗвесем туса ҫӳренипе шыв экологине ырӑ енчен витӗм кӳреҫҫӗ иккен. Анчах 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне вӗсен йышӗ сахалланса юлнӑ. Ҫакӑншӑн нимле экологи те айӑплӑ мар. Этем алли. Сунарҫӑсем хӑнтӑрсене нумай тытнӑ.
Иртнӗ уйӑхра республикӑра «Хӑнтӑр» экологипе тӗпчев операцийӗ иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче 14 районта: Улатӑрта, Элӗкре, Патӑрьелте, Вӑрнарта, Йӗпреҫре, Канашра, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Муркашра, Пӑрачкавра, Вӑрмарта, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Елчӗкре — асӑннӑ чӗрчун пуррипе ҫуккине тӗпченӗ. Акцие 36 вӗренӳ заведенийӗнчи 150 ача Чӑваш Енри 40 пӗчӗк юханшывпа 4 кӳлле тӗпченӗ те хӑнтӑрсем тунӑ 60 плотина, 56 шӑтӑк, 9 ҫурт асӑрханӑ. Апат хӑнтӑрсем валли ҫителӗклех-мӗн. Тӗпченӗ территори тӑрӑх хакласан. Хӑнтӑрсен йышӗ респбуликӑра 250-а яхӑн пулма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |