Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти ятарлӑ службӑсем «Тетерин Фильм» кинотеатра ҫавӑрса илнӗ. Вӗсем Винокуров урамӗнче вырнаҫнӑ ҫурта 10 сехет ҫурӑра персе ҫитнӗ.
Залри ҫынсене тӳрех эвакуациленӗ. Ҫав вӑхӑтра кинотеатра пушарнӑйсемпе полици ҫитнӗ. Мӗн пулнӑ вара унта? ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кинотеатрта хуҫасӑр выртакан япалана асӑрханӑ. Ятарлӑ служба ӑна тӗрӗсленӗ. Вӑл нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратман.
Кинотеатр ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, ҫакна «Матильда» фильма кӑтартассине хирӗҫ пулнӑ ҫынсем хӑтланма пултарнӑ. Вӗсем унччен электронлӑ почтӑна та тапӑннӑ.
Кинотеатр «Матильда» кинофильма пур-пӗрех кӑтартӗ. Ҫак пӑтӑрмахран шар курнисене вӗсем кинотеатра килмешкӗн йыхрав хучӗ панӑ.