Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ ӗнер, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Анатолий Миттов» фильм кӑтартнӑ.
Унпа паллашас текенсем Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн кинозалне пухӑннӑ.
Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн киноклубӗ ун пек фильмсем тӑтӑшах йӗркелет. Ӗнерхи кинокуравра кӑтартни документлӑ пулнӑ. «Анатолий Миттов» — чӑваш ӳнер культурин хӑй евӗрлӗхне анлӑ тӗпченӗ ӳнерҫӗ ҫинчен документлӑ фильм. Режиссерӗ те, сценари авторӗ те — Михаил Воробьев.
Кинокурава пухӑннисем Михаил Воробьев режиссер 1990-мӗш ҫулта ӳкернӗ «Анатолий Миттов» документлӑ фильма пӑхнӑ кӑна мар, кайран ӑна пӗрле сӳтсе явнӑ, хак панӑ, хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ май килӗшнипе килӗшменнине асӑннӑ.
Фильм 27 минута пынӑ.