Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 10–15-мӗшӗсенче «Юман» илемлӗ фильм ӳкерме пуҫлаҫҫӗ. Режиссерӗ — Елена Рябцева. Аса илтерер, Пӗтӗм чӑвашсен пӗлтӗрхи «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗнче Е. Рябцеван «Принять удар» ӗҫӗ «Чи лайӑх илемлӗ фильм» номинацире ҫӗнтернӗччӗ.
Ильтимер Ефремов халӑх тетелӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, «Муркаш районӗнчи Уйкасси ял ҫумӗнчи пӗве хӗрринче пӗр сценӑна ӳкерме лаша урапапа кирлӗ». Ҫав тӑрӑхри ялсенче лаша пуррисене пулӑшма ыйтать. Лашашӑн укҫа тӳлӗҫ.
Ильтимер Ефремовран фильм мӗн ҫинчен пуласси пирки те ыйтса пӗлтӗмӗр. Ку ӗҫ этем ҫирӗпленӗвӗ пирки теме юрать. Ачисем пӗчӗклех вилнӗрен черетлӗ ачине Хветуҫ Юман ят панӑ. Анчах ӑна та вӑл ҫухатать. Хуйха путса чӗмсӗрленнӗ кинеми патне студент чӑваш халӑх сӑмахлӑхне ҫырса илме студент пырать...
Сӑнарсене калӑплама паллӑ сцена ӑстисемпе — Нина Яковлевапа, Иосиф Трерпа — калаҫса татӑлнӑ.
НАР | 05 |
Кӑрлачӑн 30-мӗшӗпе нарӑсӑн 3-мӗш кунӗсенче пирӗн сайтра эсир ҫак кӑсӑклӑ хыпарсемпе паллашма пултартӑр (чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Пирӗнтен ӗмӗрлӗхех Василий Дедушкин уйрӑлса кайни чылайӑшне хурлантарчӗ;
• Теприсем харӑсах миллионер пулса тӑни чылайӑшне кӑсӑклантарчӗ;
• Чеченсемпе чӑвашсем мӗнле фильм ӳкерме шутласа хуни пирки пӗлтертӗмӗр;
• Шупашкарта чӑнкӑ номерлӗ «Мерседес» мӗнпе тӗлӗнтернине хыпарларӑмӑр;
• Академи драма театрӗнче мӗнле паллӑ поэтӑн юбилейне палӑртнине пӗлме пултартӑр;
• Чӑвашла вӗренмелли пособи тата кам хатӗрлеме шутлани пирки каласа патӑмӑр;
• Вилнӗ ҫынна асӑнма кайсан та шар курма пултарни пирки систертӗмӗр;
• Миллионлӑх парӑма кӗме мӗнле туй ирттермелли пирки каласа патӑмӑр;
• Гуманитари институчӗ хӑйӗн кӑларӑмӗнче мӗнле шӑтӑк курка пирки каласа пани ҫинчен хыпарларӑмӑр;
Чӑваш Енри йӑхран тухнӑ Станислав Садальские Украинӑна кӗме чарнӑ. Кун пирки lenta.ru портал пӗлтерет.
Украинӑри хӑрушсӑрлӑх служби артиста Украинӑна кӗме чарнӑ. Мӗншӗн? Халӑх тетелӗнче ҫырнисемшӗн. Тӗслӗхрен, «Еврокурав» пирки. Паллах, Станислав Садальский куншӑн кӑмӑлсӑрланнӑ.
«Хӑйӗн халӑхӗпе ҫапӑҫакан ҫӗршыва мана, анне енчен эпӗ укрин пулсан та, кӗртмеҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн Чӗрӗ Журналӗнче. Темле кӑмӑлсӑрлансан та актер Украинӑри хӑрушсӑрлӑх службипе тавлашасшӑн мар.
Палӑртмалла: Станислав Садальский — РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Грузи тата Чӑваш халӑх артисчӗ. Вӑл «Место встречи изменить нельзя», «О бедном гусаре замолвите слово» фильмсенче ӳкерӗнсе чапа тухнӑ.
Чӑваш режиссерӗн Владимир Синяевӑн ҫӗнӗ фильмӗ экран ҫине тухнӑ. «Лесом» кинокартинӑна пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӳкерме тытӑннӑ.
Режиссер фильмӑн ытларах пайне Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ӳкернӗ. Мӗн пирки ку кинокартина? Шадриха вӑрманне тӗрлӗ кӑмӑллӑ ҫынсем лекеҫҫӗ. Вӗсем унта Емельян Пугачевӑн туприне шыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсемпе интереслӗ япаласем пулса иртеҫҫӗ. Юлашкинчен кашниех хӑйӗн валли тупра тупать, анчах хаклӑраххине.
Фильмра ертсе пыракан «Ҫӗнтерӳ» халӑх театрӗн актерӗсем Лидия Петрова, Виктория Козлова, Павел Родионов, Дарья Кури, Иван Ерин, Сергей Паршин, Никита Осипов ӳкерӗннӗ. Эпизодсенче Шупашкарти 1-мӗш тата 23-мӗш шкул ачисене, «Ирӗклӗх» хастарӗсене, Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисен, Пӑрачкав ялӗн ҫыннисене курма пулать.
Фильма ку уйӑхри Чӑваш Енри тата ытти регионти кинотеатрсенче кӑтартӗҫ.
«Чӑвашфильмпа» «Чеченфильм» пӗрлехи проекта пурнӑҫлаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Енри делегаци Чечня Республикинче пулнӑ. Рамзан Кадыров вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.
Делегаци малтан Грозный хулинче пулнӑ, унта пӗрлехи ӗҫе сӳтсе явнӑ, документсене, килӗшӳсене алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Чечняри кинематографистсен опычӗ чӑвашсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Делегаци Ҫурҫӗр Осетире те пулнӑ. Вӗсем Беслан хулинче 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ ачасемпе салтаксене пуҫ тайнӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре «Мусульманин» фильм ӳкерме тытӑннӑ. Унӑн тӗп продюсерӗ — Юрий Спиридонов. Сценари авторӗ — Илья Земляной. Фильм мӗн пирки пулнине хальлӗхе каламаҫҫӗ. Анчах унта паллӑ темиҫе актер ӳкерӗнме килӗшни вӑрттӑнлӑх мар.
Нумаях пулмасть Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Открытая Чувашия: энциклопедия, прикладное и анимационное творчество (для слабовидящих)» (чӑв. Уҫӑ Чӑваш Ен: энциклопеди, прикладной тата анимацилле пултарулӑх (япӑх куракансем валли) проекта хӑтланӑ. Ӑна Вырӑс географи обществин Чӑваш Енри уйрӑмӗ хатӗрленӗ.
«Земля Улыпа» (чӑв. Улӑп ҫӗрӗ) ятлӑ мультфильма оператор пулса Александр Яковлев ӳкернӗ. Вӑл Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн аслӑ методистӗнче ӗҫлет. Пирӗн сайтри хыпарсемпе паллашсах тӑракансем Саша Яковлева кайӑксен тӗпчевҫи пулнипе те пӗлеҫҫех-тӗр.
Мультфильм пирки «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче ҫырнинче пултаруллӑ ҫак ҫын хӑйне пуҫласа оператор-мультипликатор пек тӗрӗсленине каланӑ.
Маларах асӑннӑ центрти Н.Н. Степанова педагог ертсе пыракан пултарулӑх ушкӑнӗ тата Шупашкарти ятарлӑ (коррекцилле) шкул-интернатри ачасем мультфильмри сӑнарсене хурӑн хуппинчен ӑсталанӑ.
Паян Дмитрий Михлеев кинорежиссер, ҫыравҫӑ тата ӳнерҫӗ 75 ҫул тултарчӗ.
Пирӗн паллӑ ентеш 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫарӑмсан районне кӗрекен Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗтӗм Союзри кинематографи институтне (ВГИК) пӗтернӗ хыҫҫӑн «Беларусьфильм» киностудире ӗҫлеме пуҫланӑ (1972). Вӑл вӑтӑра яхӑн илемлӗ тата документлӑ фильм ӳкернӗ, вӗсенчен нумайӑшне Тӗнчери тата Пӗтӗм Союзри кинофестивальсенче чысланӑ.
Дмитрий Михлеев ӳнерҫӗ пек те палӑрнӑ, вӑл белорус ҫыравҫисен кӗнекисене илемлетнӗ. Белоруссири «Юнацва» тата Чӑваш кӗнеке издательстви вӑл ҫырнӑ калавсен, повеҫсен тата киносценарисен пуххисене пичетлесе кӑларнӑ.
Ун фильмӗсен ярӑмне Чӑваш наци телевиденийӗ кӑтартнӑччӗ.
Юлашки вӑхӑтра вӑл «ЛИК», «Тӑван Атӑл», «КИЛ» журналсенче пичетленчӗ, икӗ ҫӗнӗ пьеса ҫырса чӑваш театрӗсене ярса пачӗ. Шел пулин те, хӑйсене тӗнче кӑвапи вырӑнне хуракан режиссерсем вӗсене тытса та пӑхасшӑн пулмарӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсенчен пӗри «ЛИК» журналта тухмалла. Халӗ ҫыравҫӑ тата режиссер «Ветка Палестина» сӑвӑсен ярӑмне пичете хатӗрлет.
Эпир Дмитрий Никоноровича иксӗлми хавхалану тата сывлӑх сунатпӑр.
Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта «Уҫӑ Раҫҫей» юхӑмӑн регионти уйрӑмӗн учредитель пухӑвӗ иртет. Ӑна пирӗн республикӑра Дмитрий Семенов ертсе пырать.
Пухура пурне те кӗтеҫҫӗ. Кама тӗрӗс суйлав йӗркелесси, ҫын прависене тивӗҫлипе пурнӑҫласси кӑсӑклантарать — сире кӗтеҫҫӗ. Ӑна Шупашкарти «Чӑваш Ен» хӑна ҫуртӗнчи конференц-залра ирттерӗҫ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланать.
16 сехетре унтах «Немцов» документлӑ фильм кӑтартӗҫ. Вӑл — Борис Немцов пирки. Ӑна ҫынсем аса илеҫҫӗ. Вӑл политикӑра пӗрремӗш утӑмсем туни, Ельцин преемникӗ пулни, Раҫҫейри оппозици лидерӗсенчен пӗри пулни пирки кӑтартӗҫ.
Фильмра ҫемье архивӗнчи хроника та пур. Фильмра вилӗм ҫук, хальхи Раҫҫейри политиксен чи ҫутӑ ҫыннин пурнӑҫӗ пирки ҫеҫ.
«Ирӗклӗх» общество организацийӗ ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ҫыру ҫырнӑ. Хальхинче вӗсем ӗлӗкхи чӑваш фильмӗсене тӗнче тетелне кӑларса хума ыйтнӑ.
Хастарсем ҫакна палӑртнӑ: Электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче «Страна Чувашская» документ ленти, «Священная Роща» илемлӗ фильм, «Ял» ӳнер фильмӗн пӗр пайӗ упранать. Вӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче ӳкернӗ. Ку фильмсем – наци пуянлӑхӗ, анчах, хастарсем шухӑшланӑ тӑрӑх, архивра тусан пуҫтарса выртаҫҫӗ.
Хастарсем ЧР Наци вулавӑшне тӗслӗх пек илсе кӑтартнӑ. Вӗсем пичет кӑларӑмӗсене цифра ҫине куҫарса тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. «Ирӗклӗх» чӑвашла фильмсене тата иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ӳкернӗ кинокартинӑсене те тӗнче тетелне кӑларса хума сӗнеҫҫӗ. Ҫитес ҫул «Чӑвашкино» шӑпах 90 ҫулхине паллӑ тӑвать. Ку республика ҫыннисемшӗн ун чухне чӑн-чӑн парне пулӗччӗ. Ҫапла шухӑшлаҫҫӗ хастарсем.
Белоруссире пурӑнакан Дмитрий Михлеев кинорежиссера Чӑвашра курман-илтмен ҫын теме ҫук. Юлашки хут вӑл пирӗн тӑрӑха тӑватӑ ҫул каялла килсе кайрӗ, Шупашкарти кинофестиваль программипе килӗшӳллӗн хӑйӗн тӗрлӗ ҫулта ӳкернӗ фильмӗсене кӑтартрӗ, пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Астӑватӑп, ӑна уйрӑмах телевидени журналисчӗсем «юратса пӑрахрӗҫ», юлашки хыпарсенче чӑвашла тата вырӑсла вӑрӑм интервьюсем кӑтартрӗҫ, тӳрӗ эфир йӗркелесех «кӗрлерӗҫ». Шӑпах ҫав тӗле Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Никаноровичӑн «Ось земли» ятпа повеҫсемпе калавсен тата киносценарисен пуххи пичетленсе тухнӑччӗ, ун пирки те пичетпе телевидени ҫӑвара шыв сыпса лармарӗ. Паллӑ режиссера Чӑваш патшалӑх университетне чӗнсе студентсемпе куҫа-куҫӑн калаҫтарчӗҫ. Ун сасси хаҫат-журналсенче кайран та тӑтӑшах илтӗнчӗ, телевидени вӑл ӳкернӗ фильмсене уйрӑм ярӑм туса кӑтартрӗ. Режиссер хӑйӗн чи лайӑх фильмӗсене Электронлӑ тата кинодокументаци архивне парнелерӗ.
...Мӗтри пиччепе эпӗ 15 ҫул каяллах ҫырупа паллашнӑччӗ. «Советская Чувашия» хаҫатра ӗҫленӗ май унран сӑвӑсем ярса пама ыйтрӑм.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |