Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ялти кинофестиваль ялта кино кӑтартать

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 18.10.2017 12:59 | 711 хут пӑхнӑ
Культура

Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра Ял кинофестивалӗ уҫӑлассине, ку мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.

«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ пуҫарнӑ мероприяти тунтикун Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта «Мамы» кино кӑтартнипе уҫӑлнӑ. Кайран киномобиль асӑннӑ районти Пархикассине кайнӑ, ӗнер Элӗкре пулнӑ.

Аса илтерер: кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халалласа ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ фильмсене суйласа илнӗ: «Мамы», «Отцы», «Дневник мамы первоклассника», «Дочь», «Страна хороших деточек».

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти культура ҫуртне пуҫтарӑннисене «Чӑвашкино» киностуди директорӗ Николай Медведев саламланӑ, элӗксене — киностудин секторӗн ертӳҫи Артур Галкин.

#кинофестивальсем, #фильмсем, #Шупашкар районӗ, #Пархикасси, #культура, #Ҫӗньял, #Йӗпреҫ, #Элӗк

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗньялсем чӳк ирттерчӗҫ
2016, 10, 27
Тӑван чӑваш сӑмахӗсем — мерчен те ылтӑн пӗрчисем
2017, 04, 25
Кинофестивальте 60 ытла фильм кӑтартӗҫ
2017, 05, 04
Ватӑ юман тавра вӑйӑ картине тӑнӑ
2017, 08, 10
Ял кинофестивалӗ виҫӗ района ҫитӗ
2017, 10, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org