Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнче вырнаҫнӑ вулавӑша арҫын ачана питӗрсе лартнӑ. Кӑштахран шкул ачи пӑлханма пуҫланӑ. Ара, пулӑшу ыйтмасан вулавӑшра ирчченех ларма тивӗ-ҫке-ха.
9 ҫулти арҫын ачан чӳречене уҫса пулӑшу ыйтма тытӑннӑ. Иртен-ҫӳрен ӑна илтсе полици чӗннӗ. 25–30 минутран йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ, унтан вулавӑш ӗҫченӗсем килнӗ.
Ача каланӑ тӑрӑх, вӑл вулавӑшра туалета кайнӑ. Унтан тухсан никам та ҫуккине курнӑ, вулавӑш хупӑннине ӑнланнӑ.
Вулавӑш ӗҫченӗ Наталья Гусева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ача хӑй пытаннӑ. Вӗсем алӑка питӗрес умӗн пур пӳлӗме те тӗрӗсленӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, арҫын ача вулавӑша кӗнеке илме мар, туалета кӗме пынӑ.