Паян Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, хир качакине ҫапса кайнӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, тискер чӗруна ҫапса хӑварнӑ водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ, ҪҪХПИ инспекторӗсене чӗнмен.
Сӑмах май, ӗнер ҫурҫӗрте Шупашкарта хир качаки ҫул тӑрӑх чупса ҫӳренӗ. Вӑл ҫухалса кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫапса кайнӑ чӗрчун шӑпах ҫавӑ.
Юлашки вӑхӑтра водительсене уйрӑмах асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ: ҫул ҫине тӑтӑшах пӑшисем сиксе тухаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче М-7 автоҫулӑн 608-мӗш ҫухрӑмӗнче, Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, ирхи 3 сехетре пӑшие машина ҫапса кайнӑ.
Машина водителӗ пӑши ҫине кӗрсе кайнӑ хыҫҫӑн кювета чӑмнӑ та йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Водитель аманнӑ, пӑши вара вилнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи "Строиндустри" тата "Вишенка" сад юлташлӑхӗсене хир сыснисем иленнӗ. Ҫынсенчен хӑрамаҫҫӗ, вӗсем апат шыраҫҫӗ.
Иккӗмӗш кун ӗнтӗ хир сыснисем сад юлташлӑхӗсенче пахчана кӗрсе ыхрасене, тюльпансене, сухансене тӑпӑлтараҫҫӗ. Йытӑсем валли хӑварнӑ апата та ҫисе яраҫҫӗ. Хӑйсем ҫынсене тӗкӗнмеҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ.
Шупашкарта ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Йытӑсен парачӗ» социаллӑ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ӑна килсӗр чӗрчунсен ҫивӗч ыйтӑвне ҫӗклес тесе йӗркелеҫҫӗ.
Мероприяти кӳлмекре «Юрӑ уйӗнче» пулӗ. Парада хутшӑнас тесе проект сайтӗнче регистрациленмелле.
Мероприяти пуҫланиччен, 10 сехетре, регистраци пуҫланӗ. Кайран йытӑсемпе хуҫисем «Юрӑ уйне» кайӗҫ. 10 сехет ҫурӑра концерт пуҫланӗ.
"Сӑрҫи" заповедникри фотокапкӑнсем хӑмӑр упана ӳкерсе илнӗ. Эппин, Чӑваш Енре ҫак тискер чӗрчунсем хӗл ыйхинчен вӑраннӑ.
Фотокапкӑнсем упа вӑрманта апат шыранине ӳкернӗ. Ӑна ӑннӑ темелле - вӑл хӗлле вилнӗ чӗрчун виллине тупнӑ.
Юлашки статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре 30 ытла хӑмӑр упа пурӑнать. Вӗсене республикӑри Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ.
Шупашкар районӗнчи Апашра хир сысни ӗрчетеҫҫӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнчи Апаш ял тӑрӑхне, каярах ҫав районти администрацие ертсе пынӑ Анатолий Князев тата унӑн тусӗсем хир сыснисен фермине уҫнӑ. Анатолий Пантелеймонович, сӑмах май, Коми Республикинче ял хуҫалӑх министрӗ те пулнӑччӗ.
Асӑннӑ чӗрчунсене вӗсем сутса укҫа тӑвассишӗн самӑртмаҫҫӗ. Ҫурасем ӳссе вӑй илсен тискер чӗрчунсене ирӗке кӑларса яраҫҫӗ. Ҫапла вӗсем асӑннӑ чӗрчунсен шутне ҫутҫанталӑкра йышлантарас тӗллевпе тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн кушаккине питӗ юратнӑ. Анчах пӗр кунхине чӗрчун килне таврӑнман. Пӗр кун иртнӗ, иккӗ. Пӗр кунхине хӗрарӑм уҫӑлма тухнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл йывӑҫ тӑрринче кушак ларнине асӑрханӑ.
Хӗрарӑм шухӑшланӑ тӑрӑх, унта кушак йытӑсенчен хӑранипе тарса хӑпарса кайма пултарнӑ. Кушакӑн макӑрма та вӑйӗ юлман.
Хӗрарӑм Республикӑн ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсене чӗнсе илнӗ.
Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнче пурӑнакан 64 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пӑшие пӗрсе вӗлернӗ, ашне хӑйӗн валли илнӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Сӑрҫи заповедник ӗҫченӗсем вӑрманта пӑшие вӗлернӗ вырӑна тупнӑ. Чӗрчунӑн пӗр пайӗ те ҫавӑнтах выртнӑ. Браконьер ӑна илсе кайса ӗлкӗреймен.
Заповедник ӗҫченӗсем сыхласа тӑрса ҫав арҫынна ярса тытнӑ. Вӑл пӑши ашӗ патне велосипедпа килнӗ.
Вӑрнар районӗнчи йӗрке хуралҫисем Оттикӑвӑ ялне вӑрра шыраса пырса кӗнӗ. Унччен судпа айӑпланнӑ 43 арҫын килне ухтарнӑ чухне пакунлисем пӑши пуҫне асӑрханӑ.
Арҫын ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, тискер чӗрчуна вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче персе ӳкернӗ. Ӑна тирпейленӗ те какайӗпе пуҫне килне илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах арҫын офицаллӑ майпа сунарҫӑ шутланмасть, пӑшалне те тивӗҫлипе регистрацилемен.
Саккуна пӑсса сунара тухнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 258-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле пуҫарнӑ. Пӑшие персе пӑрахса ҫутҫанталӑка 80 пин тенкӗлӗх сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ.
Паян ирхине Шупашкар ҫыннисем каллех хир сысни курнӑ. Хальхинче вӑл Короленко урамӗнче утса ҫӳренӗ.
Пӗччен утакан чӗрчун тротуарпа апат шыранӑ ахӑртнех. Ҫакна ҫынсем видео та ӳкернӗ.
Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра хулара хир сысни утнине ҫынсем тӑтӑшах курнӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти Улма-ҫырла тата Тирек урамӗсенче хир сыснисем ҫӳренине асӑрханӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |