Авӑнӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчин тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Леонид Волков Пӗтӗм Раҫҫейри кӗске метражлӑ киносен «Арткино» фестивальне хутшӑннӑ. Вӑл ҫулсерен авӑн уйӑхӗнче Мускавра уҫӑлать та ҫулталӑкӗпех Раҫҫейри 50 ытла хулара иртет.
Конкурса 30 минутран ытла мар тӑсӑлакан фильмсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсене киношкулти студентсемпе выпускниксем хатӗрлеҫҫӗ. 8-мӗш фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗрте 7-мӗш фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. 25 фильм хушшинче профессионал жюри Николай Котяшӑн «Каждый первый» картинине чи лайӑххи тесе палӑртнӑ.
Куракансем вара, Раҫҫейри тӗрлӗ хулари сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Евгений Корчагинӑн «Феликс и его любовь» фильмне суйланӑ. Евгений — пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ.
Леонид Волков Евгений Корчагина саламланӑ. Палӑртса хӑварар: «Феликс и его любовь» фильм кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче АПШра иртнӗ пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте ҫӗнтернӗччӗ.
Чӑваш театрӗпе киностудине йӗркеленӗ Иоаким Максимов-Кошкинский пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа кӑҫал, ҫурлан 30-мӗшӗнче, 40 ҫул ҫитет. Ҫав кун ЧР кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем унӑн вилтӑпри ҫине кайӗҫ. Пӗлӗшӗсене, тӑванӗсене тата ыттисене пӗрле пыма йыхравлаҫҫӗ.
Иоаким Максимов-Кошкинский Тутарстанри Теччӗ районӗнче 1893 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче, Хусанти ӳнер училищинче вӗреннӗ вӑл. 1918 ҫулта Хусанта Островский пьесипе пӗрремӗш чӑваш спектаклӗ лартнӑ. 1920 ҫултанпа Шупашкарта чӑваш спектаклӗсем лартма пуҫланӑ. 1925 ҫулта вӑл кинопа кӑсӑкланма тытӑннӑ, тулли метражлӑ чӑвашла илемлӗ фильм ӳкерме пуҫланӑ.
«Аслӑ пӑлхарсем», прокатра «Атӑлҫи пӑлхавҫисем», пӗрремӗш фильм премьери 1926 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче пулнӑ. Рольсене чӑваш тата вырӑс актерӗсем калӑпланӑ.
Иоаким Максимов-Кошкинский репрессие лекнӗ. Ҫавна пулах вӑл ӳкернӗ чӑвашла илемлӗ фильмсенчен чылайӑшӗ упранса юлман. Вӑл 1975 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ. Ӑна Шупашкарти Б.Хмельницкий урамӗнчи масарта пытарнӑ.
Шупашкар моделӗ Татьяна Иванова Турци сериалӗнче ӳкерӗннӗ. Телесериал — триллер, криминал. Вӑл экран ҫинче 2007 ҫултанпа пырать. Хальлӗхе 9 сезонне ӳкернӗ.
Татьяна икӗ серире ӳкерӗннӗ. Вӑл сериалти сӑнарсенчен пӗрне пытарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Раҫҫейрен килнӗ тӑван рольне калӑпланӑ.
Халӗ Татьяна Иванова — Ӑстампулта. Вӑл унта контракта 45 кунлӑха килӗшӳ тунӑ. Татьяна экран ҫинче 7 ҫул пыракан сериалта ӳкерӗнме ҫын кирлине илтнӗ. Пӗрремӗш сценӑра чиркӳре ӳкерӗннӗ вӑл. Унтан аэропортра кадр ӳкернӗ.
Татьяна ӳкерӗннӗ чухне нимӗнле пӑтӑрмах та сиксе тухманнине пӗлтернӗ. Команда туслӑ-мӗн. Татьянӑна сериалта ӳкерӗнмешкӗн икӗ хут чӗннӗ-мӗн. Шупашкар моделӗ хирӗҫ мар. Турцире ӳкерӗннӗшӗн укҫа вӑхӑтра тӳлеҫҫӗ-мӗн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, апат та ҫитереҫҫӗ. Турккӑсем апат ҫимесӗр ӗҫлеме те тытӑнмаҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енӗн прокуратури илемлӗ фильмра ӳкерӗнет. Анчах телейсӗр юратупа ҫыхӑннӑ, темиҫешер сериллӗскерте мар, наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешессипе ҫыхӑннинче. Фильмра наркотик сутаҫҫӗ кӑна мар, ҫынсене те вӗлереҫҫӗ.
«Ветки» тесе хальлӗхе ят панӑ художество фильмне Шупашкарти Владимир Синяев режиссер ӳкерет. Хальхинче кадрсене прокуратура ҫуртӗнче ӳкернӗ. Пӗтӗмпе икӗ сюжет. Пӗрремӗшӗнче йышпа йӗркеленсе преступлени тӑвакан ушкӑн пирки пуҫиле ӗҫе шанса панӑ тӗпчевҫӗ ыйтса пӗлнине ӳкернӗ, иккӗмӗшӗнче — прокурор ӗҫе малтан тӗпченӗ ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн шанса панӑ ҫӗнӗ ҫынпа ӗҫлӗ канашлу ирттернине.
Кино ӳкерме Чӑваш Енӗн прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫи Альберт Петров хутшӑннӑ. Фильма республикӑри киноэкрансем ҫине ҫитес ҫул кӑларма палӑртаҫҫӗ.
Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче «Долгое время» документлӑ фильм кӑтартӗҫ. Ӑна 2012 ҫулта Егор Гайдар вилнӗ хыҫҫӑн ӳкернӗ. Ӑна пушӑн 19-мӗшӗ валли, Егор Тимурович 54 ҫул тултармалла пулнӑ чухне, хатӗрлесе пӗтернӗ.
Алексей Кудрин вице-премьер, Роснано пуҫлӑхӗ Анатолий Чубайс, экономика экс-министрӗ Андрей Нечаев тата ыттисем экономика реформисем епле ҫуралнине аса илеҫҫӗ.
Гайдарӑн пӗрремӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ ачисем Мария тата Петр ашшӗ пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Фильмра Егор Гайдарӑн хваттерӗне те ӳкернӗ. Вӑл Борис Ельцинпа кӳршӗллӗ пурӑннӑ.
Фильма Егор Гайдарпа тунӑ интервьюсене кӗртнӗ. Ӑна темиҫе ҫул каяллах ӳкернӗ-мӗн, анчах вӑл экран ҫине тухман.
Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче пурне те 119-мӗш пӳлӗмре 15 сехетре кӗтеҫҫӗ.
Чӑваш Ене кӗҫех Вилле Хаапасало актер килмелле-мӗн. Вӑл «Волга с Вилле Хаапасало за 30 дней» проектпа килӗ.
Кӑҫал ҫурла тата авӑн уйӑхӗсенче Атӑл пирки вунӑ сериллӗ проект старт илӗ. Вӑл финн телекуравӗ валли пулӗ.
Марат Никитин режиссер пӗлтернӗ тӑрӑх, Вилле Хаапасало актер Чӑваш Енре темиҫе кун пулӗ. Вӑл чӑвашсемпе тӗл пулӗ, вӗсем пулӑшнипе вырӑнти йӑла-йӗркепе паллашӗ.
Фильма авалхи чӑвашсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ӳкерӗҫ. Ҫавӑн пекех унта республикӑри ҫамрӑксем пирки каласа кӑтартӗҫ.
Сӑмах май, Вилле Хаапасало — финн тата Раҫҫей актерӗ. Вӑл — РФ патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2003). Ӑна ҫак ята литература тата ӳнер тытӑмӗнче «Кукушка» фильмӗшӗн панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Марат Никитин режиссер пӗлтӗр кӗркунне Чӑваш Енре «Хорло» тулли метражлӑ фильм ӳкернӗ. Нумаях пулмасть ӑна Мускавра хӑтланӑ.
Унта Раҫҫей эстрада тата кино ҫӑлтӑрӗсем, шоу-бизнесменсем килнӗ. Ҫав йышра 2013 ҫулхи Раҫҫей чиперукӗ Анастасия Трусова та пулнӑ.
Марат Никитин режиссер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хорло» фильм Шупашкарта иртекен кинофестивале хутшӑнӗ.
Фильма кӗске вӑхӑтра ӳкернӗ-мӗн. 16 кунра хатӗрлеме тивнӗ. Анчах актерсем йӑлтах ӗлкӗрнӗ. Ӳкерӳ валли 100 пин доллар кирлӗ пулнӑ-мӗн. Фильма Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта иртнӗ.
Халӗ Мускав сценарисчӗпе пӗрле «Нарспи» сценарипе ӗҫлеҫҫӗ. Марат Никитин Константин Ивановӑн поэмине киночӗлхене куҫарасшӑн-мӗн. Унӑн шухӑшӗпе, ку лайӑх фильм пулмалла.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫулсерен иртекен «Библиокаҫ» акципе килӗшӳллӗн ЧР Наци вулавӑшӗнче Андрей Васильев режиссерӑн «Нарспи» фильмне кӑтартӗҫ.
Юрӑллӑ-кӗвӗллӗ «Нарспи» фильма Константин Ивановӑн поэми тӑрӑх хатӗрленӗ «Нарспи» мюзикла тӗпе хурса ӳкернӗ. Фильм пултарулӑх стилӗпе тата ӳнер енӗпе палӑрать, икӗ сехете тӑсӑлаканскере пӗр сывламасӑр пӑхма пулать.
Профессионал вокала, хореографие, илемлӗ сценӑсене, ятарлӑ эффектсене пула «Нарспи» кино куракансен асӗнче яланлӑхах юлӗ.
Аса илтерер: «Нарспи» фильма пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери фестивальте пӗрремӗш хут кӑтартнӑ. Ӑна куракансем лайӑх йышӑннӑ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пурне те ЧР Наци вулавӑшӗнче 19 сехетре 119-мӗш пӳлӗмре кӗтеҫҫӗ.
Чӑваш Ен мусӑкҫи Алексей Айхи Раҫҫейри сумлӑ «Ника» премие тивӗҫнӗ. Вӑл «Фильм валли ҫырнӑ чи лайӑх кӗвӗ» номинацире чи лайӑххи пулса тӑнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.
Кинематографи премийӗ ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртнӗ. Чӑваш композиторӗ Алексей Айхи Александр Коттӑн «Испытание» фильмӗ валли кӗвӗ ҫырнӑ.
«Чи лайӑх фильм» номинацире вара Алексей Германӑн «Трудно быть Богом» фильмӗ ҫӗнтернӗ.
Алексей Айхи «Ника» премие 2003 тата 2013 ҫулсенче те илнине палӑртмалла. Вӑл ӑна ун чухне «Любовник» тата «Орда» фильм валли кӗвӗ ҫырнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Алексей Айхи «Золотой овен», «Золотой орел», «Белый слон» премисене тата «Кинотавр» кинофестивальте М.Таривердиева ячӗллӗ премисене те илнине палӑртмалла.
«Спектр» пултарулӑх студийӗ, унччен «Куратор» фильма ӳкернӗскер, ҫӗнӗ проект пунӑҫлама палӑртать. Хальлӗхе ӑна «Ветки» ят панӑ.
Владимир Синяев режиссер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Куратор» фильм экран ҫине тухсан унта ӳкерӗннӗ артистем хавхаланса кайнӑ. Кӑштах каннӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫӗнӗ фильмра ӳкерӗнме хатӗр-мӗн.
Сӑмах май, халӗ туй кӗрекинче ларнине, ЧР Прокуратуринчи офисра ӗҫленине ӳкернӗ ӗнтӗ. Наркотиксемпе хирӗҫ кӗрешекен фильма пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнчех ӳкерме тытӑннӑ-мӗн.
Владимир Синяев каланӑ тӑрӑх, фильм валли ҫынсем суйланӑ, халӗ вӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Унта Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем те хутшӑнӗҫ. Кунсӑр пуҫне унта общество деятелӗ Олег Никифоров, Таиланд боксӗн федерацийӗн президенчӗ Игорь Ильин, йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем, студентсем тата ыттисем те ӳкерӗнӗҫ.
Проекта ЧР Прокуратури пулӑшнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Ӑна та пысӑк экран ҫине кӑларӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, фильм экран ҫине кӑҫал раштав уйӑхӗнче тухмалла. Унта наркотике пула арканнӑ шӑпасене ҫутатӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |