Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Хорло» — «Асам» кинофестивалӗн гран-прине тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.11.2015 21:48 | 2920 хут пӑхнӑ
Культура

Паян Пӗтӗм чӑвашсен пӗрремӗш «Асам» кинофестивале пӗтӗмлетрӗҫ. Чи сумлӑ парнене — кинофестивалӗн гран-прине — Марат Никитин режиссёрӑн «Хорло» фильмӗ тивӗҫрӗ.

Ытти номинацисенче ҫаксем палӑрчӗҫ:

• «Чи ӑста илемлӗ фильм» — Евгений Герасимов режиссёрӑн «Егор Шилов» илемлӗ фильмӗ;

• «Чи ӑста документлӑ фильм» — Николай Семенов режиссёрӑн

«Сурхурипе кӑшарни йӑлисем паян...» фильмӗ;

• «Чи ӑста кӗске фильм» — Константин Ефремов режиссёрӑн «Помрачение» фильмӗ (сӑмах май, ӑна пӗрремеш чӑваш хӑруш /хорор/ фильмӗ теме пулать);

• «Чи ӑста ӳкерчӗклӗ фильм» — Владимир Галошевӑн «Чӑваш тӗнчи» мультфильмӗ;

• «Чи ӑста кинооператор» — «Хорло» илемлӗ фильма ӳкернӗ Михаил Блинцов;

• «Чи ӑста монтаж тӑвакан» — «Помрачение» илемлӗ фильма ӑсталама хутшӑннӑ Константин Ефремов;

• «Хӗрарӑм сӑнарне чи ӑста выляканӗ» — «Егор Шилов» илемлӗ фильмра вылянӑ Татьяна Александрова (Тани Юн);

• «Арҫын сӑнарне чи ӑста выляканӗ» — «Егор Шилов» илемлӗ фильмра вылянӑ Валерий Тарасов;

• «Иккӗмӗш планри арҫын сӑнарне ӑста вылякан» — «Егор Шилов» илемлӗ фильмра вылянӑ Сергей Сандлер;

• «Иккӗмӗш планри хӗрарӑм сӑнарне ӑста вылякан» — «Хорло» илемлӗ фильмра вылянӑ Гузаль Мамбетова;

• «Эпизодла хӗрарӑм сӑнарне ӑста вылякан» — «Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать» илемлӗ фильмри Галина Иванова;

• «Эпизодла арҫын сӑнарне ӑста вылякан» — «Пурнӑҫ кустӑрми» тата «Хорло» илемлӗ фильмсенче вылянӑ Дмитрий Петров;

• «Чи ӑста сценарист» — «Помрачение» илемлӗ фильмӗн сценарийне ҫырнӑ Евгений Мельников;

• «Чи ӑста композитор» — «Хорло» илемлӗ фильмӑн кӗввине хатӗрленӗ Александр Ян Тараненко;

• «Чи ӑста сасӑ режиссерӗ» — «Помрачение» илемлӗ фильма хатӗрленӗ Юрий Сергеев;

• «Фильма лартакан чи ӑста ӳнерҫӗ» — «Чувашские амазонки» (чӑв. Чӑваш амаҫыннисем) этнографиллӗ документлӑ фильма хатӗрленӗ Анастасия Масляева;

Ҫавӑн пекех жюри темиҫе ятарлӑ номинаци те хатӗрленӗ. «Шанчӑк» ятарлӑ парнене «Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать» илемлӗ фильмра тӗп сӑнара вылякан Кирилл Кириллов тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне «Киремет кати» илемлӗ фильма (режиссерӗ И.С. Максимов-Кошкинский) кӗвӗлесе илемлетнӗшӗн Валерий Игнатьева чысланӑ.

Аса илтеретпӗр, «Асам» кинофестиваль тунтикун, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, уҫӑлчӗ. Унта пурӗ 11 фильм хутшӑнчӗ: 5 документлӑ фильм, 5 илемлӗ фильм тата пӗр анимациллӗ кино. Вӗсемпе ытларикунтан пуҫласа эрнекун хушшинче паллашма май пулнӑччӗ. Паян, кинофестивале вӗҫленӗ май куракансене «Кӗпер» тата «В краю ста тысяч песен» документаллӑ фильмсене кӑтартрӗҫ. Пӗрремӗшӗн режиссёрӗ Леонид Трифонов, иккӗмӗшӗн — Вениамин Погильдяков.

#культура, #фильмсем, #наци вулавӑшӗ, #кинофестивальсем, #Культура министерстви, #ӳнер, #Асам

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем