Шупашкар тата Чӑваш Ен Епархийӗ ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ыйтупа тухнӑ. Епархи «Матильда» фильма прокартра илтересшӗн.
Епархи шухашӗпе, ку фильм провокациллӗ тата мӑшкӑлласа кулни. Ыйтӑва хӑй Варнава митрополит алӑ пуснӑ. Ҫыру айӗнче 25 тӗн ҫынни те ҫакӑнпа килӗшнине пӗлтерсе алӑ пуснӑ. Ӑна Михаил Игнатьев, ЧР Культура министерстви тата ЧР Патшалӑх Канашӗ ячӗпе янӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Енри православи хастарӗсем «Матильда» фильма кӑтартассине хирӗҫ. Вӗсем Сосновка поселокӗнче тата Хӗрлӗ тӳремре митинг та йӗркеленӗ.
Пӗлмешкӗн: «Матильда» - Алексей Учитель рижессерӑн илемлӗ фильмӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче проката тухмалла. Истори мелодраминче Матильда Кшесинская балеринӑпа патша ывӑлӗ Николай Александрович хушшинчи хутшӑнусем пирки каласа кӑтартнӑ.
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра Ял кинофестивалӗ уҫӑлассине, ку мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ пуҫарнӑ мероприяти тунтикун Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта «Мамы» кино кӑтартнипе уҫӑлнӑ. Кайран киномобиль асӑннӑ районти Пархикассине кайнӑ, ӗнер Элӗкре пулнӑ.
Аса илтерер: кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халалласа ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ фильмсене суйласа илнӗ: «Мамы», «Отцы», «Дневник мамы первоклассника», «Дочь», «Страна хороших деточек».
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти культура ҫуртне пуҫтарӑннисене «Чӑвашкино» киностуди директорӗ Николай Медведев саламланӑ, элӗксене — киностудин секторӗн ертӳҫи Артур Галкин.
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра Ял кинофестивалӗ уҫӑлӗ. Ку мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерӗҫ.
Хальхинче кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халаллӗҫ. Ҫавна май куракансене «Мамы», «Отцы», «Дневник мамы первоклассника», «Дочь», «Страна хороших деточек» фильмсене кӑтартӗҫ.
Фильмсене «Киномобиль» пулӑшнипе кӑтартӗҫ. Вӑл пулӑшнипе кинотеатра кирек хӑш вырӑнта та йӗркелеме пулать.
Пилӗк кунра киномобиль Элӗкри, Йӗпреҫ поселокӗнчи, Шупашкар районӗнчи икӗ ялти лапамсенче ӗҫлӗ. Малтанах Ҫӗньялта фильм кӑтартӗҫ. Унтан киномобиль Пархикассине куҫӗ. Каярахпа черет элӗксемпе йӗпреҫсем патне ҫитӗ. Фильмсене 14 сехетре кӑтартма тытӑнӗҫ.
Шупашкарта Швед киновӗн фестивальне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Культура мероприятийӗ юпа уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑҫта? «Полигон» культура пространствинче.
Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енре пурӑнакансене юлашки ҫулсенче ӳкернӗ лайӑх фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче мелодрамӑсем, хоррорсем, ҫамрӑксен драмисем, документлӑ фильмсем пур.
Ҫак фильмсем пурте тӗнче шайӗнчи кинофестивальсенче ҫӗнтернӗ. Вӗсене курнӑ чухне йӑлтах ӑнланмалла пулӗ: субтитрсене вулама май пур.
Палӑртмалла: ку проект «Содружество» регион аталанӑвӗн фончӗ «Кино музейӗ» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Ӑна Швецин Мускаври посольстви тата Швед институчӗ пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти ятарлӑ службӑсем «Тетерин Фильм» кинотеатра ҫавӑрса илнӗ. Вӗсем Винокуров урамӗнче вырнаҫнӑ ҫурта 10 сехет ҫурӑра персе ҫитнӗ.
Залри ҫынсене тӳрех эвакуациленӗ. Ҫав вӑхӑтра кинотеатра пушарнӑйсемпе полици ҫитнӗ. Мӗн пулнӑ вара унта? ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кинотеатрта хуҫасӑр выртакан япалана асӑрханӑ. Ятарлӑ служба ӑна тӗрӗсленӗ. Вӑл нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратман.
Кинотеатр ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, ҫакна «Матильда» фильма кӑтартассине хирӗҫ пулнӑ ҫынсем хӑтланма пултарнӑ. Вӗсем унччен электронлӑ почтӑна та тапӑннӑ.
Кинотеатр «Матильда» кинофильма пур-пӗрех кӑтартӗ. Ҫак пӑтӑрмахран шар курнисене вӗсем кинотеатра килмешкӗн йыхрав хучӗ панӑ.
Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерессине эпир пӗлтернӗччӗ. Кинона ӗнер ӳкерме пуҫланӑ.
Аса илтерер, фильмри тӗп сӑнара Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Галибин калӑплать. Унта ҫавӑн пекех Шупашкарти 5-мӗш гимназири ачасем ӳкерӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви «Чебоксарские новости» хаҫат хыпарлани ҫине таянса пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Карина фильмра ӗне сӑвӗ. Вӑл ялта ку ӗҫе хӑнӑхнине пӗлтернӗ. Фильмра Карина журналист сӑнарне те вылӗ. Шкулти TV5 студие ҫӳрекенскер телекамера умӗнче хӑйне хӑюллӑ туять. Фильмра ӳкерӗнме тивӗҫҫисене суйланӑ чух та вӑл хӑйне харсӑр тытнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Кино каҫӗ» акцире тӑватӑ фильм кӑтартӗҫ. Виҫҫӗшӗ – тулли метражлӑ, пӗри – анимациллӗ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кино каҫӗ» ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Кӑтартмалли фильмсене ахаль суйламан. ТАСС информаци агентствин сайтӗнче вӗсемшӗн сасӑланӑ. Унта ҫак фильмсемшӗн ытларах сасӑ панӑ: «Кухня: Последняя битва» (режиссерӗ Антон Федотов, 12+), «Время первых» (режиссерӗ Дмитрий Киселев, 6+), «28 Панфиловцев» (режиссерсем: Ким Дружинин и Андрей Шальопа, 12+). Пӗчӗккисене вара «Снежная королева-3: Огонь и лед» кӑтартӗҫ. Вӑл анимаци проекчӗсен сасӑлавӗнче мала тухнӑ.
Шупашкарта «Кино каҫӗ» акци «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ – 20 сехетре. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерӗҫ. Унӑн сценарине хатӗрлесе ҫитернӗ ӗнтӗ. Фильмра камсем вылясси те паллӑ.
Экономика аталанӑвне хӑвӑртлатмалли институт проекчӗпе пулса пыракан фильма ҫурла уйӑхӗн 7–15-мӗшӗсенче ӳкермелле. Паян ҫак ыйтупа республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче канашлу иртнӗ.
Фильмра тӑван республикӑмӑрти ҫутҫанталӑка, архитектура палӑкӗсене, чиркӗвӗсене тата ытти илемлӗ вырӑна ӳкерӗҫ. Кадра Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Улатӑр, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсем лекӗҫ.
Фильмри тӗп сӑнара Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Галибин калӑплӗ. Унта ҫавӑн пекех Шупашкарти 5-мӗш гимназири ачасем ӳкерӗнӗҫ.
Шупашкарта кӗҫех урамри кинон Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ старт илет. Тӗп хуламӑр унта кӑҫал та хутшӑнӗ. Фестиваль кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут иртет.
Фестивальпе килӗшӳллӗн, Раҫҫейри ҫамрӑк режиссерсен кӗске метражлӑ лентисене кӑтартӗҫ. Ҫынсем 6 кинокартина курма пултарӗҫ. Вӗсене 800 ытла заявкӑран суйланӑ.
Ку – коммерциллӗ мар проект, ӑна Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче 2014 ҫулта пуҫарса янӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 4-мӗшӗччен 60 ҫӗршывра урамри кино фестивальне хутшӑнакан фильмсене кӑтартӗҫ.
Кӑҫал фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 21 сехетре Шупашкарти "Салют" культура керменӗ умӗнче пуҫланӗ.
Кӑҫал Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 22-27-мӗшӗсенче иртӗ. Кӑҫалхипе ӑна 10-мӗш хутчен йӗркелӗҫ.
Кинофестивальте тулли метражлӑ 11 фильм кӑтартма палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне экран ҫине 14 этника тата регион фильмӗсем тухӗҫ. Актерсем, режиссерсем продюсерсем конкурса кӗртмен 60 ытла картина кӑтартӗҫ. «Союзмультфильм» киностуди вара ачасем валли мультфильмсем экран ҫине кӑларӗ.
Фильмсене «Синема 5», «Три пингвина», «Ҫеҫпӗл», «Киногалактика» кинотеатрсенче курма май пулӗ. Кинофестиваль «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта официаллӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ.
Раҫҫейпе Инди хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркеленӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Инди фильмӗсене кӑтартасси пирки те шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |