Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре килсӗр йытӑсене машинӑпа таптанӑ, ҫакна видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ арҫынна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарни, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак кунсенче арҫын халӑхран каҫару ыйтнине видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ.
Видеора вӑл йытӑсене юратнине каланӑ. Чӗрчунсене таптаса арҫын Ҫӗрпӳре ҫапкаланчӑк йытӑсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине кӑтартасшӑн пулнӑ-мӗн. Видео ӳкерсе ку ҫивӗч ыйтӑва хула администрацийӗн тата ветеринари службин ӗҫченӗсем патне илсе ҫитересшӗн пулнӑ иккен. Тӳре-шара хӑнк та тумасть-мӗн.
Ҫак видеона ӳкериччен арҫыннӑн арӑмне йытӑсем тапӑннӑ. Каҫару ыйтнӑ май вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче ҫак чӗрчунсем ҫынна вилмеллех ҫыртса пӗтернине те аса илнӗ.
«Эпӗ видеона тӗнче тетелне кӑларса хунӑ хыҫҫӑн кӑна ҫак ыйту тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Унччен ма никам та хускатман? Эпӗ ҫакна таса тӑрса юлассишӗн каламастӑп, айӑпласан – килӗшетӗп. Тӗрмене лартсан – ларатӑп, ку манӑн шӑпа пулӗ», - тенӗ арҫын. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл йытӑсене машинӑпа таптаса вӗлересшӗн пулман.
Паян ҫӗрле Шупашкарти «Ровесник» культура ҫурчӗ» чарӑнура кӗрт йыттисем хӗре тапӑннӑ. Ӑна йытӑсем ҫыртнӑ ахӑртнех: вӑл ҫухӑрашнӑ. Йытӑсем хӗрӗн ҫиелти тумне ҫурнӑ, аллинчи сумкине туртнӑ.
Юрать, ҫав вӑхӑтра машина иртсе пынӑ. Водитель чарӑнса пулӑшма тухнӑ, хӗрӗн япалисене пуҫтарнӑ та ӑна салона лартса пульницӑна леҫнӗ.
Шел те, кӗрт йыттисем ҫынна тапӑннӑ тӗслӗхсем тата пулнӑ. Эрне каялла йытӑсем ачаллӑ хӗрарӑма тапӑннӑ, пепкене туртса илме хӑтланнӑ. Пӗр арҫынна та йытӑсем шар кӑтартнӑ: вӗсем унӑн урине ҫыртнӑ.
Ҫынсем йытӑсене тытакан службӑна шӑнкравласа пӗлтернӗ. Анчах, «Про Город» хаҫата пӗр хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсенчен нимӗнле хурав та пулман.
Паян Ҫӗрпӳри ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «вуниккӗмӗш» маркӑллӑ машина водительне тытса чарнӑ. Вӑл кӗрт йыттисем ҫине машинӑпа кӗрсе кайса таптанӑ, ҫакна видео ӳкернӗ. Видеона вара тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. «Ҫӗрпӳре йытӑсен ҫак шайккине кам та пулин пӗтерет-и е ҫук-и?» - тесе ҫырнӑ вӑл. Йытӑсене мӗншӗн таптанине ӑнлантарса та ҫырнӑ: арӑмне тапӑнӑ имӗш (анчах ку комментарие арҫын кайран хуратса хунӑ).
Ҫак пулӑма тӗрлӗрен хаклакансем тупӑннӑ. Пӗри чӗрчунсене саккун хӳтӗлени пирки асӑрхаттарса комментари ҫырнӑ. Чӑнах та, йӗрке хуралҫисем ҫак видеона асӑрханӑ, хуҫине тытса чарнӑ.
Халӗ 33 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Ыран Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ центрӗнче килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене, кушаксене ырӑ чунлӑ ҫынсене валеҫӗҫ. Мероприяти виҫҫӗмӗш хутра 12-18 сехетсенче иртӗ.
Хӑйне евӗрлӗ ярмӑрккӑна кӑҫал пӗр мультфильма тӗпе хурса «Алсиш» ят панӑ. Ҫак мультфильм та ҫакнашкал ятлӑ, унта пӗр хӗрачана амӑшӗ йытӑ илме чарать. Мероприятие кирек кам та ҫитме пултарать, унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Ярмӑрккӑра сире пӗр-пӗр чӗрчун килӗшрӗ тӗк ӑна эсир киле илсе кайма пултаратӑр, документсене ҫырмалла ҫеҫ (ҫавӑна паспорт илме ан манӑр). Чӗрчунсене пурне те прививка тунӑ.
Кӑмал пур тӑк килсӗр чӗрчунсене пулӑшма пултаратӑр: ветпрепаратсем, апат, консерв, кӗрпе таврашӗ (рис, хура тул), мӑйкӑч, уҫӑлса ҫӳремелли вӗрен илсе килӗр.
Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинче пурӑнакан Роза Бычкова лашасене юратать. Ӑратлӑ лашасене вӑл 20 ҫул ытла усрать. Хӗрарӑм вӗсемпе мӗн ачаран кӑсӑкланать. Унӑн аслашшӗ те ҫак чӗрчунсене юратнӑ. Ҫемье ҫавӑрсан Роза Николаевна фермӑна ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Киле кунне темиҫе хутчен те хутлама тивнӗрен вӑл лаша туянма шутланӑ.
Халӗ унӑн килӗнче – 9 урхамах. Роза Николаевна ирех вӗсем патне васкать. Вӑл лашасемпе калаҫма юратать, унтан шӑварать, ҫитерет. Лашасемсӗр пуҫне унӑн икӗ ӗне, сакӑр кролик, чӑхсем пур. Паллах, ӗҫӗ нумай. Амӑшне ку ӗҫре ачисем пулӑшаҫҫӗ.
Ҫамрӑк чухне Роза Николаевна лаша спорчӗн шкулне вӗренме кайма ӗмӗтленнӗ, анчах май килмен. Унӑн ӗмӗтне вӑталӑх хӗрӗ Таня пурнӑҫланӑ.
Роза Бычкова лашасемпе кӑсӑкланакансем валли экскурси йӗркелесшӗн. Тата вӑл патшалӑх программине хутшӑнса ферма уҫасшӑн. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсан вара Роза Николаевна ялти клуба фольклор ушкӑнне юрлама васкать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Ульяна Салмина амӑшӗпе пӗрле Тӗкӗрҫ рашчин администрацийӗ патне вӑрӑм ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта вӑл зубр ҫури валли ят шыранине ҫырса кӑтартнӑ.
Ульянӑпа амӑшӗ 20 яхӑн ят сӗннӗ. Рашча администрацийӗн ӗҫченӗсене тӳрех иккӗшӗ килӗшнӗ: Мулат тата Юман. Мулат ятра зубр амӑшӗн саспаллисем пур: вӑл Мулана ятлӑ. Юман вара ҫирӗп сывлӑха кӑтартать. Чӑвашсем сывлӑха юманпа танлаштараҫҫӗ-ҫке-ха. Кунсӑр пуҫне юман – республикӑн символӗ. Ҫапла майпа зубр ҫури Мулат Юманович пулса тӑнӑ.
Рашча администрацийӗ пӗчӗк Ульянӑна 2019 ҫул валли календарь парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫемйипе зоопарка пӗр уйӑх тӳлевсӗр ҫӳрӗ.
Патӑрьел районӗнче вӑрманҫӑсем хир сыснисене хӗл каҫма пулӑшас тӗллевпе апатлантараҫҫӗ. Юр ҫусан, сивӗтсен чӗрчунсем валли апат сахалланать, ҫавна май вӗсене пулӑшу кирлӗ.
Районта апатланмалли лапамра хир сыснисем валли тутлӑ ҫимӗҫ хунӑ. Ытларах ушма апатлану вырӑнне тырӑ параҫҫӗ. Хальхинче вӑрманҫӑсем 300 килограма яхӑн урпа хурса панӑ. Специалистсем ку хир сыснисене хӗл каҫма пулӑшни пирки калаҫҫӗ. Уйрӑмах – ҫамрӑк чӗрчунсене.
Сӑмах май, кӑрлачӑн 1-31-мӗшӗсенче ҫулталӑк тултарман хир сыснисене пеме юрать. Анчах ятарлӑ вырӑнсенче тата апатлану лапамӗсенче кӑна.
Шупашкарта Алькешре килсӗр йытӑсем йышланма пуҫланӑ. Ҫынсем урама пӗччен тухма хӑракан пулнӑ. Йытӑсем ҫырмара пурӑнаҫҫӗ, ирхине контейнерсенче апат шырама килеҫҫӗ. Хӑш чухне вара анчӑксем кунӗпех урам тӑрӑх чупаҫҫӗ.
Пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче хаҫасӑр пӗр йытӑ 9 ҫура ҫурланӑ. Халӗ вӗсем Пионер урамӗнчи 11-мӗш ҫурт умӗнче пурӑнаҫҫӗ, вӗсене ҫынсем тӑрантаркалаҫҫӗ. Ӳссен, ахӑртнех, вӗсем те халӗ ҫынсене хӑратакан кӗрт йыттисен кӗтӗвне лекӗҫ.
Микрорайонта пурӑнакансем ыйтӑва хӑйсем тӗллӗн татса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Тӑхӑр ҫураран тӑваттӑшӗ валли хуҫа тупнӑ. Анчах ҫитес вӑхӑтра тепӗр икӗ йытӑ ҫурламалла. Ун чух тата йывӑртарах пулӗ. Ара, ҫурасем ӳссен ҫынсемшӗн хӑрушлӑх пулса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енре тискер чӗрчунсен йышне ҫулсерен палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал та специалистсем ҫавсене шутланӑ.
Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнтӑр, ондатра, шашкӑ, ӑтӑр хисепне палӑртнӑ. Ҫак енӗпе юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тимленӗ. Паянхи кун тӗлне хӑнтӑр, ондатра, шашкӑ, ӑтӑр шутне пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ.
Хӑнтӑр пирӗн республикӑра — 2550 пуҫ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 9 штук нумайрах. Ондантра шучӗ — 16 542 пуҫ. 2017 ҫулта ҫак чӗрчун 16 036-па танлашнӑ.
Шашкӑна илсен, Чӑваш Енре ӑна 85 пуҫ шутласа кӑларнӑ, ӑтӑра — 30. Сӑмах май, ҫак чӗрчунсен шучӗ кӑҫал пӗлтӗрхинчен ӳснӗ: шашкӑ 78 пулнӑ, ӑтӑр – 17.
Юлашкинчен асӑннӑ икӗ чӗрчуна та Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Вӗсене тытма юрамасть.
Шупашкарти полицейскисем сусӑра тата икӗ йытӑ ҫурине пушартан ҫалнӑ. Полици лейтенанчӗ Дмитрий Георгиев тата полици сержанчӗ Александр Румянцев пушар вырӑнне чи малтан ҫитнӗ.
Ку раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче О.Кошевой урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра пулнӑ. Пакунлисем хваттерте сусӑр ҫын пурӑннине пӗлсен унталла хӑпарнӑ. Картлашкапа хӑпарнӑ чухне вӗсем алӑксенчен шакканӑ, ҫынсене урама тухма ыйтнӑ.
Ҫунакан хваттерӗн алӑкӗ уҫӑ пулнӑ. Ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ, сывлама йывӑр пулнӑ. Апла пулин те пӗр полицейски хваттере хырӑмпа шуса кӗнӗ, ура айӗнче выртакан сусӑр арҫынна тупнӑ. 63 ҫулти арҫын самаях пиҫсе кайнӑ, вӑл реанимацире темиҫе кун выртнӑ. Юрать-ха, халӗ сывалма пуҫланӑ.
Пушар вырӑнне Ильнар Галеев полицейски те ҫитнӗ. Вӑл ҫынсенчен ыйтма пуҫланӑ: тен, ҫуртра кам та пулин юлнӑ? Пӗр хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче, ҫунаканнипе юнашарах, икӗ йытӑ ҫури пуррине каланӑ. Кун хыҫҫӑн пакунли унта ҫитнӗ, урайӗнче хырӑмпа шуса ҫурӑсене тупнӑ, вӗсене утиялпа чӗркесе урама йӑтса тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |